Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкар ҫыннисем Гороховецра выҫӑ тытма ларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 13.06.2015 15:45 | 1828 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем Ладыков Шупашкар ҫыннисене Мускава каясран ӳкӗте кӗртесшӗн
Ладыков Шупашкар ҫыннисене Мускава каясран ӳкӗте кӗртесшӗн

Андрей Кулагин депутат ертсе пынипе Мускава тухнӑ Шупашкар ҫыннисем Улатимӗр облаҫӗнчи Гороховеца кӑна ҫитейнӗ — ҫынсене ӗнентернӗ тӑрӑх автобусӗсем ҫӗмӗрӗлнӗ имӗш. Ҫула илсе тухнӑ автобус хуҫисем ҫине Шупашкартах ура хума тытӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен вӗсем тухма пултарнӑ-ха. Автобуссенче пенсионерсем, ачасем ларса тухнӑ.

Гороховеца ҫитсен малтан вӗсене автобус ҫӗмӗрӗлни пирки каланӑ, каярах вара малалла кайма май ҫукки пирки, ҫынсене каялла ҫеҫ илсе ҫитерме май пурри пирки каланӑ. Шупашкар ҫыннисене ку, паллах, килӗшмен — вӗсем вара Гороховецрах выҫӑ тытма ларнӑ, Мускава илсе ҫитермесен ҫӑвара апат та ямӑпӑр тесе пӗлтернӗ.

Асаилтеретпӗр, Мускав Шупашкарти «Шанхай» ҫыннисем пӗрремӗш хут ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Ун чухне вӗсене вырӑнти полици ҫыннисем ирӗк ҫук тесе пуху ирттерттермен, каялла Шупашкара ӑсатнӑ. Кайран вара вӗсен ыйтӑвӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах каланӑччӗ — икӗ ене пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшма сӗннӗччӗ, тӳре-шарана ҫак ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма хушнӑччӗ. Ҫынсем каллех Мускав ҫул тытни, тӗрӗслӗхе Путинран тупассине кӑна шанни вырӑнти тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне ҫителӗклӗ пурнӑҫламаннине кӑтартать ӗнтӗ.

«Шанхай» ҫыннисем ҫула ӗнерех тухасшӑн пулнӑ, анчах малтан пӗр автобус хуҫи вӗсене илсе ҫитерме килӗшмен, кайран ҫынсем патне Алексей Ладыков та ҫитнӗ, Мускав каяссинчен ӳкӗте кӗме тӑрӑшнӑ.

#Шанхай, #Шупашкар, #Гороховец, #Улатимӗр облаҫӗ, #выҫӑ тытни, #политика, #ЛДПР, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем