Пурнӑҫ вӑйлӑ тапса тӑрать те этемӗн вӗҫӗмех таҫта васкас, пур ҫӗре ҫитес-ӗлкӗрес килет. Кун пек чухне инҫе ҫула автобусра е пуйӑсра темиҫешер сехет силленсе пырса ҫыннӑн вӑхӑта сая ярас килмест. Кун пек чух ҫитес ҫӗре самолетпа вӗҫтерсен вӑхӑта самай перекетлеме пулать.
Паянхи куна илсен Шупашкарти аэропортран Мускаври Домодедово, Внуково аэропортсене, Симферополе, Петӗре, Ӗпхӗве, Самара тата Турцинчи Антали хулине ҫитме пулать. Шупашкартан вӗҫекен самолетсен расписанийӗпе аэропорт сайтӗнче паллашма пулать. Телефонпа шӑнкӑравласан та ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан информацие, ҫав шутра — ӑҫта ҫтме билет мӗн чухлӗ туни пирки те, уҫӑмлатайӗ. Телефон номерӗсем ҫапларах: 301-241, 301-487.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Юлашки вӑхӑтра Крыма канма каякансем нумайланни сисӗнет. Чӑннипе, унта ҫитсе килесси халӗ йывӑрах мар. Унччен ҫынсем Крыма Мускав урлӑ ҫитнӗ. Халӗ вара ҫурмаутрава ҫитме тата ҫӑмӑлрах пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти аэропортран Симферополе вӗҫме май килӗ. Ку ӗҫе «Ямал» авиакомпани хӑйӗн ҫине илӗ. Симферополе тунтикунсерен тата шӑматкунсерен СRJ-200 самолетпа вӗҫме май пулӗ.
2 сехет ҫурӑ вӗҫмелле унта. Самолет сывлӑша 19 сехет ҫурӑра хӑпарӗ. Шупашкара каялла 18 сехет те 40 минутра ҫитӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр енне вӗҫмешкӗн 12 пин те 200 тенкӗ кирлӗ. Авиарейссем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Мускава икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Билетсене халех туянма пулать — паянтан сутма тытӑннӑ ӗнтӗ.
«Мускав–Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ҫӗртмен 1-мӗшӗнче тухӗ, Хусантан Мускава — ҫӗртмен 2-мӗшӗнче.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Мускавран 23 сехет те 10 минутра хускалать, Хусана тепӗр кунне 10 сехет те 45 минутра ҫитет. Хусантан вӑл 17 сехет те 10 минутра тухса тӗп хулара тепӗр кун ирхи 5 сехет те 38 минутра пулӗ.
Икӗ хутлӑ пуйӑс Муром, Навашино, Сергач, Канаш, Вӑрмар, Ешӗлвар станцисенче чарӑнӗ. Апла пулсан Чӑваш Енри ҫынсен те икӗ хутлӑ пуйӑспа ҫӳреме май килӗ.
Билет хакне малтанласа плацкарт вакунти евӗрех — 1550 тенкӗ — шантараҫҫӗ. Каярах ҫын епле ҫӳрени тӑрӑх ылмашма пултарать.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Ку хыпара эпир пӗр-пӗр савута рекламӑлас тесе ҫырмастпӑр-ха. Сӑмахӗ — хамӑр ҫӗршывра кӑларакан автомобиль рынокне аталантарасси пирки пырать. Реклама тесе шухӑшласран машина ятне те калама тӑхтаса тӑрӑпӑр. Хамӑр ҫӗршыври автомобиль савучӗсенчен пӗрин Шупашкарти салонӗ машинӑна ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа туянма май пуррине пӗлтерет. Патшалӑх кредитӑн 9,33 процентне саплаштарать иккен.
Сӑмахран, банк кивҫене 14,83 процентлӑ ставкӑпа парать. Ҫав процентран 9,33 процентне субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн кредита 5,5 процентпа кӑна тӳлемелле.
Кредитпа туянас тесен машина хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кивҫене 6 уйӑхран тытӑнса 36 уйӑх таранлӑх параҫҫӗ.
Кирек епле кредит илес пулсан та паспорт тата тупӑша кӑтартакан справка ыйтаҫҫӗ. Кунта та ҫаплах.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май ветерансем валли парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата сусӑрӗсем тӗрлӗ транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Унта автобуссем кӑна мар, пуйӑссем, авиа- тата юханшыв транспорчӗсем кӗреҫҫӗ. Ветеранпа пӗрле тепӗр ҫын, ӑна илсе ҫӳрекенни, тӳлевсӗр кайма пултарать.
Чӑваш Енре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӳлевсӗр ҫӳреме май пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 фронтовик Мускаври, Питӗрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ветерансене вокзала та илсе ҫитерӗҫ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр ҫӳрес тесен кассӑсене пымалла. Унта кирлӗ документсене хатӗрлӗҫ. Кун валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, сусӑр пулнине ӗнентерекен удостоверени, паспорт кирлӗ. Ветеранпа илсе ҫӳрекен ҫыннӑн паспорчӗ те кирлӗ.
«Победа» авиакомпани пӗр хуларан тепӗр хулана самолетпа 999 тенкӗпе ҫитерессине пӗлтернӗ. Пӗтӗм билет пӗр хак тӑмӗ-ха, анчах чи йӳннине 999 тенкӗпе туянма май пур иккен.
Хӑй уҫакан ҫӗнӗ 22 направленипе авиакомпани ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан тинӗс хӗрне илсе кайӗ. Сочи тата Анапа хулисене билетсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех сутма тытӑннӑ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Сочи хулине тӳрӗ рейс Архангельск, Белгород, Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Магнитогорск, Махачкала, Нижневартовск, Омск, Пермь, Дон ҫинчи Ростовран, Ӗпхӳрен уҫӑлӗ. Пысӑк мар Шупашкар хули ку списока лекмен. Анчах та пирӗн республикӑна ҫывӑх хуласенчен вӗҫме пулать. Кунта Киров, Хусан тата Чӗмпӗр хулисене асӑнмалла.
Тинӗс хӗрне Boeing-737 самолет хутлӗ.
Транспорт налукне пӑрахӑҫлӗҫ-и? Ку ыйту водительсене, паллах, канӑҫсӑрлантарть. Ӑна бензин хакне кӗртме пултарӗҫ. Кун пирки REGNUM информаци агентствин корреспондентне Патшалӑх Думинчи ЛДПР фракцин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ярослав Нилов пӗлтернӗ.
Нилов шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт налукне бензин хакне кӗртме пулать. Ҫакна, хака, регионсем хӑйсем палӑртма пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, пӗрисем налука 10 пус тӑвӗҫ, теприсем — 7. Нилов ку проекта Патшалӑх Думине пӗрре мар сӗннине пӗлтернӗ.
РФ Правительстви вара ку ыйтӑва акцизсене хӑпартса татса парасси ҫинче чарӑнса тӑма шухӑшланӑ. РФ Президенчӗ вара водителӗн налука урапапа ӑҫта ҫӳренине кура тӳлемеллине татӑклӑн палӑртнӑ. «Ытларах чухне ҫапла пулса тухать: урапана Мускавра регистрациленӗ, вӑл вара Смоленск облаҫӗнче ҫӳрет, унти экологие, ҫула япӑхлатать», — тенӗ Владимир Путин.
Налук транспортне пӑрахӑҫлани урапапа вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ ҫӳрекен водительсемшӗн те меллӗ пулмалла. Тӗслӗхрен, дачӑна ҫӳрекенсемпе пенсионерсем. Чылайӑшӗ транспорт налукӗ хаклӑ пулнӑран ӑна пачах тӳлемест. Мотоциклистсем вара хӑйсен транспортне регистрацирен илеҫҫӗ.
Мускаври ҫавра ҫул ҫинче Чӑваш Енри 11 ҫын шар курнӑ. Сарӑмсӑрлӑха республика правительствинчи планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Инкек курнӑ арҫынсем — Мускав облаҫне ӗҫлеме кайнӑскерсем иккен. Чӑваш Енри полицейскисем инкек пулнин сӑлтавне палӑртасшӑн-мӗн. Министрсен Кабинетне комисси пухма хушнине те пӗлтерет REGNUM информагентство.
Инкек нарӑсӑн 28-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ «Фиат» автобусра 18 ҫын пулнӑ, 11-шӗ аманнӑ, вӗсенчен пӗри ӗнер Мускаври пульницӑра вилнӗ. Транспорт бетон блокӗ ҫине пырса кӗсе тӳнсе кайнӑ. Пӗчӗк автобус водителӗ, пуҫ мимине чӗтретнӗскер, Шупашкара таврӑннӑ, вӑл васкавлӑ медпулӑшу паракан пульницӑра выртать иккен. «Мӗншӗн Мускаври пульницӑна кайманни ыйту ҫуратать», — тенӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Автобус Патӑрьел районӗнче регистрациленӗскер пулнине те пӗлтернӗ вӑл.
Ку инкек пирки правительство комиссийӗ пухма, лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн информацие муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне ҫитерме хушнӑ Игнатьев Элтепер.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Андрей Тимофеев инкек сӑлтавне тишкерме пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |