
Чӑваш Ен наци музейӗнче Совет Союзӗн Геройӗн Александр Боголюбов генерал-полковникӑн мӑнукӗ Александр Боголюбов пулнӑ.
Музейра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене вӑл арӑмӗпе, хӑйӗн аслашшӗн муралне уҫнӑ ҫӗре килнӗ. Геройӑн сӑнӳкерчӗкне Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 25-мӗш корпусӗ ҫине ӳкерсе хунӑ.
Чӑваш наци музейӗнче Александр Боголюбовпа ҫыхӑннӑ пуян материалсем упранаҫҫӗ иккен. Мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ.
Александр Боголюбов генерал-полковникпа мӑшӑрӗ Ирина Николаевна пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Вӑл Сергей ятлӑ. Сергей Александрович профессор 88-та пулин те ӗҫлет. Унӑн вара виҫӗ ывӑл. Асли, аслашшӗ ячӗлли, Александр Сергеевич — биолог, эколог, географ, биологи наукисен кандидачӗ. Унӑн арӑмӗ те Чӑваш Енрен.

Шупашкарти трактор историйӗн музейӗ Ленинград облаҫӗнче чӑн-чӑн шоу кӑтартнӑ.
Унта сухалас енӗпе Раҫҫейӗн уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Шупашкарти музей 22 раритет трактор тата ӗҫ хатӗрӗ кӑтартнӑ. Элӗк округӗнчи «Валинкке» халӑх ансамблӗн артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем костюм тӑхӑнса пирӗн йӑх-несӗлсем ҫурлапа, кӗреплепе епле ӗҫленине кӑтартса панӑ.
Паша Ангелина ячӗллӗ хӗрарӑмсен трактор бригадине куракансем уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ. Хӗрарӑмсем техникӑна «итлеттернӗ» май юрланӑ та, ташланӑ та.

Чӑваш Енӗн Наци музейӗ Президентӑн ҫутҫанталӑк фончӗн грантне тивӗҫнӗ.
Кун пек конкурсра асӑннӑ фонд пуҫласа ирттернӗ.
Халӗ музейӗн ҫине тӑрса тӗпчемелле, Чӑваш Енре ҫӗр пичӗ юлашки 100 ҫулта епле улшӑнса пынине палӑртмалла. Сӑмах ӳсентӑрансем пирки пырать. Проект авторӗ — Татьяна Давыдова. Вӑл хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе ҫав проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗ.

Канашри «Вокзал нашей жизни» (чӑв. Пирӗн пурнӑҫри вокзал) краеведени музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Ку хыпара республика Элтеперӗн Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Музей ҫӗнӗ тематика залӗсемпе тата хальхи вӑхӑтри интерактивлӑ технологисемпе пуянланнӑ — унта ҫынсем тӗрлӗ вӑхӑтра пулса кураяҫҫӗ.

Шупашкарти ватӑсем паян Куславккари Николай Лобачевскийӗн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Хулара пурӑнакан хастар пенсионерсем Шупашкарти комплекслӑ центрта пурнӑҫлакан «Социаллӑ туризм» проект май панипе тӗрле ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Йошкар-Олара пулнӑччӗ, маларах Хусана ҫитсе килнӗччӗ.
Николай Лобачевский паллӑ математик пурӑннӑ ҫуртпа та вӗсем кӑсӑкланса паллашна. «Пире ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем питех те кирлӗ. Ун тухса ҫуресен эпир хавхаланатпӑр, кӑмӑл та уҫӑлать», - палӑртса хӑварнӑ 78 ҫулти Геннадий Краснов.

Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне уҫнӑранпа ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10 ҫул ҫитнӗ. Ҫав ятпа музея тӗрле хӑнана йыхравланӑ, ҫав шутра Шупашкарта декораципе прикладной ӳенерен ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри XXII конкурсне хутшӑнакансем те пулнӑ.
Культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем Чӑваш тӗррин музейӗ чӑваш тӗррипе халӑха кӑсӑклантарассинче самай пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртаҫҫӗ. Совет саманиччен чӑваш тӗррилле япаласене сутса илес йӑла-йӗрке пулман. Ку вӑл тӗрӗн хӑйне евӗр асамлӑхӗ пулнине пӗлтерет. Паян чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫа сцена ҫинче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те курма пулать.

Республика кунӗнче Етӗрнере Чӑваш хӑмлин музейӗ уҫӑлнӑ.
Унта ӑсталӑх лаҫҫисем, лекцисемпе семинарсем ирттерме хальхи вӑхӑтри конференц-зал уҫнӑ. Музея сӑра вӗретекен ӑстасене, хӑмлаҫӑсене, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене йыхрвлама палӑртаҫҫӗ. Музейра пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ, отрасле пулӑшас ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Унта сувенир продукцийӗ те пур.
Учреждение уҫма вырӑнти хыснаран 5 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорне, Чӑваш Енри художниксен союзӗн пайташне Геннадий Козлова «Чӑваш Республикин халӑх художникӗ» ят панӑ.
Геннадий Васильевич, - педагогика наукисен кандидачӗ, Пӗтӗм тӗнчери психологи наукисен академийӗн член-корреспонденчӗ.
Вӑл Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ университет) ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1992 ҫултанпа асӑннӑ аслӑ шкулта живопись кафедрин доценчӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти ӳнер музейӗн директорӗ пулса 2003 ҫултанпа тӑрӑшать.

Шупашкарти ваттисем «Бичурин тата хальхи самана» музея ҫитсе курнӑ. Кӳкеҫре вырнаҫнӑ ҫак учреждени фончӗ пуян. Музейра краведенипе тата этнографипе ҫыхӑннӑ материалсемпе паллашма пулать. Кунсӑр пуҫне унта Никита Бичурин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, унӑн тӗпчевӗсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Никита Бичурин Шупашкар тӑрӑхӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Нумай вӗренме ӳркенменскер паллӑ ученӑй-синолог пулса тӑнӑ.
«Никита Бичурин пурнӑҫӗ питӗ тӗлӗнтерчӗ. 1Китайра 13 ҫул ӗҫлесе пурӑнна чӑваш ӑсчахӗ Раҫҫее Китайпа ҫывӑхлатнӑ», — хавхаланса каласа кӑтартнӑ музейра пулса курнӑ хыҫҫӑн Любовь Сазанова пенсионерка.

Францире 50 ҫул ытла пурӑннӑ вырӑс художникӗн тата кӗнеке кӑлараканӑн Николай Дронниковӑн ӗҫӗсен куравӗ Чӑваш наци музейӗнче пӗрремӗш хут уҫӑлнӑ. Унӑн пур ӗҫ те тенӗ пекех чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхи пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ.
2015 ҫулта Николай Дронников (1930-2025) хӑйӗн ҫывӑх тусӗн Геннадий Айхин Парижри архивне (1934-2006) музее панӑ. Музей фондне, сӑмахран, ал ҫырӑвӗсем, сӑвӑсен ҫырӑвӗсем тата наброскисем хушӑннӑ, вӗсенчен франци пуххи йӗркеленнӗ «Отмеченная зима» (чӑв. Каярахпа ҫак документсене тӗпе хурса поэта халалланӑ курав пулчӗ.
«Ҫапах та Николай Дронников ӗҫӗсемпе унччен уйрӑммӑн пӗрт те паллаштарман», — тенӗ Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
