Шӑмӑршӑ районӗнче авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑмпа фестивалӗ иртӗ. Вӑл Баскаки вӑрман хуҫалӑхӗнчи «Липовый кРай» (чӑв. Ҫӑка тӑрӑхӗ) уҫланкӑра пулӗ.
Фестивале йӗркелекенсем уяв ирттернипе пӗрлех вӑрман пуянлӑхне упрас тӗллев лартнӑ.
Фестиваль хӑнисем опытлӑ кӑмпаҫӑсемпе кӑмпа шырӗҫ.
Программӑна вырӑнти хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ, тӗрлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем, куравсем, интерактивлӑ лапамсем, тӗрлӗ конкурспа ӑмӑрту пуянлатӗҫ.
Фкстивальте кӑмпа ярмӑркки ӗҫлӗ, пыл, ҫырла, тутлӑ апат-ҫимӗҫ, эмел тата чей курӑкӗсен пуххине, милӗк т.ыт.те сутӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (83546) 2-35-06 (район администрацийӗн экологи, рекреаци тата туризм пайӗ).
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче лиственницӑн йӗкелне пуҫтарма тытӑннӑ. Ку ӗҫе спициалистсем ҫеҫ мар, районти Карӑклӑ шкулӗнче вӗренекен ачасем те хутшӑнаҫҫӗ.
Йӗкел пухса хунав хатӗрлемешкӗн вӑрӑ хатӗрлӗҫ. Хунавсене питомникре ҫитӗнтереҫҫӗ, кайран вӗсене вӑрмана кайса лартаҫҫӗ.
Хальлӗхе специалистсемпе шкул ачисем 900 килограмм йӗкел пухнӑ. Питомник валли 1300 килограмм хатӗрлеме палӑртнӑ, ҫавӑнпа ку ӗҫ малалла пырать.
Юлашки ҫулсенче ҫутҫанталӑк ылмашмаллипех ылмашса пырать. Кӑҫал ҫеҫ ӑҫта кӑна вӑрман ҫунмасть-ши, шыв-шур илмест-ши?!
Чӑваш Ене илсен, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 21 сехет тӗлӗнче Йӑлӑмра пушар алхасма тытӑннӑ. Сосновка посёлокӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Вӑл 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме пушарпа кӗрешекен 8 единица техника, 4 инженери техники хутшӑннӑ. Пушар тухнӑ территори тавралла ятарлӑ полоса туса хунӑ.
Пушара сӳнтерме Йӑлӑм посёлокӗнче пурӑнакансем те пырса ҫитнӗ.
Атӑл леш енче Мари вӑрманӗсем ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлах алхасать. «Ҫыхӑнура» форумра каҫхине ӳкернӗ сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сӑнсене Карась кӳлӗ патӗнче ӳкернӗ. Вӗсене пӑхсанах паллӑ: пушар питӗ пысӑк лаптӑкра алхасать.
Пушар лаптӑкӗ, шел те, пысӑклансах пырать. Ӗнер Сосновый Бор поселокӗнчи ҫынсене эвакуациленӗ.
Шупашкарта тӳррӗн каҫас тӑк ҫунакан вырӑн пирӗнтен 40 ҫухрӑмра.
Хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ рашчара ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Ельниково рашчи) автономи учрежденине Валерий Андреев ертсе пыма тытӑннӑ. «Ҫыхӑнура» порталта хыпарланӑ тӑрӑх, хальлӗхе — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлакан пулса.
Валерий Викентьевич Ельниково рашчинче пуҫлӑх пулса унччен ӗҫленӗ. Унпа контракта 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче татнӑ. Эпир маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланин официаллӑ майпа ҫирӗплетмен сӑлтавӗ — йывӑҫсене каснӑ пирки прокуратура тӗрӗслев пуҫарни.
Андреев Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса та тӑрӑшнӑ. Ҫав лава 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗччен туртнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, Валерий Андреев отставкӑна кайнин сӑлтавӗ — Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессипе ирттернӗ референдума тивӗҫлипе йӗркелеме пултарайманни.
Аса илтерер: 2008 ҫулхи референдумра Шупашкар ҫыннисен 75 проценчӗ спутник-хулапа пӗрлешес тенӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисен 61 проценчӗ хирӗҫ сасӑланӑ. Вӑл вӑхӑтра Чӑваш Ене Николай Федоров ертсе пынӑ.
Кайран Валерий Андреев тӗлӗшпе сӗтев илнӗ, улталанӑ, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Сӑрҫи» заповедникре пушар алхасни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ ҫулӑма сӳнтернӗччӗ-ха, ҫапах пушарнӑйсем унтах пулнӑ, юлнӑ кӑвара сӳнтернӗ.
Заповедникри пушара тинех сӳнтерсе пӗтернӗ. Анчах савӑнма иртерех, ҫулӑм каллех вӑй илсе ялкӑшма пултарать. «Хӗрлӗ автанпа» 37 ҫын, 13 техника кӗрешнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма шурлӑха ҫитме паман. Унта торф 2 метр хулӑнӑш. Аса илтерер: заповденик ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм 9 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9 гектар вӑрман ҫуннӑ.
Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Ҫапах хальлӗхе пушарнӑйсем унтах ӗҫлеҫҫӗ. Унта 63 ҫын, 17 техника хутшӑнать.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 20,56 гектар ҫуннӑ. Вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче 9 тӗслӗх пулнӑ, 11,47 гектар ҫинче ҫуннӑ. 6 тӗслӗхре пушар ҫулӑмпа асӑрханмасар усӑ курнӑран тухнӑ, виҫҫӗшӗнче – аҫа ҫапнине пула.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ юман каснӑ. Ҫакна кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна шыраҫҫӗ.
Канӑ виҫӗ юманшӑн вӑрман фончӗ 400 пине яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 3,3 гектар ҫӗр ҫинчи вӑрманта, Алмачкин ялӗнчен инҫех мар, такам ирӗк илмесӗрех 3 юман каснӑ. Ҫакна тункатасене кура палӑртнӑ. Ҫапла ҫав ҫын патшалӑха 394 пин те 317 тенкӗлӗх такак кӳнӗ.
Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра питех те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Йӑлӑмра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ тесе йышӑнни те ытахальтен мар. Унта кӗме чарнӑ, кӑвайт чӗртме юрамасть. Пушар вышкисем ҫинчи хурала вӑйлатнӑ.
Эрнекун Шупашкарти лесничествӑра пушар тухнӑ. Вӑл 0,3 гектар ҫинче алхаснӑ. Лесничество хӑй, МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗ, Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен республика комитечӗ ҫине тӑнипе пушара сӳнтернӗ. Ҫав енӗпе 36 ҫын тата 13 ятарлӑ машина 2,5 сехет тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Йӑлӑмри пушар 2010 ҫулхи вӑрмансенчи пушара аса илтернине палӑртса хӑварнӑ, ҫавна май тимлӗ пулма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра ҫырнӑ.
Чӑваш Енре вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫанталӑк шӑрӑх тӑнипе, ҫавна май пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑя кӗнӗ. Ҫавна май пушара хирӗҫ режимӑн 4-мӗш тата 5-мӗш класӗ пулсан ҫынсен вӑрмана кӗме ирӗк ҫук.
Асӑрханӑр: ҫанталӑк шӑрӑх тӑрсан пушар тухма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |