Тӗнчери чӗрчунсене сыхлакан дирекци инспекторӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче браконьера тытса чарнӑ. Вӑл ҫӗрле сунара кайсан тепловизорпа усӑ курнӑ.
Хайхи арҫын вӑрман хӗррипе «Вепрь 308» сунар карабинӗпе ҫӳренӗ, тулӑ анине тепловизорпа пӑхнӑ. Ӑна ҫӳлерех асӑннӑ ведомство инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне, приборне туртса илнӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ку таранччен сунарта тепловизорпа усӑ куракан пулман. Ку – пӗрремӗш тӗслӗх.
«Сӑрҫи» заповедник пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнче упа фотоловушка камери ҫине лекнӗ. Ҫавна май кӑмпа пуҫтарма ҫӳрекенсене асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Упана камера ӗнер, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 17 сехет те 6 минутра ӳкернӗ. Камерӑна малтан упа лекнӗ, тепӗр 20 минутран кадра кӑмпа пуҫтаракан хӗрарӑм кӗнӗ. Заповедникӑн хурал пайӗн патшалӑх инспекторӗсем кӑмпаҫӑсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ эрнере кӑмпаҫӑсен тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ, тепӗр 5 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Вӗсем – вырӑнти ҫынсем кӑна мар, ытти районта тата хулара пурӑнакансем те.
Шупашкар районӗнче 17 ҫулхи каччӑ наркотикпе ҫакланнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе, ҫавӑн пекех 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ӗҫсене суда ярса та панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каччӑ Шупашкар районӗнчи вӑрманти вӑрттӑн вырӑна кайнӑ. Унтан вӑл 9,7 грамм ытла психотроплӑ япала илме ӗмӗтленнӗ. Ку вӑл, сӑмах май каласан, пысӑк виҫеллӗ наркотик шутланать. Анчах илсе ӗлкӗреймен — йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Ҫул ҫитменнисене преступлени тума явӑҫтарнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 150-мӗш статйипе явап тытарма пулать-ха. Уншӑн 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансем Мари Эл тӑрӑхне вӑрмана кӑмпана кайнӑ. Арӑмӗпе упӑшки Звенигово районӗнчи Липша ялӗ ҫывӑхӗнче чарӑннӑ та кӑмпа шырама тытӑннӑ.
Каҫ енне вӗсем ҫухалса кайнӑ. Ку хыпар ҫӑлавҫӑсем патне 18 сехет 7 минутра ҫитнӗ.
Арӑмӗпе упӑшки каялла кайма ҫул шыранӑ чухне вӗсен машини кӗрсе ларнӑ. Вӗсене пулӑшма Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫитнӗ. Тӑванӗсем те, 3 ҫын, вӗсене шырас ӗҫе хутшӑннӑ.
Мӑшӑра ҫав каҫах, 22 сехетре, тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вӗсене машинине кӑларма пулӑшнӑ, ҫул ҫине кӑларса янӑ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ «Вятка» автоҫулӑн 13-мӗш километрӗ тӗлӗнче «Татнефть» автозаправки хыҫӗнчи вӑрман тӗлӗнче тупнӑ арҫын камне пӗлесшӗн. Вилене утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Сӑнпа пӑхсан арҫын — 50-60 ҫулсенче, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Вӑл кӑвакрах сӑрӑрах курткӑпа, сӑрӑ кӗпепе, ҫутӑ кӑвак футболкӑпа, кӑвак калпакпа, симӗҫ шӑлаварпа, резина атӑпа пулнӑ. Аллине сехет ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл тӗрлӗ эмел: индовазин, ортофен, мидокалм — илнӗ. Унсӑр пуҫне чӗлӗм туртмалли трубка тата табак пулнӑ. Спорт сумкине ҫава чикнӗ.
Арҫынна пӗлекенсене (8352) 24-21-14, 8-917-675-55-56 е 02 (102 – карас телефонӗсемпе) шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Европӑри вӑрмансем сахалланса юлнишӗн чи малтанах этем яваплӑ. Кивӗ тӗнчере ҫын ури пырса пусман вӑрман тупма май ҫук ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра кунта аркатаканӑн утти ҫеҫ мар.
Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн упранса юлнӑ лаптӑкӗсене час-часах уйрӑм майпа хӳтлӗхре усраҫҫӗ, ҫыннисем те унта ытларах ырӑ шухӑшпа килеҫҫӗ.
Хӑй тӗллӗн ӳссе ларнӑ вӑрман лаптӑкӗ Европӑра пурӗ 27 ҫеҫ шутланать, анчах та юлашки ҫулсенче ырӑ туртӑмсене те асӑрхама пулать, сӑмахран, тискер чӗрчунсем таврӑнаҫҫӗ, вӑрман лаптӑкӗсем те ӳсеҫҫӗ.
Европӑра халӗ чи пысӑк «вӑрман утравӗсем» Раҫҫейре, Финляндире, Швецире, Норвегире тата Румынире сыхланса юлнӑ.
Ормьернкампен — Норвегири чи пӗчӗк наци паркӗ, вӑл Ослоран 200 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле Гёусдал коммунӑра, Оппланн хвӳлкӗре (Норвегири администрациллӗ пайланӑвӗн ячӗ; облаҫпе тан) вырнаҫнӑ. Парк лаптӑкне чӑрӑш вӑрмансем йышӑнаҫҫӗ, кӳлӗсемпе шурлӑхсем пур.
Кунта Норвегире урӑх ниҫта та тӗл пулман ӳсентӑрансене курма пулать, ҫакӑнпа вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать те.
Финляндишӗн вӑрмансем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын хурамапа ҫӑка каснӑ. Йывӑҫ каснине лесник асӑрханӑ. Вӑрах тӑхтамасӑр вӑл вырӑнти йӗрке хуралҫисене евитленӗ. Лесник ӗнентернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене касма никама та никам та ирӗк паман.
Пакунлисем вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, каснӑ. Пурӗ 11 йывӑҫ туни тӑрса юлнӑ. Оперативлӑ тӗпчев ӗҫченӗсем машина ҫулӗпе кайса утара ҫитсе тухнӑ. Унӑн хуҫи 57 ҫулти арҫын иккен. Йывӑҫсене вӑл кил тӗрӗшре кирлӗ тесе каснине йышӑннӑ. Вӑрман хуҫалӑхне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Халӗ утарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа килӗшӳллн ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать е — 100 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама.
Чӑваш Енре хальлӗхе вӑрмана кайма юрамасть. Ку чару ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗччен вӑйра пулӗ-ха.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чарусене Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Кире, Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Шӑмаршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне лесничествисенче пӑхӑнмалла.
Вӑрмана кӗме юрамасть кӑна мар, унта массӑллӑ мероприятисем ирттерме, транспортпа пыма та юрамасть. Ку пурте усӑ куракан ҫулсене пырса тивмест.
Ҫулла ҫитсен халӑх ҫутҫанталӑкра канма юратать. Анчах хӑшӗсен хӑйсем хыҫҫӑн йӑлари хытӑ каяш пӑрахса хӑварас йӑла пур.
Утӑ уйӑхӗн 8 тата 11-мӗшӗсенче Изьяр кӳлли тавра тирпей-илем кӗртме пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ кӳлӗ Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн шутланать. Вӑл лесничествӑн ҫурҫӗр участокӗн 50-мӗш кварталӗнче пуҫтарӑннӑ.
Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ акцие «Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗ» бюджет учрежденийӗ, «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ тата «ВТБ» банкӑн Шупашкарти операци офисӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 30 ҫын пуҫтарӑннӑ.
Экологи акцийӗн вӑхӑтӗнче 16 кубла метр каяш пухнӑ. Ятарлӑ техникӑна «Заволжье» МУП ятарлӑ техника уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре вӑрмансемпе усӑ курасси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Ку хыпара РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ. Саккун проектне Йӗпреҫ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ саккунта хӑш вӑрманти хӑрӑк турата пухмалли ҫинчен ҫынсене пӗлтермеллине палӑртнӑ. Хыпара Чӑваш Ен Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви хӑйӗн сайтӗнче тата вӑрман хуҫалӑхӗсенчи стендсем ҫинче пӗлтерме тивӗҫ. Лесничийсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене пӗлтермелле.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑрмансенчи хӑрӑк турата ҫынсене пуҫтарма ирӗк пачӗҫ. Саккуна федераци шайӗнчех йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |