Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫӗрти ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине унтан иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Улӑмран ӑсталанӑ скульптурӑна пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Пӗр уйӑх каялла ҫав монумент ҫухалчӗ. «Палӑка хулана илем кӳрекенсем хурланӑ-тӑр», — тесе шухӑшласа иртнӗччӗ ӑна пуҫтарнине курсан.
Халӗ ҫав палӑк хӑй вырӑнне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Унчченхипе танлаштарсан улӑм кӳлепе малтанхинчен хитререх те, ҫӳллӗрех те. Ҫавна курах вӑл сумлӑрахх та курӑнать.
«Тата 1,5 метр ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ик енчен тата скульптурӑсем пулаҫҫӗ, халь вӗсене тӑватап», — тесе ҫырнӑ ӗҫӗн авторӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Андрей Молоков скульптор, Чӑваш Республикинчи художниксен союзӗн пайташӗ.
Палӑк ҫӳллӗшӗ ҫапла вара 6 метра яхӑн. Уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енче унӑн каччи, Асан, пулӗ; тепӗр енче — Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗ.
Андрей Молоков скульптора пӗлекен Аҫтахар Плотников каланӑ тӑрӑх, ҫав ӑста — Шупашкарти Филармони ҫуртӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ улӑм лашасен авторӗ те.