ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ.
Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче.
Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах.
Финн тымарӗллӗ швед журналисчӗ Калле Книивиля кӑларнӑ Putins Folk («Народ Путина») кӗнекене Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗни хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн сайт хыпарланӑччӗ-ха. Ҫав пичет кӑларӑмӗ Финляндире халӗ сумлӑ премие тивӗҫнӗ иккен.
Кӗнеке авторӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӗршыри пилӗк хулана ҫитсе ҫаврӑннӑ, ҫав шутра Шупашкарпа Ҫӗмӗрлере те пулнӑ. Ҫак хуласенче вӑл Путина хапӑл тӑвакан Раҫҫей ҫыннисен шӑпӑрт пурӑнакан пысӑк пайӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен.
Книивиля «Раҫҫей ҫыннисен самай пайне мӗншӗн ватӑ КГБшник ҫав тери килӗшнине» пӗлесшӗн пулнӑ-мӗн.
«Эпӗ Владимир Путина хӗрсе кайса сума сӑвакансене тӗл пулатӑп тесе шухӑшланӑччӗ. Ун пеккисем те пулчӗҫ. Анчах чылайӑшӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳленипе тата хӑйне тӗкӗнменнипе те ҫырлахать», — тенӗ журналист.
Асӑннӑ кӗнеке авторӗ хӑйӗн тепӗр ӗҫне Крымри пулӑмсене халалласшӑн иккен. Ӑна та вӑл ҫурутрав ҫинче пурӑнакан ахаль ҫынсемпе калаҫни тӑрӑх хатӗрлесшӗн-мӗн.
Нумаях пулмасть ЧР Информатика политикипе массӑлла коммуникацисен министрне Валентина Андреевӑна ӗҫрен хӑтарнине, ун вырӑнне Александр Иванов йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗ министр ҫумне Любовь Шемаринӑна та должноҫран хӑтарни пирки алӑ пуснӑ.
51 ҫулти Любовь Шемарина ҫак должноҫра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Институт хыҫҫӑн Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче 8 ҫул ӗсленӗ. Чӑваш Республикин суту-илӳ комитетӗнче тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ, унтан — ЧР тулаш ҫыхӑнӑвӗн министерствинче.
Халӗ Александр Ивановӑн ҫумӗсем — Алексей Новиков тата Светлана Каликова.
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Правительство ҫуртӗнче бассейнлӑ сауна пурри пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсем шавлама пуҫларӗҫ. Ачах ку обществӑра иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуратрӗ. Журналистсем тӗрӗслев ирттерме тытӑнчӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем саунӑна тӑвакансен ячӗсене те асӑнма пуҫларӗҫ. Пӗрисем ку шухӑш ЧР Элтеперӗн аппарачӗн пуҫлӑхӗн Александр Ивановӑн пулнине ӗнентерчӗҫ.
«Про Город» хаҫат лару-тӑрӑва уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ, хӑйӗн тӗрӗслевне ирттернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, проекта кам тунине палӑртма халӗ йывӑр. Анчах ӑна пурнӑҫлакана палӑртма пулать-мӗн. Журналистсем Михаил Игнатьевӑн администрацине шӑнкӑравланӑ. Унта ҫапла хуравланӑ: администраци ҫурчӗн перепланировкине, проект тата смета ӗҫӗсене, килӗшӳсене 2002 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ.
Документсене тишкерес тӗк килӗшӳ 55 миллион та 660 пин тенкӗлӗхе ларнӑ. Хут ҫине ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Вадимир Филатов та алӑ пуснӑ. 2005 ҫулта тепӗр килӗшӳ тунӑ. Вӑл — 3 миллион та 213 пин тенкӗлӗх. 2006 ҫулта ӗҫ проектне ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Александр Гончаров ала пусса ҫирӗплетнӗ. Проект 656 миллион та 679 пин тенкӗлӗх кайса ларнӑ.
«Про Город» журналисчӗсем Правительство ҫуртӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса тума ЧР экс-президенчӗ Николай Федоров вӑхӑтӗнче тума шухӑшланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.
Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.
Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)
Ҫакӑн пирки newsru.com сайт хыпарлани тӑрӑх Рамблер пӗлтерет. Microsoft компани Раҫҫей шкулӗсене вӗренӳ планшечӗсемпе тивӗҫтермелли проектран тухать иккен. Проекта «Просвещение» издательствӑн директорӗсен канашне ертсе пыракан Аркадий Ротенберг ҫакланнӑ. Унӑн фончӗ санкцие лекмен, анчах Ротенбергран Америка компанийӗ сыхланас тенӗ пулать.
Хут кӗнекесене тӗрлӗ сӑлтавпа ура хунине палӑртса электрон учебниксем ҫине куҫма ӑнтӑлни ҫинчен The New York Times хаҫат каласа кӑтартнӑ. Анчах кӗтмен ҫӗртен проект йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Microsoft корпораци «Просвещение» ӑслӑлӑхпа вӗренӳ издательствипе килӗштерсе ӗҫлеме пӑрахас шут тытнӑ-мӗн. Компанире Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен правительствипе тата юристсемпе канашланине палӑртнӑ, анчах «Просвещение» АПШ санкцине лекнине ҫирӗплетекен пулман имӗш.
Аркадий Ротенберг издательствӑн директорсен канашне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл издательство хуҫисенчен пӗри пулса тӑма хатӗрленнине пӗлтернӗ. Каярах ку информаци ҫирӗпленмен.
Юпан 29-мӗшӗнче ирхине Валентина Андреева ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Кун каҫ енне сулӑнсан ҫӗнӗ министрӑн ячӗ те паллӑ пулчӗ. Вӑл — Александр Иванов. Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Хальччен вӑл ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн администрацине ертсе пынӑ.
Александр Иванов министр ӗҫӗсене пурнӑҫланисӗр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.
Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ. Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен Валентина Владимировна Андреева йышӑнатчӗ. Унччен вӑл «REGNUM» информаци агентствинче ӗҫленӗччӗ.
Андреевана ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документ хута алӑ пуснӑ кунтан вӑя кӗнине пӗлтернӗ.
Министрӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха кам пурнӑҫласси пирки хальлӗхе информаци курӑнмарӗ.
Правительство ҫуртӗнче вӑрттӑн сауна пулни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей журналисчӗ Андрей Караулов ку тӗлӗшпе тӗпчев ирттернӗ.
Паян «5 канал» каналпа 23 сехет те 20 минутра «Момент истины» кӑларӑмра кун пирки кӑларӑм эфира тухӗ. Унта Андрей Караулов Правительство ҫуртӗнчи путвалта уҫнӑ сауна пирки тӗпчев тунине кӑтартӗҫ. Вӑл чиновниксемшӗн сывлӑха ҫирӗплетмелли центр-мӗн. Вырӑнти МИХсем ӑна вара «элита сауни» ят панӑ.
«АиФ-Шупашкар» хаҫат официаллӑ запрос тунӑ, ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Вансяцкий Правительство ҫуртӗнче сауна пуррине ҫирӗплетнӗ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина вара сауна ҫуккине халӑх умӗнче ҫирӗплетнӗ.
Малтан Андрей Караулов кӑларӑмсенчен пӗринче Чӑваш чиновникӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ун чухне «Чӑвашавтодор» директорӗ Александр Волков тата ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев пирки пулнӑ сӑмах. Ҫавӑн пеке кӑларӑмра Юрий Моисеев «палӑрнӑ».
Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ.
Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |