Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӑрмансем

Калининград облаҫӗнче пӗр тӗлӗнмелле вырӑн пур иккен. Кунти халӑх ӑна «Ташлакан вӑрман» е «Ӳсӗр вӑрман» тет имӗш. Ҫак вырӑнта пӗр ҫухрӑм сарлакӑш лаптӑкра иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче лартнӑ хыр вӑрманӗ ӳсет. Хыр е чӑрӑш тесессӗн пире тӳрех яштака та ҫӳллӗ йывӑҫсем аса килеҫҫӗ пулсан, кунта пӗр тӳрӗ хыр та тупаймастӑр, пурте кукӑрӑлса-мӑкӑрӑлса пӗтнӗ. Темле хаяр ҫавраҫил килсе аркатнӑ тейӗн. Йывӑҫсем кукӑрӑлнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса явакланнӑ.

Ӑслайсем хальхи кун та ҫак тӗлӗнтермӗшӗн тупсӑмне палӑртаймаҫҫӗ иккен. Пӗрисем вырӑнти хурт-кӑпшанкӑна айӑплаҫҫӗ, теприсем вӑрман ларнӑ вырӑнти ҫӗрсем сӗткенлӗхӗ ҫитменрен теҫҫӗ. Космоса айӑплакансем те пур иккен.

Ҫакӑн евӗр ытти вырӑнсене асӑнас пулсан тӗнчере тата тепӗр икӗ лаптӑк пур иккен: пӗри Казахстанри «Ташлакан хырлӑх», тепри — Дани ҫӗршывӗнчи «Шуйтан вӑрманӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://community.livejournal.com
 

Ват юман
Ват юман

Муркаш тӑрӑхӗнче чӑваш ҫӗрӗнчи чи ватӑ юман пурӑнать теҫҫӗ. Ӑсчахсем паянхи куна та вӑл миҫе ҫула ҫитнине калаймаҫҫӗ. Пурте юман ӗмӗрӗ ҫур пин ҫултан кая мар теҫҫӗ. Ҫуллӗшӗпе юман-атте ытти йывӑҫсенчен уйрӑлса тӑмасть, анчах сарлакӑшӗ унӑн икӗ метӑра яхӑнах пулӗ. Тӗрӗсрех каласан: пӗр метр та ҫитмӗл сантиметӑр. Тӑватӑ самар ҫын аран-аран ытамласа илме пултараҫҫӗ! Юман ларнӑ вырӑна Петӗр патша вӑхӑтӗнчех ятарласа патшалӑх заказникӗ туса хунӑ.

Тӗлӗнмелле япала пулса тухать пирӗн вӑхӑтра. Никам пӗлмен, никам кансӗрлемен йывӑҫ темиҫе ҫӗрҫуллӑх ирӗклӗн уснӗ, пурӑннӑ. Халӗ вара, патшалӑх тата халӑх «юратӑвне» пула юман чирлеме тата хӑра пуҫланӑ тет. Юман таврари ҫӗре «паломниксем» таптаса тата вараласа пӗтернӗ, унта-кунта унӑн хуппине вистенӗ. Юмана ҫӑлма, яланхи пекех, комисси йӗркеленӗ тет, йӗри-тавра чӗнсе калакан плакатсем ҫакса тухнӑ.

Юманӑн ӗмӗрӗ сакӑрҫӗр ҫула ҫитет теҫҫӗ. Вӑрман ӗҫченӗсем ҫапла пуласса ӗненеҫҫӗ, шанаҫҫӗ.

 

Йӑлӑм енчи вӑрман
Йӑлӑм енчи вӑрман

Вӑрман отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 

Вӑрман — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Ӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварас тӗллев ӑсчахсене, экологсене, историксене, хамӑрӑн ҫутҫанталӑка, унӑн илемне тивӗҫлипе хаклакан мӗн пур ҫынна пӗрлештерет. Вӑрман пурлӑхӗпе тирпейлӗ усӑ курасси, ӑна пуянлатасси — профессионалсен кӑна мар, Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫын тивӗҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен вӑрманҫисем пушарсене, типӗ ҫанталӑка пула сиенленнӗ вӑрмансене чӗртессипе вӑй хураҫҫӗ, ҫак ӗҫе 685 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Мӗн пур шайри бюджетсенчен вӑрман хуҫалӑхне тӗревлеме сахал мар укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал кӑна ҫак сферӑна аталантармашкӑн 256 млн тенкӗ ытла уйӑрма палӑртнӑ, ҫакӑ 2010 ҫулхинчен икӗ хут пысӑкрах. Вӑрман пушар службине йӗркеленӗ. Паян ӑна пушарсемпе кӗрешмелли ятарлӑ ҫӗнӗ техникӑпа, оборудованипе тивӗҫтернӗ, ун ҫумӗнче талӑкӗпех диспетчер пункчӗ ӗҫлет, вӑрмансене авиаци пулӑшнипе тата ҫӗр ҫинчи патруль сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Умра татса паман ыйту нумай-ха.

Малалла...

 

Хунавсем лайӑх кайнӑ
Хунавсем лайӑх кайнӑ

Ӗнер Михаил Васильевич Михайлов Йӑлӑм енчи ҫулӑмпа сиенленнӗ вӑрмана тӗрӗслерӗ.

Хальхи вӑхӑтра пӗлтӗрхи сиене пӗтерес тӗлӗшпе Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче 10 бригада тӑрмашать. Вырӑнти халӑх та пулӑшать — килӗшӳпе укҫа тӳлесе хӑйсемех ҫунӑк йывӑҫа касаҫҫӗ, тирпейлеҫҫӗ, тиесе тухаҫҫӗ. Халӑха пурӗ 53 пин куб сутнӑ. Ҫутҫанталӑх пурлӑхӗсен министрӗн Иван Исаевӑн шучӗпе ку йывӑҫ пӳрт-ҫурт тума лайӑх, пӳрт тӑрри валли та юрӑхлӑ. Анчах та ӑна вӑхӑтра илсе тухмалла — тепӗр темиҫе уйӑхран ку йывӑҫ пахалӑхӗ самай чакӗ: хурт-кӑпшанкӑ ҫисе ярӗ. Хакӗ те йӳнӗ — сывӑ йывӑҫӑн пӗр кубометрӗ 200 тенкӗпе танлашать пулсан, ҫунӑк йывӑҫ хакӗ 8 тенкӗ ҫеҫ. Халӑха пурӗ 150 гектарти вӑрмана сутнӑ пулсан 21 гектартине хальхи вӑхӑтра касса тирпейленӗ те ӗнтӗ.

Пурӗ 270 гектар лаптӑка тасатнӑ, 6,3 гектарта хыр хунавӗсене лартса тухма та ӗлкӗрнӗ. 80-85% вӗсенчен вӑй илнӗ те ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле ҫунса сиенленнӗ вӑрмансене 2011-2013 ҫулсенче сыватма шутлаҫҫӗ.

Михаил Васильевич ҫавӑн пекех йӑлӑм енче пурӑнакан халӑхпа тӗл пулса калаҫрӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй