Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.
Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.