Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем, фермерсем, уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансем ака-суха ӗҫӗпе малалла ҫине тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра тӗш-тырра акса пӗтерме те ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ лартакансем те пур.
Вӑрманҫӑсен те ҫак тапхӑрта хӗрӳ тапхӑр пулнӑ. Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн питомникӗнче, акӑ, хыр вӑрри акнӑ. Ку ӗҫе вӑрманҫӑсем икӗ кун маларах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыр вӑрри Ҫутҫанталӑк министерствин «Лесцентр» хысна учрежденийӗ хушнипе 0,3 гектар лаптӑка йышӑннӑ.
Вӑрлӑха тӗрлӗ микроэлементпа апатлантарнӑ, кайран СЛУ-2-20 маркӑллӑ сеялкӑпа акнӑ. Ытти техникӑна та ку ӗҫе явӑҫтарнӑ. Ҫамрӑк хунава тепӗр икӗ ҫултан куҫарса лартӗҫ.
Пирӗн республикӑра «Вӑрман лартмалли Пӗтӗм Раҫҫей кунӗ» акцие улттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен ҫыннисене Атӑл леш енне, йӑлӑма, йывӑҫ лартма чӗнеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуркуннехи акци вӗҫленӗ. Ӑна йӑлӑмра вӗҫлесшӗн. Сӑмах май, ку акцие Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентстви пуҫарнӑ.
Акци кашни ҫулах иртет. Унта республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ ҫыннисем, общество организацийӗсем, шкул ачисем, студентсем, МИХсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Акцирен нихӑш ҫул та пӑрӑнса юлман ҫынсем те пур. Ҫулсерен унта 500 ытла ҫын хутшӑнать.
Йывӑҫ лартма кӑмӑл пулсан сире ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви умӗнче кӗтеҫҫӗ. Адресӗ — Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт 62-89-36 е 48-45-42 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. ЧР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна йывӑҫ каснӑшӑн айӑпланӑ.
Арҫыннӑн йывӑҫ касмашкӑн ирӗк пулман. Анчах вӑл 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче виҫӗ юман, 1 вӗрене тата хӑрнӑ 1 юман каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна ҫулталӑк ҫурӑлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Унӑн 4 пин тенкӗ патшалӑх пошлини те тӳлемелле.
Чӑваш Енре йывӑҫсене саккунсӑр майпа каснӑ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку хыснана 13 миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: «Чувашская топливная компания» АУО ирӗк илмесӗрех Шупашкарти тата Октябрьски поселокӗнчи 8 пине яхӑн хурӑнпа хыра каснӑ. Ку республикӑна 13 326 578 тенкӗ те 69 пуслӑх тӑкак кӳнӗ.
Компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗркене пӑснӑскере административлӑ явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫавна май компание 125 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк экс-министрӗнчен тата пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫынран суд 260 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Ку — Шупашкар районӗн сучӗн йышӑнӑвӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, 53-ри Иван Исаевӑн тата 59 ҫулти Геннадий Мусабировӑн 260 миллиона яхӑн тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2015 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Иван Исаева айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 2010–2011 ҫулсенче аукцион хучӗсене тата патшалӑх контракчӗсене саккунсӑр майпа вӑрман касас ӗҫ пирки кӗртнӗ. 2011 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче 56 ытла кубла метр вӑрман каснӑ.
Ҫапла майпа Исаевпа Мусабиров патшалӑха 260 миллион тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Явап тытакансен пурлӑхне халӗ арестленӗ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр?
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ.
Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. ЧР ИӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл леш енне шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ та килне таврӑнман.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна унти шурлӑхлӑ вырӑнта эрне шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе усӑсӑр.
51 ҫулти арҫын Сосновка поселокӗнчен. Вӑл ҫухалнӑранпа 9 кун иртнӗ ӗнтӗ.
Республикӑри тепӗр 3 ҫын та чутах шурлӑхлӑ вырӑнта ҫухалман. Хайхискерсем шур ҫырли пухма кайсан хӑйсемпе пӗрле кӗсье телефонӗ ҫеҫ илнӗ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ. Хӗрарӑмсем киле таврӑнмасан тӑванӗсем пӑлханса ӳкнӗ. Вӗсене шырама ҫӑлавҫӑсем тухнӑ. Анчах, телее, хӗрарӑмсем хӑйсемех палланӑ ҫул ҫине тухса киле таврӑннӑ.
Кӳкеҫре ҫамрӑк амӑшӗсене хулари чирлӗ арҫын хӑратса ҫӳрет тесе ҫырать Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр саланакан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри. «Хӗрарӑмсем ачасене урама пӗччен епле кӑлармалла-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ?» — шухӑшне малалла тӑсать ҫав хаҫат.
Шупашкар район центрӗнче онанист ҫӳренине кӑларӑма Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пӗлтернӗ-мӗн. Хаҫатҫӑсене хӗрарӑм хӑй тата унӑн пӗчӗк ачи ҫав ҫынран шар тӳснӗ тесе каланӑ пулать.
Хӗрарӑм пульницӑран вӑрманти асфальт ҫулпа килне таврӑннӑ чух сак патӗнче арҫын хӑй ӗҫӗпе аппаланнине асӑрханӑ. «Тахҫанах ун пеккине курман та эпӗ аптӑраса ӳкрӗм. Пилӗк уйӑхри ача ҫумра пулман тӑк лайӑх кӑна эпӗ ӑна тапнӑ пулӑттӑм», — тесе пӗлтернӗ Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пичет кӑларӑмне.
«Пулса-иртни хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ача ҫывӑхри лавккана кӗнӗ», — тесе ҫырать хаҫат. Онаниста курнӑ хӗрарӑмӑн паллаканӗ ӑна ҫав арҫынна унччен те курни пирки пӗлтернӗ пулать.
Арҫынна хӗрарӑм хытах сӑнанӑ: лешӗ 170–175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫутӑрах сӑрӑ тӗслӗ джемпер, хура шӑлаварпа хура бейсболка тӑхӑннӑ-мӗн.
Авӑнӑн 17-мӗшӗ Вӑрнарти «Березка» (чӑв. Хурӑн) ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансемшӗн чылайлӑха асра ҫырӑнса юлӗ. Ҫак кун ачасем «Салам, вӑрман!» юмахсен уҫланкине кайса курнӑ.
Пӗчӗкскерсене ача-пӑча литературин пайӗн заведующийӗ А.Кириллова кӗтсе илнӗ. Вӑл вӗсене хӑйне евӗр ҫулҫӳреве чӗннӗ. Вӑл ачасене пирӗн пуянлӑх — вӑрман — пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑрмана ҫулсерен пулӑшу кирлине палӑртнӑ.
Юмахсен уҫланкинче ачасене юмахри сӑнарсем кӗтнӗ. Вӗсен рольне вулавӑш ӗҫченӗсем калӑпланӑ. Вӗсем вӑрманта пурӑнакан чӗрчунсем пирки, вӑл ҫынсене мӗнле усӑ кӳни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасемпе пӗрле вӑйӑсем те вылянӑ вӗсем.
Ачасемшӗн вӑрман пирки каласа кӑтартни интереслӗ пулнӑ. Кун пек экскурсисем вӗсене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентеҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Ӗҫ тунӑ пек кӑтартас тесе тем шухӑшласа кӑларакан та пур пулӗ. Вӑрнар районӗнчи Авӑр Уйри участок вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен 56 ҫулти арҫын вӑрман касакансене пустуйранах штрафланӑ. Суя хут ҫырса, пулман ӗҫе пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшакан ҫав ҫыннӑн серепине икӗ арҫын ҫакланнӑ.
Асӑннӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче вӗсем вӑрман каснӑ. Ирӗк илсех. Кайран ҫакскерсем хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесех хӑварнӑ. Анчах вӑрманҫӑ хут ҫине пачах урӑхла шӑрҫалать те иккӗшне те штрафлама йышӑнать. Вӑрман юлашкине пуҫтарман тесе сӑлтавсӑрах ҫавсен 500-шер тенкӗ штраф тӳлеме лекет. Укҫи пысӑк мар та, ним ҫукран явап тыттарни ытла та кӳренмелле пек туйӑннӑ курӑнать — правӑна сыхлакансенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Пустуйран суя хут шӑрҫалакан вӑрманҫӑна суд нумаях пулмасть 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки пӗлтерет прокуратура. Анчах айӑплӑ арҫын аминистие лексе штрафран хӑтӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |