Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, 51 ҫултискере, йывӑҫ каснӑшӑн 250 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Депутат, усламҫӑ ӗҫӗпе те аппаланнӑскер, пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 11 йывӑҫ – 9 хурӑн тата 2 тирек – каснӑ. Хӑйӗн вара ҫак ӗҫе тумашкӑн кирлӗ хутсем пулман. Ҫапла вӑл вӑрман патшалӑх фондне 68 пин тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫынна та 8 ҫӑка каснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Вӑл кӳнӗ тӑкак 9 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Ӑна суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енри вӑрманта саккуна пӑсса вырнаҫтарнӑ 20 вӗлле хурчӗ тупнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫын хӑй тӗллӗн лартнӑ. Ку — саккуна пӑсни-мӗн.
Ҫавна май административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ. РФ Вӑрман кодексӗн 38-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, вӑрманта ял хуҫалӑх (утар) тытса пыма юрать. Лаптӑксене ҫак тӗллевпе тара параҫҫӗ е укҫа тӳлемесӗр усӑ курма май пур.
Вӑрманта утар тытас тесен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине ҫитмелле, тара илмешкӗн е укҫасӑр усӑ курмашкӑн заявлени ҫырмалла.
Вӑрманта вӗлле хурчӗсене никамран ыйтмасӑр вырнаҫтарсан административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка тӑкак кӳнӗшӗн штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ҫурла уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класӗ вӑйра пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула пушарсем тухма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ятарлӑ режима вӑя кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче пӗҫерме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Ярченков нумаях пулмасть хӑйӗн дачинче, хулари аэропортран инҫех мар вырнаҫнӑ «Авиатор» юлташлӑхра, пулнӑ. Вӑл посадкӑна кӑмпа шырама кайнӑ та ҫӳп-ҫап купи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Купаран сӑмсана ҫуракан шӑршӑ кӗнӗ. Унта тимӗр контейнерсем йӑваланнӑ, порошок евӗр япала сапаланса выртнӑ. Вӗсенчен лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗ.
Анатолий Ярченков шухӑшӗпе, ку — сиенлӗ хими. Ҫав вырӑна ҫынсем кӑмпа татма ҫӳреҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна унта нимӗнле ҫӳп-ҫап та пулман.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вырӑна тухса тӗрӗслеме шантарнӑ. ШӖМӗн ҫав ҫӳп-ҫап купи ӑҫтан тупӑннине палӑртма тивӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ.
Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ.
Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ.
Иртнӗ талӑк хушшинче Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче 12 ҫӗнӗ пушар тухнӑ, пурӗ 14 пин гектар кӗлленнӗ. Вӑрман хуҫалӑхӗн федераллӑ агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 91 пушар алхасать: 76 — Якутинче; 13 — Хабаровск тӑрӑхӗнче; пӗрер — Сахалин тата Магадан облаҫӗсенче.
Вут-ҫулӑма пурӗ 740 ҫын кӗрешет, 81 техникӑпа тата 5 самолетпа усӑ кураҫҫӗ.
Пушарсемпе кӗрешекенсем ӗнер 12 вырӑна сӳнтернӗ, тата тепӗр ҫитмӗл тӑххӑрӑшӗ халӗ те ҫунаҫҫӗ: Саха Республикинче — 79; Хабаровск тӑрӑхӗнче — 13; 4 — ытти облаҫсенче. Инҫет Тухӑҫри вӑрмансенче кӑҫал пурӗ 1579 пушар тухнӑ, вут-ҫулӑм 1 млн 162 пин гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан — ытларах. 2016 ҫулта ҫак вӑхӑт тӗлне Инҫет Тухӑҫра 1088 вӑрман пушарӗ ҫеҫ тухнӑ пулнӑ.
Кӑмпаҫӑсем вӑрманта эмел купине тупнӑ. Эмелсем срокран тухнӑ. Ку ҫынсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.
Ку Шупашкар районӗнче пулнӑ. Ӑстакасси ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта эмелсен купине кӑмпаҫӑсем асӑрханӑ. Вӗсен йышӗнче «Новопассит», «Бисопролол-Тева» пулнӑ. Пӗрин срокӗ – 2011, теприн 2013 ҫулта тухнӑ.
Кӑмпаҫӑсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Ара, ял ҫумрах, унта вара ачасем пур. Тата инҫех мар ӗнесем ҫӳреҫҫӗ. Эмелсем ҫырмара выртаҫҫӗ, унти шыв вара ялти юханшыва юхса кӗрет.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви эмелсен купине тӗрӗслеме шантарнӑ.
Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх пур, ҫавна май республикӑра ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
Кунашкал режим ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Мотрин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑмналла. Вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнечи типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑхӑнмасан явап тыттарӗҫ. Тӗплӗнрех каласан, штраф тӳлеттерӗҫ. Граждансен 2-4 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Должноҫри ҫынсен – 15-30 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсен 400-500 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Улатӑр районӗнче юрӑхсӑр тепловоза пула вӑрман ҫунма тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пушара халь те сӳнтерейменни пирки ҫырнӑ.
Аса илтерер: вӑрман ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫунма тытӑннӑ. Ӑна ҫийӗнчех сӳнтерме тытӑннӑ. Ӗнер ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ ку ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.
Министр Улатӑр районӗнчи вӑрманти лару-тӑрупа паллаштарнӑ, малашне мӗн тумаллине палӑртнӑ. «Кире лисничествин» директорӗ Александр Мартынов каланӑ тӑрӑх, техника вӑрманти мӗнпур вырӑна кӗреймест, ҫавӑнпа пушар сӳнтерес ӗҫе лесничество ӗҫченӗсем, волонтерсем хутшӑнаҫҫӗ.
«Сӑрҫи» заповедникре вӑрмансенче пушар тухнине пӗлтерекен видеокамера лартма тытӑннӑ. Кунашкалли, «Вӑрманти дозор», унччен Чӑваш Енре пулман.
Камера 360 градус таран ҫаврӑнма пултарать. Ӑна вышка ҫине лартаҫҫӗ, карас телефонӗн ҫыхӑнӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗк компанин серверӗ ҫине килет. Унтан информаци заповедникӑн оператор компьютерӗ ҫине ҫитет. Ятарлӑ программа пушар ӑҫта тухнине палӑртма май парать. Ҫапла майпа пушар ӑҫта тухнине 20–30 минутра тупса палӑртаҫҫӗ.
Кунашкал камерӑсене Раҫҫейре 2010 ҫулта алхаснӑ пушарсем хыҫҫӑн вырнаҫтарма тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн та «Сӑрҫи» заповедникре 5–7 вырӑнта тухнӑ ҫулӑма сӳнтерме тивнӗ. Чулхула облаҫӗнче 50 ытла кунашкал камера вырнаҫтарнӑ. Мари Элте, Чӗмпӗр облаҫӗнче те ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |