Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски салипе усӑ курман карьер хушшинчи 11 гектара яхӑн хыр вӑрманне касасшӑн. Ҫав лаптӑк «М-12» федераци ҫулне тӑвакансене кирлӗ, строительсем хӑйӑр туянма укҫа перекетлесшӗн имӗш.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Александр Андреева депутат вырӑнти хастарсемпе тӗлпулнӑ.
Организацисенчен пӗри маларах Комсомольски ял тӑрӑхне вӑрман фончӗн ҫӗрне ял тӑрӑхӗн чиккине кӗртме, унтан ҫавӑнта хӑйӑр карьерӗ йӗркелеме ыйтса сӗнӳпе тухнӑ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче халӑх итлевӗ иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн генпланне ылмаштарма хирӗҫлекеннисем 100 ытла ҫын тупӑннӑ. Татӑклӑ сӑмаха вырӑнти депутатсем калӗҫ.
Чӑваш Енри вӑрмансене сыхлама тӑхӑр грузовик туяннӑ. Ку тӗллевпе хыснаран 27,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
ГАЗ САДКО НЕКСТ йывӑр тиевлӗ машинӑсен кабинине 7 ҫын вырнаҫать. Вӑл ҫӳреме йывӑр вырӑна та кӗреет. Кузовне тент витнӗ.
Машинӑсене «Вӑрмансене упра» федераци проекчӗн «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Каярахпа грузовиксене пушар сӳнтермелли хатӗр-хӗтӗрпе, шыв тултармалли хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Вӗсем, ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрмансене сыхлӗҫ.
Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим туса хурасшӑн. Кун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. Документӑн проектне унта ыралнӑ.
Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк ҫинче апат хатӗрлеме, вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамӗ. Вӑрман тата ял хуҫалӑх тӗлевӗллӗ ҫӗрсем ҫывӑхӗсенчи ҫӗр лаптӑкӗсенче те типӗ курӑка ҫунтарма чарӗҫ.
Пушар хӑрушлӑхӗ IV и V класа ҫитсен вӑрмансене кӗме те юрамӗ.
Йӗркене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Каланине итлеменнисене явап тыттарӗҫ.
«ЭКА» юхӑм «Йывӑҫ ларт» акцие хастар хутшӑнакансене укҫан хавхалантарасшӑн. Халӗ юхӑм ҫуркунне йывӑҫ лартма килӗшекен нимеҫӗсен конкурсене ирттерессине пӗлтернӗ. Йывӑҫ-тӗме пушара пула ҫаралса юлнӑ вӑрмансенче лартмалла. Чи хастаррисене хавхалантарма «ЭКА» юхӑм 200 пин тенкӗ преми фончӗ пӑхса хӑварнӑ.
Конкурса ҫул ҫитнӗ кирек епле ҫын та хутшӑнайӗ. Йывӑҫа вӗсен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен лартмалла. Хастаррисен тӑрӑшӑвне тӳресем ҫӗртме уйӑхн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Вӗсем ултӑ ҫӗнтерӳҫе 20 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран премипе савӑнтарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ.
Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ.
Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ хӗрарӑм Мари Эл вӑрманне шур ҫырли татма кайнӑ. Анчах вӗсем каялла тухма ҫул тупайман – ҫухалса кайнӑ.
Хӗрарӑмсем машинине лартса хӑварнӑ та ҫырла татма кайнӑ. Витрисене тултарсан каялла тухма тӑнӑ, анчах машинӑна тупайман, ҫулран аташса кайнӑ.
17 сехет те 40 минутра Мари Элти аварипе ҫӑлав службин дежурнӑй пулчӗ ҫине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫалавҫӑсем хӗрарӑмсене шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, 23 сехетре, вӗсене тупнӑ, хӑйсен машини патне илсе ҫитернӗ.
Паян Атӑл леш енче «Вӑрмана упрар» пӗтӗм ҫӗршыври акци иртнӗ. Унта студентсем, «Симӗс хула» экологи организацийӗн пайташӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн Йӑлӑмри 22-мӗш кварталӗнче икӗ гектар ҫине 10 пин хыр хунавӗ лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 2010 ҫулхи пушарта ҫунса кайнӑ лаптӑкран 95 процентне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.
Йӑлӑмра паян пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ Александр Воробьев хунав туса илеҫ ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ. Республика ертӳҫи теплица тума сӗннӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫласан хамӑра ҫеҫ, ытти региона та хунавпа тивӗҫтерме пултарӑпӑр тесе шухӑшлать вӑл.
Чӑваш Енри «Присурский» заповедникра ҫулсеренех тӗрлӗ чӗрчун йышне шутлаҫҫӗ. Чылай чухне йӗр тӑрӑх палӑртаҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр чӗрчун, сӑмахран, упасем, хӗлле ҫывӑрма кӗрсе выртаҫҫӗ. Ҫулла юр ҫук.
Заповедник территорийӗпе чукун ҫул иртет. Йывӑр тивелӗ пӑравуссенчен тепӗр чух типӗ курӑк хыпса илес хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавна шута илсе вӑрман хӗррине сухалаҫҫӗ. Ытти ҫул ансӑр йӗрпе сухаланӑ пулсан, кӑҫал ҫак ӗҫе ҫӗнӗ культиваторпа пурнӑҫланӑ. Суха касси ҫинче йӗрсем питӗ лайӑх палӑраҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавсем тӑрӑх упасен шутне палӑртма лайӑх.
Улатӑр районӗнчи виҫӗ кинемей кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Алтышево поселокӗнче пурӑнакан 77-87 ҫулсенчи виҫӗ тус юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑмпана ҫывӑхри вӑрмана ҫул тытнӑ. Анчах унта вӗсем ҫӗтсе кайнӑ. Ҫакӑн пирки кинемейсенчен пӗрин мӑнукӗ вырӑнти полицейскисене пӗлтернӗ.
Пакунлисем, кинемейсен тӑванӗсем, пӗр ял ҫыннисем ватӑсене шырама вӑрмана васканӑ. Полицейскисем кӑмпаҫӑсене виҫӗ сехет шыранӑ. Малтан – машинӑпа, кайран –ҫуран. Уплюнкка карҫинккисене вӑрманта пӑрахса хӑварнӑ кинемейсене тупнӑ-тупнах. Ватӑсем хӑйсене йӗркеллех туйнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чермӗш ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта такамсем 6 ӑвӑс каснӑ. Халӗ ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ.
Чӗрӗ йывӑҫсене каснине кӑмпа шыракансем асӑрханӑ. Вӗсем «Вӑрман хуҫалӑхӗ» хысна предприятин диспетчер службине евитленӗ. Унти инспекторсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Паллӑ мар ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри участокӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн 121-мӗш кварталӗнчи 6 ӑвӑса, пурӗ 0,54 кубла метр, каснӑ. Саккуна пӑсакансене административлӑ майпа ҫеҫ мар, тӑкак виҫи 5 пин тенкӗрен иртсен уголовлӑ ӗҫ пуҫарса та явап тыттарма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |