Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Тепӗр икӗ кунтан Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ.
Ытларикун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫав ҫула тата Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Тата, паллах, ун чухнех кӑҫалхи Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата республикӑра йышӑннӑ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне ӑсатӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «куракансене манӑҫми шоу кӗтет». Унта пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри паллӑ артистсем кӑна мар, ҫӗршыври кинопа эстрада артисчӗсем те хутшӑнмалла.
Официаллӑ, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ мероприятире тӳре-шара та пулмалла.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла.
Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн прокуратури сусӑрсен ыйтӑвӗпе пуҫласа уҫӑ канашлу ирттернӗ. Унта инвалидсене транспорт инфраструктурипе усӑ курма меллӗ маррине Сергей Легостаев прокурорпа ку тытӑмра ӗҫлекенсенчен пуҫласа социаллӑ службӑсенче тӑрӑшакансем, влаҫ орагнӗсенче тимлекенсем, суд приставӗсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем таранах хутшӑннӑ.
Сусӑрсемшӗн (республикӑра 88 пин инвалид пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ хӑйсем тӗллӗн утса ҫӳреймеҫҫӗ) социаллӑ инфраструктура меллӗ пултӑр тесе яваплисем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тени, паллах, тӗрӗс мар пулӗччӗ. Апла пулин те татман ыйтусем те ҫителӗклӗ. Кӑҫал кӑна прокуратура куҫӗ тӗлне йӗркене пӑснӑ 332 тӗслӗх лекнӗ. Тепӗр хутчен палӑртатӑп, ку вӑл — куҫа лекни кӑна-ха.
Паянхи форумра сӳтсе явнӑ ыйтусемпе яваплисем пӗрле пулса татса пама калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе, федерацин влаҫ органӗсен территорири ертӳҫисемпе, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен паянхи канашлура Михаил Игнатьев ҫитес ҫула Амӑшӗн тата ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнма сӗннӗ. Ку вӑл Михаил Васильевич пуҫарӑвӗ мар-мӗн, ҫапла тума ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. Аслисене хисеп тумаллине шута илсе Михаил Игнатьев ку сӗнӳпе килӗшнӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗ.
Паянхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пирки республикӑри тӳре-шара селекторлӑ канашлӑва пухӑнса сӳтсе явнӑ. «Ҫанталӑк пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗслет. Теветкеллӗхе чакарас тесе мӗнпур мера йышӑнмалла», — тенӗ унта республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Республика тулашне тухса кайман пуҫлӑхсене (сӑмахӗ ҫулталӑкра пӗрре илекен кану пирки пырать) вӑл ӗҫе тухма чӗнсе каланӑ.
Асӑрхануллӑ пулма 2014 ҫулхи кӗркунне шар кӑтартнӑ пӑрлӑ ҫумӑр та хистет. Ун чухне республикӑри темиҫе ял электричество ҫутисӗр темиҫе кунлӑха тӑрса юлнӑччӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Председателӗ Иван Моторин та канашлура электрохуҫалӑх тата ҫул-йӗр япӑхнине асӑнса хӑварнӑ. Лару-тӑрӑва вӑл вырӑна тухса тӗрӗслемеллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев вара ҫул-йӗре вӑхӑтра тасатмаллине аса илтернӗ.
Паян Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ял аталанӑвне халалланӑ экономика канашлӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна улттӑмӗш хут йӗркеленӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӑхӑр регионти влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем, тӗн тата общество деятелӗсем, ӑсчахсемпе банкирсем килнӗ. Унта ял мӗнле пурӑннине, ӑна мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ. Палӑртмалла: канашлӑва пуҫармашкӑн вырӑнти ҫынсем шухӑшланӑ, республика влаҫӗ ӑна ырланӑ.
Патӑрьел районӗнче агрокластер тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ыйтупа канашлура пӗлтӗр нумай калаҫнӑ. Халӗ инвесторпа тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Хальхинче доллар курсӗ пирки те калаҫнӑ. Вӑл хӑпарни ял ҫыннисене конкуренци енчен пулӑшу кӳрет. Вырӑнти продукци ютран кӳрсе килнӗ хаклӑ апат-ҫимӗҫе улӑштарма пултарать. Канашлӑва пухӑннисем Чӑваш Енре инвесторсем валли лайӑх условисем пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ.
Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ.
Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать.
Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн.
Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ҫуртсене тата социаллӑ учрежденисене кӑҫал ӑшша маларах панӑшӑн правительствӑн ӗнерхи ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепере тав тунӑ. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавна пула гриппа чирлекенсен тата респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе асапланакансен йышӗ чакнӑ.
Михаил Игнатьев вара нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑмшар ӑшӑтмалли тытӑм ҫине куҫассипе малалла та ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта тӳрех икӗ лайӑх ене палӑртмалла: пӗрремӗшӗнчен, хӑҫан кирлӗ, ҫавӑн чухне хваттере ӑшӑтма май пур; иккӗмӗшӗнчен, кам вӑхӑтра тӳлемест, ҫавсене ӑшӑ парассине уйрӑммӑн чарса лартма пулать.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене уйрӑммӑн ӑшӑтмалли тытӑм ҫине кӗске вӑхӑтра самай куҫарнисенчен ырӑ тӗслӗх евӗр Михаил Игнатьев тӑвайсене асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енре инвестици климачӗ лайӑхланса пырать, апла пулин те усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать. Ҫакна республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе эрнесерен ирттерекен йӑлана кӗнӗ ӗнерхи канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Республикӑра инвестици климачӗ лайӑхланнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑх ҫӗршыври 85 субъект хушшинче 9-мӗш вырӑнтан улттӑмӑшне хӑпарнине пӗлтернӗ. Апла пулин те пӗчӗк тата вӑтам бизнеспа аппаланакансем татса паман хӑш-пӗр ыйту пирки ҫӑхавласах тӑнине палӑртса хӑварнӑ. «Пирӗн вӑл ыйтусене татса пама май тупмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Элтепер Сочире иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ҫинчен, унта хускатнӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ май ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутатне Юрий Борисова ятланӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне «фанфурик» сутнишӗн сӑмах лекнӗ.
Республика правительствин эрнесерен иртекен ларӑвӗнче Элтепер Администрацийӗн Тӗрӗслев тата халӑх хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Метелкин Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 4 суту-илӳ точкинче спиртлӑ хутӑшсене пӗчӗк савӑтпа сутнине пӗлтернӗ. Ҫавсен хушшинче республикӑн тӗп хулинчи Гагарин урамӗнчи павильона асӑннӑ. Ӑна вара Юрий Борисов депутат тытса тӑрать иккен.
Элтепер усламҫӑ пирки: «Бизнес тесе нравственность та, кӑмӑл-сипет те, этика та ҫук», — тесе ӳпкевлӗн каланӑ май потребитель рынокӗнче йӗрке пулмаллине асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |