Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.
Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.
Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлӑ пулнине ватӑсем калатчӗҫ-ха. Вӗсен сӑнавӗ тӗрӗсех ахӑртнех. Акӑ республикӑра шӑрӑх самай аптӑратрӗ. Кун хыҫҫӑн хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр кӗрлеттерчӗ. Ҫумӑр ял ҫынннишӗн паха-ха. Анчах ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи аслатие, ҫиҫӗме пула вӑрманта пушар тухнӑ тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ.
Ҫак кун Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче икӗ пушар тухнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшӗ те — ҫиҫӗме пула. Ҫавна май вӑрманти ҫӗр ҫийӗ ҫунма тытӑннӑ. Ӑна сӳнтермешкӗн 5 техника тата 21 ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 0,52 гектар шар курнӑ. Телее, ку пушарсем вӑрман хуҫалӑхне сӑтӑр кӳмен.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче 7 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 19,86 гектар сиенленнӗ. Иртнӗ ҫул вара республикӑри вӑрмансенче пушар тухман.
Паянтанпа пирӗн республикӑра пушара хирӗҫле ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе палӑртнӑ. Документа алӑ пусма типӗ ҫанталӑк тӑни хистенӗ.
Пушартан сыхланмалли режим вӑхӑтӗнче пушара хирӗҫле хушма мерӑсем вӑйра пулӗҫ: вӑрмана ӗҫпе кӑна кӗме юрать, пӗтӗмӗшле усӑ курмалли ҫулсем тӑрӑх иртекеннисемсӗр пуҫне машинӑсемпе кӗртмӗҫ. Тата, паллах, вӑрман хуҫалӑхне сыхлама кӗрес текенсене чармӗҫ. Вӑрманта кӑвайт, ҫӳп-ҫап чӗртме юраманнине каламасӑрах ӑнланмалла пек. Вӑрман хуҫалӑхӗсемпе юнашар ҫӗр ҫинче те кӑвайтпа аппаланма юрамасть.
Ятарласа йӗркеленӗ мобильлӗ ушкӑнсем пушар енчен уйрӑмах асӑрханмалли вырӑнсене ҫитсе тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ.
Республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви вӑрманта ҫулӑм тавраш асӑрхасанах 8 (8352) 40-24-00 е 8-800-100-94-00 номерпе шӑнкӑравлама ыйтать.
Асту! Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Чӑваш Республикинчи вӑрмансене кӗме чарнӑ. Хушӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев алӑ пуснӑ. Вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ.
Вӑрмансене ҫуран та, транспортпа та кӗме юрамасть. Хушупа килӗшӳллӗн вӑрман хӗррисенче тӗрӗслев пункчӗсем, асӑрхаттарса ҫырнӑ шлагбаумсем вырнаҫтарнӑ. Полици ҫыннисем тата ятарлӑ ӗҫченсем вӑрмансене сыхлӗҫ, йӗркене пӑсакансене тупса палӑртӗҫ. Пушар вышки ҫинче дежурнӑйсем пулӗҫ.
Ҫак йӗркене республикӑри вӑрмансенче пушар тухасран сыхланас тӗлӗшпе йышӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акци иртӗ.
Йывӑҫ-тӗм лартакансем ҫуркунне тата кӗркунне хӑйсен юратнӑ ӗҫне пуҫӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӑна чунӗ ыйтнипе, ҫутҫанталӑка пулӑшас, тавралӑха илем кӳрес тесе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Тӗрӗссипе, «Пӗтӗм Раҫҫейри вӑрман лартмалли кун» акцие вӑрмансене нумайлатас тӗлӗшпе кӑна ирттермеҫҫӗ. Ку халӑха экологи воспитанине, вӑрманта хӑйсене тытас культурӑна вӗрентме те пулӑшать.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче ятарласа хатӗрленӗ лаптӑкӗсем ҫине йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Кун валли хунавсене ҫителӗклӗ ӳстернӗ ӗнтӗ. Кӗркунне тата хӗлле йывӑҫ лартмалли вырӑна ҫуннӑ тата ӳкнӗ йывӑҫсенчен тасатнӑ, тӑпрана хатӗрленӗ, хунавсен шутне, вӗсем ӳсме пултараслӑхне тӗрӗсленӗ.
Акцие хутшӑнма пурне те йыхравлаҫҫӗ. Атӑл леш енне ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре тухса кайма палӑртнӑ. Малтан министерство ҫурчӗ умӗнче пухӑнаҫҫӗ. Адрес: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт. Унччен ҫак телефонпа шанкӑравласа регистрациленме ыйтаҫҫӗ: 8 (8352)48-45-42.
Кашни отрасльте ӗҫлекенсен хӑйсен тивӗҫӗ те, республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, ав, вӑрман хуҫалӑхӗсен питомникӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтерет. Канаш, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи питомниксене специалистсем ушкӑнпа пухӑнса кайсах хакланӑ. Йышра маларах асӑннӑ министерствӑра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне федерацин «Рослесозащита» (чӑв. Раҫвӑрманхӳтӗлев) патшалӑх учрежденийӗн филиалӗн вӑрмансене сыхлас енӗпе тӑрӑшакан пайӗн специалисчӗсем те пулнӑ.
Комисси калчасен тӑрӑмне кӑна мар, техника ҫуркуннехи тата ҫуллахи ӗҫсене хатӗррине те тӗрӗсленӗ. Унсӑр пуҫне специалистсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пуррипе ҫуккине, вӑрлӑх склачӗсене пӑхнӑ, пестицидсене епле упарнине хакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗслевҫӗсем лару-тӑру аваннине палӑртнӑ. Хунавсем те чирлине асӑрхаман.
«Йӑлӑм вӑрманне пӗтерме парар мар тесе сасӑлама ыйтатпӑр», — текен чӗнӳ халӑх тетелӗсенчен пӗринче ман пата та килнӗччӗ. Халӑх шӑв-шав ҫӗкленине кура-ши, Шупашкар хула администрацийӗ йӑлӑма тӗкӗнмесси пирки хыпарлать.
Республикӑн тӗп хулине Атӑлӑн сулахай еннелле сарассине Шупашкарӑн генпланӗпе пӑхса хӑварнӑ. Ҫапла туни йӑлӑма пӗтереҫҫӗ тесе пӑшӑрханакансем хулана Атӑлӑн сулахай енне сарассине ырламаннине тӗнче тетелӗ урлӑ палӑртма тытӑнчӗҫ.
Ҫак кунсенче вара хула администрацийӗ ку ыйтӑва уҫӑмлатнӑ темелле. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче вӑл «Йӑлӑма хула ҫыннисене анлӑн усӑ курма туса парасси тӗп хула ертӳҫисен приоритетлӑ тӗллевӗ» тесе хыпарланӑ. Унта нумай хутлӑ ҫурт-йӗр, Атӑл хӗррипе коттедж поселокӗсем тата экономика зони туса хумассине пӗлтернӗ.
Информацире хулан тӗп архитекторӗн Александр Шевлягинӑн сӑмахӗсене илсе кӑтартнӑ. Унти лаптӑксене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫармасӑр (ахальлӗн вӑл ют харпӑрлӑх шутланать-ҫке) юсаса ҫӗнетме май ҫуккине пӗлтернӗ. Йӑлӑмра ятарлӑ ҫул ҫуккипе велосипедпа ярӑнма та май ҫук, каҫхине ҫуталса ларакан йӗлтӗр йӗрӗсем те, туризм маршручӗсемпе кемпингсем (акӑлчанран куҫарсан, ку сӑмаха автотуристсен ҫуллахи лагерӗсем тесе ӑнланма пулать) йӗркелемен.
Ӗнер Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал туса ирттермелли тӗллевсене палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев хутшӑннӑ.
Вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Глухов иртнӗ ҫул 57,2 гектар ҫинче йывӑҫсене чӗртсе тӑратнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен лартнисӗр пуҫне йывӑҫ-тӗме пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫаксене цифрӑсемпех каланӑ-ха вӑл, анчах вӗсем ахаль ҫыншӑн нимех те пӗлтерменнине кура асӑнар мар.
Хунав та ӳстереҫҫӗ вӑрманҫӑсем. Ҫак ӗҫ калӑпӑшне планпа унччен пӑхнинчен виҫ хут пысӑклатнӑ-мӗн: 1,2 миллион вырӑнне 3,9 миллион ӳстернӗ.
Чӗрчунсене тата вӗсем пурӑнакан вырӑнсене сыхлас тӗлӗшпе ӗҫлекен республикӑри управлени нумаях пулмасть хӑмӑр упа йышне шутланӑ. Хайхисем ҫак ӗҫе пӗр уйӑх ҫурӑ хушши пурнӑҫланӑ. Сӑмах май, хӑмӑр упана тытма юрамасть — вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.
Ҫав вӑхӑтра специалистсем упа утнӑ вырӑнсене пӑхнӑ, кашнин виҫине кура картса пынӑ. Упасем Сӑрҫум вӑрман хуҫалӑхӗнче тата йӑлӑмра пурӑнаҫҫӗ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, упасем республикӑри пилӗк район территорийӗнче тӗпленнӗ. Анчах вӗсем нумай мар — пӗтӗмпе те 14 упа. Йыш пӗлтӗрхиллех иккен-ха, анчах пурӑнакан вырӑнне вӗсем сарса пыраҫҫӗ-мӗн. Мӗншӗнне асӑннӑ служба хыпарлакан информацире шарламан та, эпир, специалист маррисем, упасем апат шыраса вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳремеҫҫӗ-ши е транспорт тавраш шиклентермест-ши тесе пуҫ ватӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |