Республикӑри организацисем пӗлтӗрхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче ӗҫленине тишкернӗ те хайхисем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗ таса тупӑш илнине палӑртнӑ.
382 организаци 13,4 миллиарда яхӑн тупӑш курнӑ, 168 компани 11,6 миллиарда яхӑн тӑкак тӳснӗ. Тирпейлекенсем уйрӑмах тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсем 478 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ. Курттӑммӑн тата ваккӑн сутакансем, автотранспорт тата йӑлари япала юсакансем те, пӗтӗмӗшле илсен, тупӑш илеймен. Вӗсен тӑкакӗ 297 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ял хуҫалӑх отраслӗ (тӗлӗнмелле те, савӑнмалла та) пуринчен ытла тупӑш курнӑ. Ҫак хисеп унта — 957,9 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Тӑкаклӑ предприятисен шучӗ йышланнӑ, вӗсен шучӗ 4,5 процент нумайланса 30,5 процента ҫитнӗ. Тупӑшсӑр ӗҫлекенсем транспортпа ҫыхӑнура (56,4%), ҫурт-йӗр фондне тытса тӑнӑ ҫӗрте (38,5%) уйрӑмах йышлӑ. Ял хуҫалӑхӗнче — сахал (4,8).