Республикӑра «Тӗрӗс суйлавшӑн» комитет йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ общество кӗнӗ: «Правопорядок» общество фончӗ, «Боевое братство» ветерансен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн Чӑвашри уйрӑмӗ, Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, Пенсионерсен регионти уйрӑмӗ тата ыттисем те.
Ҫак кунсенче 10 ытла общество организацийӗ комитетӑн пӗрремӗш пухӑвне ирттернӗ.
Комитетӑн тӗп тӗллевӗ — политикӑри хура технологисемпе кӗрешесси. Хальлӗхе суйлавччен вӑхӑт пур-ха, анчах почта ещӗкӗсене регионти паллӑ политиксене хурлакан хаҫатсем ҫӗр-ҫӗр килеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем те кун пеккинчен юлмаҫҫӗ-мӗн. Паллах, ҫакӑ ахаль ҫынсене япӑх витӗм кӳрет.
Комитет лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма тӑрӑшӗ. Общество организацийӗсем кандидатсем мӗнлерех ӗҫленине, вӗсем мӗнле информаци ҫырнине тӗрӗслесех тӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗнчен хӑтарасси пирки юлашки вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сас-хура вӑйлах ҫӳрерӗ. Хӑйӗн ӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитереймест тесе те шухӑшлама пӑхрӗҫ хӑшӗсем, Чӑваш Ене прокурор пулса килет пуль текен те тупӑнчӗ. Халӗ акӑ пӑх та кур: Николай Федоров малашне Владимир Путина канашпа пулӑшса тӑрӗ. Кун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ паян йышӑннӑ.
«Ял хуҫалӑх министрӗнче эсир виҫӗ ҫул ӗнтӗ ӗҫлетӗр. Отрасле аталантарма нумай турӑр. Юлашки уйӑхсенче ял хуҫалӑхне хальхи условире аталантарма план хатӗрлессипе ҫине тӑтӑр», — ырланӑ Николай Федорова Владимир Путин. Унтан ӑна ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне тата час-часрах тӗлпулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассине палӑртнӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта СССР халӑх артисчӗпе, РФ Патшалӑх Думин культура енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗпе Иосиф Кобзонпа тӗл пулнӑ.
Элтеперпе юрӑҫ культурӑпа спорт аталанӑвне сӳтсе явни пирки хыпарлать ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Ҫав енсем — сывӑ обществӑна йӗркелекеннисем. Культурӑллӑ, вӗреннӗ, ҫынна юратакан ҫын терроризмла акт тумасть. Вӑйлӑ нацие те сывӑ халӑхсӑр тӑваймӑн», — тесе палӑртнӑ Кобзон.
Юрӑҫ ҫынсем ялтан ҫынсем урӑх ҫӗре тухса кайнишӗн пӑшӑрханать иккен. Ун шучӗпе чылай чухне ҫакӑ Раҫҫей ялне инженери, транспорт тата социаллӑ инфраструктурӑпа туллин тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ. Иосиф Кобзон ял клубӗсем — ялти культура центрӗсем — кивелнишӗн, хупӑннишӗн, вӗсенче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ансамбльсем сахалланнишӗн те чунне ыраттарать иккен.
Михаил Игнатьев СССР халӑх артистне Чӑваш Енре маларах асӑннӑ ыйтусемпе шӑпах ҫине тӑнине пӗлтернӗ.
Сӑнсем (9)
АКА | 21 |
РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн.
Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн.
Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ.
Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл пирки отчет тунӑ. Вӑл иртнӗ ҫул республика Правительстви ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫине тӑнине палӑртнӑ. Кунта Элтепер ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса пынине, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, коммуналлӑ пулӑшу кӳрессипе тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. «Ӑс-хакӑлпа культура пахалӑхне» упраса хӑварассипе тата ӳстерессипе те тӑрӑшнӑ-мӗн.
Юлашки тӑватӑ ҫула илсен Чӑваш Енре республика хыснин индексӗ Раҫҫейри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах иккен: 126,6 процентпа танлашнӑ (ҫӗршывра — 123,2 процент). Республика хысна инвестицийӗн шайне те ӳстерсе пырать-мӗн. Кун пеккине иртнӗ ҫул ҫӗршыври 29 субъект кӑна пултарайнӑ имӗш.
Ҫынсен пурнӑҫ шайне илсен, Элтепер педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 5,6 процент, тухтӑрсен 6,5 процент, культура ӗҫченӗсен 17,7 процент, социаллӑ ӗҫченсен 27,8 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ те пӗлтӗр чакнӑ.
Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар.
Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ).
Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ.
Чӑваш Енре вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме пултараҫҫӗ. Ун пек тусан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗнпур халӑхпа суйламӗҫ. Вӗсене вырӑнти депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынсенчен «халӑх тарҫисем» палӑртас шухӑшлисем те пур. Е тата, калӑпӑр, район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ пек. Комиссипе. Района ертсе пырас кӑмӑллӑ ҫынсен кандидатурине комисси пӑхса тухса кӑмӑла каяканнине (юрӗ, пултаруллӑраххине тейӗпӗр) суйлать-ҫке.
Комиссипе суйлас йӗркене влаҫӑн вертикальне ҫирӗплетес шухӑшпа та ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене епле майпа палӑртсан аванраххине сӳтсе явма иртнӗ шӑматкун Шупашкарта «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Ҫапах та ку ыйтӑва регион шайӗнчи саккунпа татса памалла. Ыйтӑва ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухса йышӑну тумалла.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен.
Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
«Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов.
Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева ӗҫрен хӑтарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе маларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем экс-министр хӑй вӑхӑтӗнче (министрта чухне) вӑрмана саккунлӑ мар касса сутнипе 300-е яхӑн миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, пӗр кун маларах тата тепӗр улшӑну пулса иртнӗ. Вӑл та — правительство шайӗнче. Министрпах ҫыхӑнман та, анчах министрӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин информаци политикин министрӗн ҫумне Алексей Новикова ӗҫрен хӑтарасси пирки Хушу кӑларнӑ. Министр ҫумӗ пулма тек мӗншӗн тивӗҫ маррине палӑртман.
37 ҫулти министр ҫумӗ пулнӑ ҫав ҫынна ку пукана 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче шанса панӑччӗ.
Раҫҫейӗн Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май тӗрмере ларакансенчен хӑшӗсене ирӗке кӑларма шухӑшлать. Йышӑну проекчӗсене РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи вӑтам тата пысӑк мар йывӑрлӑхлӑ преступлени тунисене каҫарма шухӑшлать. Тӗрмерен тухас тесен вӗсен ҫӗршыв умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни кирлӗ. Кунта, тӗслӗхрен, Афганистанри, Чечен Республикинчи тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗсенчи хирӗҫтӑрусене хутшӑнни кӗрет. Чернобыльти инкеке сирме хутшӑнни те амнистие лекме пулӑшайӗ. Ҫул ҫитменнисем, пӗчӗк ачаллӑ е сусӑр ачаллӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын-хӗрарӑмсем, ҫул ҫитмен ачасене пӗччен ӳстерекен арҫынсем, 50 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсемпе 55 ҫултан иртнӗ арҫынсем, I тата II ушкӑн сусӑрӗсем те амнисти пирки ӗмӗтленме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне йывӑр чирлисене те амнистипе кӑларассине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |