Мускавра РПР-ПАРНАС партин сопредседательне Борис Немцова вӗлернӗ. Ку ӗҫ Мускавӑн тӗп пайӗнче эрнекун каҫхине пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр паллӑ мар ҫын политика тӑватӑ хутччен персе вилмеллех амантнӑ.
Каласа хӑварас пулать, Борис Немцов пушӑн 1-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Ҫуркунне» ятлӑ кризиса хирӗҫ ирттерекен марш йӗркелӳҫисенчен пӗри шутланнӑччӗ.
Борис Немцов 1991–97 ҫулсенче Чулхула облаҫӗн пӗрремӗш кӗпернаттӑрӗ пулнӑ. 1997 ҫулта Раҫҫей правительствине куҫнӑ, топливӑпа энергетика министрӗ пулса тӑнӑ. 1997–98 ҫулсенче правительство председателӗн пӗрремеш ҫумми таран ӳснӗ. Юлашки ҫулсенче оппозицире пулнипе палӑрнӑ.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ял старостисем паян Мӑн Турхан ялне пухӑннӑ, вӗсене пурне те кӑмӑллӑн та вашаватлӑн ялти культурӑпа сывлӑх ҫирӗплетекен центрӗн акт залӗ йышӑннӑ.
Пухӑва уҫнӑ майӑн Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев Станислав Андреевич старостӑсен пысӑк вырӑнне палӑртнӑ. Шӑп та лӑп вӗсем урлӑ халӑхпа влаҫ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленни пирки асӑннӑ. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ те пысӑк. Станислав Андреевич хӑйӗн сӑмахӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен старостӑсен ячӗсене те асӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Ҫӗмӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Рафинов Лев Геннадьевич — старостӑн ӗҫӗсене каласа тухнӑ. Ялти ҫак ҫын тавралӑха тирпейлеме пулӑшмалла, налук пухассине лайӑхлатмалла. Старостӑсенех суйлав ирттерме хутшӑнмалла, пушартан сыхланмалли ӗҫсене тумалла. Унсӑр пуҫне старостӑсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ялта мӗн-мӗн пулса иртни пирки, ялтисене вара ял тӑрӑхӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла имӗш.
Ял старостисем хӑйсем те сӑмах илчӗҫ. Сӑмахран, Тӑванкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Кӗҫӗн Тӑван старости Алевтина Ташманова хӑйне шанса панӑ ялӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, республикӑна Дмитрий Медведев премьер-министр килмелле. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи президиум канашӗн ларӑвне ирттерӗ, экономикӑна тата Раҫҫейри инноваци аталанӑвне ҫӗнетес ыйтусем тавра калаҫӗҫ.
Ҫавӑн пекех патшалӑх политики ыйтӑвӗсем пирки те калаҫӗҫ. Ларӑва Правительство председателӗн ҫумӗ Аркадий Дворкович, РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов, Михаил Абызов министр, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ӗҫ тӑвакан органсен элчисем хутшӑнӗҫ.
Дмитрий Медведев «Хӗвел» савутра та пулӗ. ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта сӑнавпа техника продукцин партине кӑлараҫҫӗ. Производствӑра Oerlikon Solar Швейцари компанийӗн технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Унта 300 ҫын вӑй хурать.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацине кам ертсе пырассине ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккунпа пӑхнӑ йӗрке тӑрӑх, ку ыйтӑва ятарлӑ комиссие шанаҫҫӗ. Унӑн пӗр пайне республика Элтеперӗн хушӑвӗпе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр пайне вырӑнти, районти, тӳре-шара кӗрет. Республика енчен комисси пайташӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Унта Чӑваш Патшалӑх канашӗн икӗ депутачӗ – Вадим Николаевпа Виктор Ильин тата Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ – строительство министрӗ Олег Марков, ЧР Элтеперӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑна ӗҫлеме куҫиччен Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Халӗ Ҫӗрпӳ район тилхепине вӑхӑтлӑх майпа 37 ҫулти Александр Казаков тытса пырать. Район администрацине куҫиччен вӑл юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Арҫынсен ҫав колонийӗ Ҫӗрпӳрен инҫех мар вырнаҫнӑ.
Пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫын ӗҫрен кайни яланах тӗрлӗ шӑв-шав ҫуратать, самай калаҫтарать. Чӑваш Енӗн прокурорне ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе должноҫрен хӑтарни пирки эпир те икӗ хутчен хыпарларӑмӑр.
Аса илтеретпӗр, Метелин Чӑваш Ен прокурорӗнче 2004 ҫултанпа тӑрӑшнӑччӗ. Хӑй вӑл Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ, Сартури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑхӑтӗнче Владимир Метелин Тутар Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Республикӑн прокуратури Метелин хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни пирки хыпарланине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Владимир Метелина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевнарӑсӑн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Саккунлӑха ҫирӗплтенӗшӗн, ҫынсен правипе ирӗклӗхне хӳтӗленӗшӗн», — тесе ҫырнӑ хушура.
Патшалӑх наградипе паян, правительство планеркинче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин чысланӑ.
Чӑваш Республикин прокурорне Владимир Метелина ӗҫрен хӑтарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, субъектсен прокурорӗсене ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ тата ӗҫрен хӑтараҫҫӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе пулса пыракан йӗрке. Регион прокурорӗ пулмалли кандидата ҫӗршывӑн генпрокурорӗ сӗннипе ҫӗршывӑн пуҫлӑхӗ ҫирӗплетет. Владимир Путинӑн нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Метелина прокурортан хӑтарнӑччӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн республикӑри электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе блогерсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнланма хӑтланса тӗрлӗ май пуҫ ватни сисӗнчӗ. Республика прокуратурин пресс-служби вара ку факт пирки ҫапла уҫӑмлатнӑ: «Чӑваш Республикин В.Г. Метелинӑн ҫул ҫитнине кура тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ май хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявленине тивӗҫтернӗ», — тесе ҫырнӑ унта.
Субъектсен прокурорӗн полномочийӗ 5 ҫула пырать. Унтан ӑна тата тепӗр ҫавӑн чухлӗ вӑхӑтлӑха тӑсма пултараҫҫӗ. Анчах ӗҫ вӑхӑтне вунӑ ҫултан ытла тӑсма саккунта пӑхса хӑварман. Владимир Метелина 2004 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче пирӗн республика прокурорне лартнӑччӗ.
Чӑваш Республикинче Ҫамрӑксен правительствине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май конкурс ирттереҫҫӗ. Ӑна комисси йӗркелесе пырать.
ЧР Ҫамрӑксен правительстви — ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи канашлу органӗ. Вӑл ытларах общество ӗҫӗсемпе тӑрӑшӗ.
Конкурса пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ ҫамрӑксене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Документсене Чӑваш Республикинче пурӑнакан 18–30 ҫулсенчи яш-хӗр тӑратма пултарать.
Кандидатсен докуменчӗсене нарӑсӑн 5–28-мӗшӗсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 35-мӗш пӳлӗм.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Пӗрремӗшӗнче конкурс комиссийӗ ҫыру (проект) ӗҫӗсене тишкерӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче иртӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, ака уйӑхӗн 9-30-мӗшӗсенче, кандидатсемпе калаҫу иртӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хӳтӗлӗҫ.
Ҫӗршывӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн паянхи хушӑвӗпе федерацин хӑш-пӗр тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн прокурорӗ Владимир Метелин та пур. Ӑна ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва 52-мӗш номерпе алӑ пуснӑ.
Владимир Метелин 1950 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Сарӑтури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Кострома облаҫӗнчи Судислав поселокӗнче прокуратурӑра стажертан пуҫланӑ. 1992–2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен прокурорне ӑна 2004 ҫулта лартнӑ.
Карлачӑн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Патшалӑх Думинче Чӑваш Республикин кунӗсене ирттерес ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн Патшалӑх Думин йӗркелӳ управленийӗн ертӳлӗхӗпе тӗл пулнӑ.
Патшалӑх Думи 2015 ҫулта ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин кунӗсем ҫу уйӑхӗнче иртӗҫ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ ӗҫ ушкӑнне, унӑн йышне йӗркелесси пирки, Чӑваш Республикин кунне ирттерме хатӗрленесси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей субъекчӗсен кунӗсем 5 куна тӑсӑлӗҫ. Ун чухне Патшалӑх Думин комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗсем (унта субъект элчисем те хутшӑнӗҫ), регионсенчи таварсен экспозицийӗ тата ӳнерпе культура куравӗсем иртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |