Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Ҫамрӑк суйлавҫӑ кунне ирттермелле. Ҫамрӑксен суйлав комиссийӗсемпе пӗрле территорири суйлав комиссийӗсем ҫав ятпа ятарлӑ мероприятисем йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче суйлав йӗрки, епле сасӑламалли пирки ӑнлантарӗҫ. Суйлав комиссийсӗем ҫапах та пӗр кунпах ҫыралхасшӑн мар — нарӑс тӑршшӗпех ӑнлантару ӗҫӗпе аппаланӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, акӑ, суйлав правипе паллаштаракан курав йӗркелеме палӑртнӑ, «Паян — шкул ачи, ыран — суйлавҫӑ» класс сехечӗ те йӗркелӗҫ. Сочиненисен «Депутата эпӗ хушни» тата ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — ачасен куҫӗпе» конкурссене те унта плана кӗртнӗ.
Куславккари территорири суйлав комиссийӗ вӗренӳ учрежденийӗсемпе право пӗлӗвӗн урокӗсене, класс сехечӗсене, викторинӑсем йӗркелетӗ Суйлав комиссийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсем те ҫамрӑксемпе тӗлпулма палӑртаҫҫӗ. Ытти район та ку мероприятирен юлмӗ паллах. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче студентсем валли йӗркеленӗ право сехетне хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин федерацин субъекчӗсен, регионсенчи саккун кӑларакан органсен ертӳҫисемпе, пысӑк хуласен мэрӗсемпе тӗлпулнӑ. Унта «Хальхи вӑхӑтри экономика тата политика кун йӗркине, регионсенчи лайӑх практикӑсене» пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енрен унта Михаил Игнатьев Элтепер, Патшалӑх Канашӑн ертӳҫи Юрий Попов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Раҫҫей Президенчӗ тӗп вырӑнта — ҫынсем тесе каланӑ. Влаҫ ҫыннисен шӑпах пирӑншӑн, ҫынсемшӑн, ӑҫлемелле. Вӑл халӑхпа час-час тӗлпулмаллине те асӑнса хаварнӑ. Унтан Путин йывӑрлӑха парӑнмасӑр пӗр шухӑшлӑн ӗҫлекенсене пулӑшас тӑллевлине палӑртнӑ.
«МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫне епле хакланине пӗлме шухӑшланӑ, ҫавна май хӑйсен сайтӗнче ыйтӑм ирттернӗ.
Респондентсен «Лайӑх хаклатӑп», «Маншӑн пурпӗрех», «Япӑх хаклатӑп», «Питӗ япӑх хаклатӑп» хуравсене суйлама май пулнӑ.
Соцыйтӑм мӗн кӑтартнӑ-ха? Ыйтӑма хутшӑннисен 36 проценчӗшӗн Михаил Игнатьев мӗнле ӗҫлени пурпӗрех. 31 проценчӗ унӑн ӗҫне япӑх хакланӑ, 24 проценчӗ питӗ япӑх пулнине палӑртнӑ.
Респондентсен пӗчӗк пайӗ, 9 проценчӗ, Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗ килӗшнине палӑртнӑ.
«МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ыйтӑма хутшӑннисен ытларах пайӗ Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ыйтӑма кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрнинче ирттернӗ. Унта 270 ҫын хутшӑннӑ.
Влаҫ органӗсен Украинӑран ирӗксӗртен тухса тарнисене пулӑшмаллине влаҫ органӗсен манмалла мар. Ҫапла палӑртнӑ паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Украинӑри регионсене тата унтан ирӗксӗртен тухса тарнисене тӑрӑшакан ӗҫлӗ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ май.
Ирӗксӗртен пирӗн тӑрӑха Украинӑран лекнисем кӑрлачӑн 21-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1277 ҫын шутланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче тӗпленнӗ, теприсем — вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсенче. Республика вӗсене хваттер тара илме, общежитисене вырнаҫма пулӑшать. «Контур» акционер обществин вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктӗнче 38 ҫын пурӑнать, «Чувашиякурорт» санаторире — 33-ӗн. Ҫапах та халӗ малтанхи пек йышлӑн тарса килме пӑрахнӑ иккен.
Украинӑран пирӗн тӑрӑха тарса килнисене тухтӑрсем тӳлевсӗр пулӑшаҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх тӗллевӗпе 1,9 миллион тенкӗ пухнӑ, ҫав шутран 930 пинне тарса килнисене укҫан уйӑрса панӑ.
Чӑваш Енӗн пуҫлӑхне суйлавӗ валли кама кандидат евӗр тӑратассине Чӑваш Ен коммунисчӗсем хальлӗхе татса паман тесе пӗлтерет REGNUM информаци агентстви. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ агентство РФ Коммунистсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов калани тӑрӑх.
Чӑваш коммунисчӗсем Валентин Шурчанов кандидатурисӗр пуҫне республикӑн Патшалӑх Канашӗн коммунистсен фракцийӗн пуҫлӑхӗ, 36 ҫулти Дмитрий Евсеев кандидатурине сӳтсе яваҫҫӗ-мӗн. Евсеев пирки Шурчанов «вӑл ҫамрӑк, вӑй-халӗ тапса тӑрать, ҫӳллӗ» тенӗ иккен.
Асӑннӑ шухӑша Шурчанов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухнӑ хыҫҫӑн каланӑ иккен.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарнӑ вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче тарӑхнӑ ҫынсем плакатсемпе тӑнӑ-мӗн. Кун пирки «АиФ» хаҫат пӗлтерет.
Мероприятие васкакан депутатсемпе чиновниксем ачаранпах сусӑр Андрей Кабуркина курнӑ. Вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн 20 ҫул черетре тӑрать иккен. Андрей Ҫырура пушӑ сӑмахсем ҫеҫ пулнине ҫирӗплетет. Вӑл хӑйӗн ыйтӑвӗпе таҫта та ҫитнӗ — усӑсӑр-мӗн.
Иртсе каякан министрсемпе чиновниксем ун ҫине ҫаврӑнса пӑхнах. Олег Марков, Алексей Ладыков ун патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Алла Самойлова сусӑра ӑшӑ ҫӗре кӗме сӗннӗ — атту шӑнса пӑсӑлӑн. Сергей Семенов генерал майор полицейскисене хушу панӑ-мӗн: ытти халӑха Андрей патне ҫывхартмалла мар. Унсӑрӑн пикет пысӑкланӗ.
Пикета тухнӑ Надежда Темьянова айккинчерех тӑнӑ. Ӑна сахалрах ҫын асӑрханӑ. Вӑл ЖКХ тытӑмӗнчи асар-писере пӗтерме ыйтнӑ-мӗн. Пикета тухнисем Михаил Игнатьев килессе кӗтнӗ. Анчах урам шӑлакан вӗсене ҫапса хуҫнӑ: Элтепер кун пек ҫынсемпе калаҫма юратмасть-мӗн, вӑл саппас алӑкран тахҫанах кӗрсе кайнӑ…
Ҫак кунах Союзсен ҫуртӗнче те политика мероприятийӗ иртнӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче — улшӑну. Ведомствӑра министрӑн ҫумне Владимир Курчина отставкӑна янӑ. Кун хушӑва кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра должноҫран хӑтарнӑ сӑлтава палӑртман. Аса илтерер: Владимир Курчин асӑнна должноҫра 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑнсан вӑл патшалӑх экологи, вӑрман, вӑрманти пушар тӗрӗслевӗсен пайне ертсе пынӑ.
Кӑҫалтан пирӗн республикӑра ял урамӗсене тума тума пуҫлӗҫ. Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ӗнер янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
«Ял урамӗсен пахалӑхӗ начар тесе ман пата ҫынсем сахал мар ыйтупа тухнӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп. Ялсем патне ҫул сарнин социаллӑ-экономика тухӑҫлӑхӗ хысна тӑкакӗпе ҫураҫса тӑраймарӗ. Программӑна нумай укҫа хывни инҫетри ялсенчи производствӑна хӑвӑрт аталантарма май параймарӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Апла тӑк ял тӑрӑхӗсен хыснине налук ытларах кӗме тытӑнӗ тесе шухӑшлани те тӳрре килеймен-мӗн. Паян ял тӑрӑхӗсен ҫула тытса тӑма та, юсама та укҫа ҫук иккен.
Республикӑри лару-тӑрӑва тата ҫынсем ыйтнине кура Михаил Игнатьев Элтепер ял урамӗсен пахалӑхӗн регион стандартне йӗркелеме хушнӑ. Ӑна кура урамсенче ҫул тума тытӑнӗҫ.
Ку проект самай укҫа хывма ыйтать. Анчах ӑна тек тӑсса пыма та юрамасть тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. «Ял ҫыннисем йӗркеллӗ пурӑнма тивӗҫ», — тенӗ Элтепер.
Шӑматкун, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, коммунистсем митинга тухасшӑн. Кун пирки Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче ӗнер ҫырнӑ. Митинг Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫланмалла-мӗн.
«Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн пата шкул ҫулне ҫитменнисен ашшӗ-амӑшӗ тухрӗ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти ашшӗ-амӑшӗ хӑй вӑхӑтӗнче митинга пуҫтарӑннӑ евӗр пухӑнасшӑн, — тенӗ вӑл унта. — Каникул вӑхӑтӗнче хирӗҫлев акцине ирттернин усси ҫук — халӑха пуҫтарма май килместчӗ-тӗр. Митинга уйӑх вӗҫӗнче ирттерме шутланӑччӗ. Анчах малтан палӑртнине пурнӑҫ тӳрлетӳ кӗртсе пырать. Коммуналлӑ тӳлевпе тата апат-ҫимӗҫ хакланнипе кӑмӑлсӑр хула ҫыннисем час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗплӗ юсавшӑн квитанцисем уяв умӗн пама тытӑнни ӑнланманлӑх уйрӑмах ҫуратать».
Тӗплӗ юсав пирки каласан, квитанцисенче тӳлев вӑхӑтне кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен тесе кӑтартнӑ-мӗн. Уяв кунӗсене пӑхмасӑрах ҫынсем тӳлеме ӑнтӑлнӑ пулать. Анчах комисси виҫине хӑш-пӗр банк тӳлевӗн 20-25 проценчӗ таран ҫитернӗ имӗш.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарӗ.
Ҫырӑва Михаил Васильевич ытларикун парламентӑн черетлӗ 27-мӗш сессинче вулӗ. Элтепер администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документра патшалӑх политикин тӗп енӗсене, Чӑваш Енри социаллӑ экономика программисен пӗтӗмлетӗвне палӑртӗҫ.
Ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен умне тӗллевсем лартӗҫ. Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑри халӑхӑн, общество организацийӗсен пайташӗсен шухӑшӗсене шута илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |