Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Мускавра 120 Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 16.05.2015 17:04 | 2084 хут пӑхнӑ
Политика

Паян Мускавра Шупашкар ҫыннисене йышлӑн тытса чарнӑ. Чӑваш Ен тӗп хули ҫыннисем унта хӑйсен ҫурчӗсене ишме пуҫланишӗн, вӗсем ҫавна хирӗҫ пулнипе ҫитнӗ имӗш. Сӑмахӗ кунта Аш-какай комбиначӗн тӑкӑрлӑкӗнче пурӑнаканнисем пирки пырать, Шупашкарта вӑл вырӑна «Шанхай» теҫҫӗ. Акцие Андрей Кулагин йӗркеленӗ имӗш.

Мускава хӑнана килнӗ ҫынсем чи малтанах «РОТ-Фронт» партийӗн митингӗнче сӑмах тухса калама шухӑшланӑ имӗш, анчах йӗрке хуралҫисем вӗсене Сокольники парка янӑ — заявка тӑрӑх вӗсен унта пухӑнмалла пулнӑ иккен. Анчах унта та Шупашкар ҫыннисене хапӑл пулман — митинг ирттерме ирӗк паман тесе вӗсене унта кӗртмен. Ак мӗн каласа панӑ Хастарсенчен пӗри — Василий Недопекин — ӗҫ-пуҫ пирки ҫапла каласа панӑ: «Вӑйлӑ ҫумӑр айӗнче ачасемпе пӗр сехет тӑнӑ хыҫҫӑн та нимӗнле хурав кӗтсе илеймерӗмӗр. Вара Шупашкар ҫыннисем каялла автобуссене вырнаҫрӗҫ. Ыйту епле татӑлнине унта кӗтес терӗҫ. Сасартӑк автобуссене ОМОН ҫыннисем кӗчӗҫ те алӑксене хупса пурне те таҫталла илсе кайрӗҫ». Автобуссем каялла Чӑваш Ене ҫул тытаҫҫӗ, шалта пулнӑ Мускав ҫыннисене 101-мӗш ҫухрӑмран иртсен кӑна кӑларнӑ иккен.

Андрей Кулагин ку тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫахав ҫырасшӑн, полици ӗҫченӗсем хӑйсене тивӗҫлӗ тытманнишӗн айӑпласшӑн. Шупашкартан килнӗ ҫынсем хушшинче ачасем те пенсионерсем те пур имӗш.

#ЛДПР, #Шупашкар, #митингсем, #ҫурт-йӗр, #Мускав, #политика, #Шанхай

 

Комментари:

Agabazar // 2424.05.0833
2015.05.16 17:18
Agabazar
Кун пирки урӑх тӗлте мӗн ҫырнине сӑнар. Унти комментарисене те пахӑр. http://echo.msk.ru/news/1549592-echo.html

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем