Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.
Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.
Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн.
Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать.
Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси.
Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ.
Анчах ку вӑл татса каланиех мар-ха. Хӗллехи вӑхӑта тавӑрас ыйту патне ҫӗршывӑн Патшалӑх Думи ҫуркунне таврӑнасса «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти ертӳҫи Сергей Миронов шанать иккен. Ку шухӑша Миронов ӗнерхи брифингра каланӑ. Сочири Олимпиада иртсе кайсан «вӑхӑт ыйтӑвне» депутатсем сӳтсе явасса вӑл шанать-мӗн. Хӑй енчен Миронов сехете ҫулталӑкра икӗ хутчен куҫарассине унччен те хирӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, вӑхӑта унталла та кунталла куҫарни сывлӑхшӑн та сиенлине палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине хальхи вӑхӑтра эпир хӑй вӑхӑтӗнче ҫуллахи вӑхӑт ҫине куҫарнипех хӗл каҫатпӑр…
Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш.
Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн.
Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?..
Регион пуҫлӑхне отставкӑна ярасси вӑл е ку субъектра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнинчен ытлах килмест тесе шухӑшлать иккен Глобализаци институчӗн центрӗн ертӳҫи Михаил Нейжмаков. Сӑмахне ӗнентерсе пама вӑл Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнатторне Павел Ипатова отставкӑна янине илсе парать.
Влаҫа Ипатов ертсе пынӑ вӑхӑтра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнӑ пулнӑ иккен-ха, ҫапах та пуҫлӑх пуканне пушатма тивнин тӗп сӑлтавӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти пайташӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе тата федерацин витӗм кӳрекен тӳре-шарипе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ иккен.
Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ Николай Федоровӑн сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. Яваплӑхра яланлӑха /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн.
Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен.
Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн.
Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать.
«Щит тата меч» (чӑв. Хулкканпа хӗҫ) правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов тата правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри тепӗр 13 ҫын пӗрле пухӑнса ҫӗршывӑн Общество палатипе судлашасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑш патне вӗсем тӗрмесемпе колонисенчи лару-тӑрӑва пӑхса тӑракан обществӑлла сӑнав комиссийӗсен ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Ун йышши комиссисене Раҫҫейӗн 43 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Унта кӗмелли кандидатсене общество организацийӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ те тӗп йышӑнӑва Общество палати тӑвать.
Правӑна сыхлакансем Общество палати асӑннӑ комиссие кӗрес шухӑш палӑртнисене заявкисене пӑхса тухманшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн. Правӑна сыхлакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ палата вӑл е ку кандидата мӗншӗн сирсе хӑварнине ӑнлантарса тӑман пулать. Унтан та ытларах — кашни кандидата уйрӑммӑн пӑхса тухман, списокпа ҫирӗплетнӗ имӗш.
«Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |