Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ.
Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн.
Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Сӑнсем (5)
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.
Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.
Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ.
Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ.
Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ.
Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне ҫунтарса янӑ. Кун пирки депутат хӑй пӗлтернӗ.
Ку пулӑма ӑнсӑртран пулнӑ темелле мар ахӑртнех. Андрей Кулагин каланӑ тӑрӑх, икӗ кун маларах унӑн ятлӑ автобусне чулпа пенӗ, малти кантӑкне ҫӗмӗрнӗ. Андрей Кулагин ЧР ШӖМӗн министрне Сергей Семенова хӑйне пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. «Акӑ мӗн пулса тухрӗ», — тенӗ Кулагин.
Тӗрӗссипе, Кулагинӑн автобусне пӗрре мар чулпа пенӗ. Анчах ҫунтарни… Андрей Кулагина питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ку ӗҫе вӑл политикӑпа ҫыхӑнтарать-мӗн. Ку автобус агитаци тумалли пулнӑ. Вӑл коммерци енӗпе ӗҫлемен. Ку ӗҫе халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Danone компани, сӗтрен хатӗрленӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ кӑлараканскер, РФ ял хуҫалӑх министрне Николай Федорова, Чӑваш Республикин экс-Элтеперне, элекшӗн айӑпланӑ. Ҫакна компани сайтӗнче чӳкӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Николай Федоров Омскра иртнӗ канашлура каланӑ сӑмахсем кӳрентернӗ-мӗн. Министр Danone тата PepsiCo компанисем кӑларакан ҫимӗҫри сӗт 20 процентран ытла мар тесе пӗлтернӗ. Федоровӑн шухӑшӗпе, шӑпах ҫакна пула вӗсем ыттисен умӗнче конкуренцие выляса илеҫҫӗ.
Danone ӗҫченӗсем питӗ кӳреннӗ. Ҫак сӑмахсен тӗрӗсмарлӑхне ҫирӗплетме ыйтнӑ. Кӑна вӗсем элек сарнипе, компани чысне пӗтернипе тан йышӑннӑ.
Компани вара ҫимӗҫсем чӑн-чӑн сӗтрен пулнине ҫирӗплетет. Сырокра ҫеҫ ӳсентӑран ҫӑвӗ пур-мӗн. Анчах унӑн калӑпӑшӗ те 0,4 процентран ытла мар иккен.
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентствин гендиректорӗ, Дмитрий Орлов тата Регионти политика тӗпчевӗсен лабораторийӗн заведующийӗ Ростислав Туровский регионсенче кӗпӗрнаттӑрсем епле ӗҫленине тишкернӗ. Вӗсен шучӗпе Раҫҫейӗн регионӗсем те, вӗсен ертӳҫисем те ертсе пырассипе ытлашши пысӑк кӑтартупа та, ытлашши пӗчӗккипе те палӑрмаҫҫӗ.
Региона епле ертсе пынин танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) кӑҫал ҫӗршывӑн пӗр регионӗ те 0,8 текен паллӑран иртеймен. Чи лайӑх кӑтартуллисем 0,7-рен иртнисем, — тӑватӑ регион, Белгород облаҫӗ, Тутарстан, Кемӗр облаҫӗ тата Мускав хули. Уйрӑмах начар тесе экспертсем 0,4 кӑтартуллисене хаклаҫҫӗ-мӗн. Анчах ун пек регионсем ҫук иккен. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗ, сӑмахран, — 0,584.
Кӗпӗрнатторсемпе регионсем ҫапларах ӗҫленине аналитиксем кашни регионпа кӗпӗрнаттӑрӑн вӑйлӑ енсем те, начаррисем те пуррипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Тухӑҫлӑ ертсе пырас тесен, экспертсен шучӗпе, кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен ытла политика тата управлении енӗпе пуян опыт пулни кирлӗ. Маларах асӑннӑ рейтингра ун пеккисем малти вунӑ вырӑнта пыраҫҫӗ. Ытлашши вӑйлӑ ертӳҫӗ пек кӑтартайман регионсен пуҫлӑхӗсем — ку ӗҫре нумаях пулмасть ӗҫлекеннисем иккен.
Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пыма Сергей Артамонова шаннӑранпа виҫӗ ҫул. Паян вӑл ҫав ӗҫрен кайрӗ.
Хӑйӗн ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявление паян вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче тишкерчӗҫ. Ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ районпа сывпуллашнӑ май Сергей Геннадьевич ӗҫе килсенех хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе паллаштарнине ҫынсем ӗненмесӗр те шанмасӑр йышӑннине пытармарӗ. «Айван ҫын ҫине пӑхнӑн пӑхатчӗҫ ун чух вӗсем», — терӗ вӑл ҫав вӑхӑта аса илсе. Тухса калаҫакансенчен пӗри ун пек шухӑшланине уҫҫӑнах каларӗ. «Фантастика тӗнчинчи япаласем тенӗччӗ эпир», — палӑртса хӑварчӗ вӑл. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗ вӑйлӑ аталанни пирки калама кирлӗ мар. Пӗр тӗслӗх кӑна — тепӗр ҫӗрте усӑ курман ҫӗрсем пирки калаҫаҫҫӗ пулсан унта ҫӗр ҫитмест иккен.
Патӑрьелте ҫуралнӑ ҫыншӑн Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑх пулса тӑнине палӑртса район активӗпе сывпуллашнӑ чух Сергей Артамонов куҫҫулленмесӗр чӑтаймарӗ. Тӗрӗссипе, зал та йӗрсе ларчӗ. Хӗрарӑмӗсем кӑна мар, арҫынӗсем те кӑмӑл-туйӑма тытса чараймарӗҫ.
Малашне Сергей Геннадьевич яваплӑхӗ тата пысӑкрах пулӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑнӗ.
ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ.
Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман.
Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен Ҫыру янине пӗлетпӗр. Кӑҫалхи валли халӗ хатӗрленме тытӑннӑ. Унта Правительство, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗн ҫул-йӗрне палӑртаҫҫӗ.
Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне, общество организацийӗсен, граждан обществисен ытти институчӗн шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурӗҫ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тесе мӗн тумалла? Чӑваш Ен Элтеперӗн хӑш темӑна тимлӗх уйӑрмалла?
Сӗнӳсене Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес, pres0@cap.ru. Ҫырура «Ҫыру хатӗрлеме» тесе паллӑ тумалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |