Шупашкарта пурӑнакан, шкула ҫӳрекен пике ҫулла укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ. Анчах хӑйне евӗр «ӗҫ» тупнӑ вӑл.
Хӗр спайса пӗр вырӑнтан теприне куҫарнӑ. Унтан ӑна туянакана илнӗ. Вӑрттӑн вырӑнсен паллисене пике тӗнче тетелӗнчен пӗлнӗ. Кун пирки ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» хыпарланӑ.
Хӗр наркотике вырӑнтан вырӑна куҫарнӑшӑн 100 тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ. Анчах ҫур ҫултан ӑна оперативниксем тытса чарнӑ. Наркополицейскисем 52 грамм наркотик туртса илнӗ.
Суд шкул ачи тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна ирӗкрен 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха хӑтарнӑ. Ку вӑхӑта вӑл юсанмалли колонире ирттерӗ. Анчах ӑна «ӗҫпе тивӗҫтерекен» ҫын ирӗкре-ха. Халӗ ӑна шыраҫҫӗ.
Египетри журналист хӑйӗн тин ҫуралнӑ ывӑлне Путин ят панӑ. Вӑл хӑйӗн савӑнӑҫӗ пирки халӑх тетелӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Каир хулинче пурӑнакан Моамен Мухтар хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне Фейсбука вырнаҫтарнӑ. «Ку манӑн ывӑл Путин», — тесе ҫырнӑ вӑл сӑнӳкерчӗк айне.
Журналист ывӑлӗ валли мӗншӗн кунашкал ят суйланӑ? Ҫакна вӑл ҫапла ӑнлантарнӑ: «Владимир нумай, Путин вара пӗрре ҫеҫ».
Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем Египетри журналиста ача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ. Ывӑлӗ пысӑк ҫын пуласса шанаҫҫӗ вӗсем.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкекре Volkswagen Polo урапа хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ "ВАЗ-111930"-на пырса тӑрӑннӑ. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулхи ывӑлӗ пулнӑ. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ кӑштахранах ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗррине пӗлтернӗччӗ.
17 ҫулхи каччӑна 15 пин тенкӗ штрафланӑ. Вӑл правасӑр-мӗнсӗр ҫула тухнӑ пулнӑ.
Машинӑпа ҫула тухма ирӗк панӑшӑн ашшӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлӗ инкеке лекнине федераци МИХӗсем те пӗлтернӗ, ҫав шутра - 1-мӗш канал та.
Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пирӗн республикӑра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференци иртнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер конференцине килнӗ хӑнасемпе тӗл пулнӑ.
Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче паллӑ медицина ӗҫченӗсем пирӗн тӑрӑхра медицина ҫӳллӗ шайра аталанса пынине каланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Чӑваш Енре тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ пепкесен вилеслӗхӗ пачах ҫук тесен те йӑнӑш мар. «Республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ ача ҫураласлӑх, нумай ҫул пурӑнакансен йышӗ ӳссе пырать», — тенӗ маларах асӑннӑ хыпарта.
Чӑваш Енри тепӗр ырӑ тӗслӗх пирки те чарӑнса тӑнӑ Михаил Игнатьев. Пирӗн тӑрӑхра тӑлӑха юлнӑ ачасене ҫемьесем усрава йышлӑн илеҫҫӗ, вӗсене кил ҫемье ӑшши параҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ тӗслӗхсем пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйту ӑна самай хумхантарать, мӗншӗн тесен кунашкал тӗслӗх сайра тӗл пулмасть.
Ҫулла ҫынсем чӳречесене уҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере республикӑра ҫул ҫитмен икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗх Муркаш районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑри ача халӗ реанимацире выртать. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ.
Тепӗр тӗслӗх Канашра пулнӑ. Унта, шел те, ача вилнӗ. Вӑл нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ӳкнӗ. 10 уйӑхри пепке сывлама чарӑннӑ.
Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ.
Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗ Алена Павлова (хӗр чухнехи хушамачӗ Кириллова) пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ. Ӗҫтешӗсем ачисене, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1 тултарнӑ Кристинӑпа Вероникӑна тата 3-ри Кирила, кайса курнӑ, парнесемпе савӑнтарнӑ.
Ачасем валли парнесем туянмашкӑн ПТРК ӗҫченӗсем укҫа пухнӑ. Хӗрачасем валли велосипед, асли валли самокат, «Лего» туяннӑ. Ытти теттесем те, пылак ҫимӗҫ те илсе килнӗ вӗсем.
Ачисем ашшӗпе ӳсеҫҫӗ, кукамӑшӗпе кукашшӗ пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ачасемшӗн амӑшӗ — кукамӑшӗ. Хӗрачасем амӑшне аса илтереҫҫӗ. Кристина Аленӑ пекех. Халӗ ачасем утма хӑтланаҫҫӗ.
Йывӑр самантра ҫемьене ҫынсем пулӑшнӑ. Аленӑпа университетра ӑс пухнӑ ҫамрӑксем укҫан пулӑшнӑ. Аленӑн амӑшӗ Валя Езюковӑна, Кирилӑн хреснамӑшне, уйрӑмах тав тунӑ. Вӑл пуҫарнипе ҫамрӑксем укҫа пухнӑ
Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи.
Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров.
Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ.
Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ.
Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах.
«Контактра» халӑх тетелӗнче ачасем ӑсталанӑ чи лайӑх ӗҫе суйлаҫҫӗ. «Манӑн чӑваш сувенирӗ» конкурса Чӑваш Енри 150 ытла ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Халӑх тетелӗнче вӗсемшӗн сасӑлама пулать. Ҫак ссылкӑпа куҫмалла: https://vk.com/yasnatur?w=wall-113226386_71. Ачасене ӳсӗмне кура тӑватӑ категорие уйӑрнӑ: 7 ҫул тултарманнисем, 8-11 ҫултисем, 12-14 ҫултисем, 15-17 ҫултисем. Ҫапла ачасем хатӗрленӗ ӗҫсен тӑватӑ альбомне хатӗрленӗ.
Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен 18 сехетчен иртет. Шкулта вӗренекен тата ача ҫурчӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансен хушшинче иртекен конкурс хӗллех пуҫланнӑ. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансен «Ясна» этноэкологи комплексӗнче 20 процент йӳнӗрехпе канма май пур. Кашни ушкӑнра мала тухнисене тата тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра ҫӗнтернисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пухӗҫ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра пулмалла.
«Ача-пӑча Акатуйне» йӗркелекенсем чӑвашсен ырӑ йӑлине тӗпе хурса ирттересшӗн. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне (фольклор, халӑх тата эстрада сӗмӗллине те хаклӗҫ), «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурсене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗ.
Фестиваль-конкурса хутшӑнас текенсенчен Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ кӑмӑл пуррине палӑртакан ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать. Вӗсене О. Беспалов урамӗнчи 2 «а» ҫурта ҫитерсе те, rovesnik@cbx.ru электрон пуштӑпа та ярса пама юрать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-04-66.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Фёдорова Ольга Фёдоровна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Леонтий Алексеевич, журналист-публицист ҫуралнӑ. | ||
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист вилнӗ. | ||
| Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |