Шупашкарта пурӑнакан Жанна хусканупа тӗрев енчен сусӑр. Кашни утӑм уншӑн – чӗр нуша. Хӗрача кавир ҫинче гимнастика этючӗ туса ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнать, вӑл конкурссен лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Жанна ҫак этюда Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Алсу юрлакан «Право на мечту» юрӑпа тӑвать. Ҫакӑ ӑна хавхалантарать те. Хӗрача Алсу чӗрӗлле юрланӑ чухне ҫакна тума ӗмӗтленнӗ.
Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «Пирӗштие – парне» ыркӑмӑллӑх фончӗ Алсупа ҫыхӑннӑ. Юрӑҫ хӗрачан ӗмӗчӗ пирки пӗлсен ӑна хӑйӗн патне хӑнана чӗннӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Жаннӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ.
Юлашкинчен юрӑҫ мечӗк ҫине ҫапла ҫырнӑ: «Ӗмӗтӳсем пурнӑҫланччӑр». Жаннӑна юрӑ ӑшӑтать, хавхалантарать. Юрӑҫпа тӗл пулни ӑна малалла талпӑнма вӑй парасса шанать Алсу.
Кирилл Степанов мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Унӑн – мрамор чирӗ. Ӑна шӑмӑ сӑссине куҫарса лартнӑ, химиотерапи тунӑ.
Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫичӗ ҫулти арҫын ача тахҫанах пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак кунсенче вӑл нимеҫӗсем пулӑшнипе пуйӑса ларса пускӑчсене пуснӑ, транспорта ҫӳреттернӗ. Паллах, Кирилпа юнашар машинист Александр Бологов пулнӑ.
Палӑртмалла: нумаях пулмасть Раҫҫейре йывӑр чирлӗ ачасен тата ватӑсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан проект хута кайнӑ. Вӑл «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ятлӑ. Пӗрремӗш ӗмӗт Шупашкарта пурнӑҫланнӑ. Телейлисен йышне шӑпах Кирилл кӗнӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын хӗрачана лифтра тапӑнни пирки хыпар сарӑлнӑччӗ. Хӑш-пӗри ҫакна ӗненмерӗ, сас-хура кӑна тесе йышӑнчӗ.
Анчах ку чӑнах та пулнӑ иккен. Ҫав арҫынна тытса чарнӑ, арестленӗ. Вӑл – Красноармейски районӗнчен, ҫав кун Шупашкарта пулнӑ. Хайхискер киревсӗр ӗҫ тунине тунман.
Авӑн уйӑхӗнче ҫакскер нумай хваттерлӗ ҫуртӑн лифтне кӗнӗ, унта вӑл пӗчӗк хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ, унтан тарса ҫухалнӑ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, вунӑ ытла суд экспертизи ирттернӗ.
Ача пахчишӗн тӳлев нумайран та 31 процент ӳсӗ. Проект постановленине паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ырланӑ.
Ача ушкӑна 3-5 сехет ҫӳрет тӗк ашшӗ-амӑшӗн кунне 71 тенкӗ (унччен 54 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 8-10 сехетшӗн тӳлев 93 тенкӗрен 123-е ҫитӗ. Шӑпӑрлан ача пахчинче кунӗпех пулӗ тӗк 150 тенкӗ кӑларса хумалла. Ку, унчченхипе танлаштарсан, 35 тенкӗ нумайрах. Ача талӑкӗпех юлсан 158 тенкӗ тӳлемелле (унччен 120 тенкӗ пулнӑ).
Ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ укҫан пысӑк пайӗ ачасене ҫитернӗ ҫӗре тӑкакланать. Унчченхи тӳлев шӑпӑрлансене ҫителӗклӗ ҫитерме май паман, ҫавӑнпа ӑна хӑпартма йышӑннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, парламентӑн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫин ҫумне нумаях пулмасть суйланнӑ Александр Андреев тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен Шупашкарти центрӗнче пулнӑ. Учреждени пуҫлӑхӗ Леонид Читнаев ӑна центр ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ, кӑтартса ҫӳренӗ. Александр Андреев «История Чувашии — история детского дома» (чӑв. Чӑваш Ен историйӗ — ача ҫурчӗн историйӗ) музейпа паллашнӑ.
Центрта паян — 16 ача. Учреждени пуҫлӑхӗ ачасене вӗренме тата пурӑнма мӗнпур услови туса панине ӗнентернӗ. Александр Андреев пӗчӗкскерсене чӑн-чӑн ҫын туса ӳстерме центр тӳпе хывнине палӑртнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Андреев депутата, вӑл — Раҫҫейри коммунистсен партийӗн пайташӗ, учрежденин попечительство канашне ертсе пыма сӗннӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин республикӑра тин ҫуралнӑ ачасен пурнӑҫне ҫӑлас тӗллевпе бэби-бокссем вырнаҫтарма сӗннӗ. Тӳрех палӑртмалла: кунашкал бокссем чылай регионта пур, ҫав шутра – Тутарстанра та.
Бэби-бокссем чӑннипех те кирлӗ. Кӑҫал ав республикӑра амӑшӗсем тин ҫуралнӑ виҫӗ ачана вӗлернӗ. Кунашкал тӗслӗх Шупашкарта иккӗ пулнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – пӗрре. Пӗлтӗр вара пӗр амӑшӗ ачана вӗлернӗ.
Аса илтерер: авӑнӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Б.Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап проводӗнче ача виллине тупнӑ. Амӑшне, 17-ри студенткӑна, тӳрех тупнӑ. Вӑл хӗр пӗрчине ҫуратнӑ та тухса пенӗ.
Бэби-бокса амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине анонимлӑ майпа килсе хума пултарать. Вӑл – ачана ҫӑлмалли вырӑн. Килсе хунӑ пепкене тухтӑрсем илӗҫ, сывлӑхне тӗрӗслӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 41 ача вилнӗ. Вӗсенчен 30-шӗ – 1-17 ҫулсенчисем (путса вилекенсем, ҫул ҫинчи аварире шар куракансем, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнисем, электричествӑна пула сывлама пӑрахнисем тата ытти сӑлтава пула вилнисем), 11-шӗ вара ҫулталӑк та тултарманнисем.
Ытларах чухне ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула шар кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхре аслисем эрех ӗҫни паллӑ. 41 ачаран нумайӑшӗ сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тин ҫуралнӑ ачасене урама кӑларса ывӑтнӑ тӗслӗхсем - чӑннипех те тискер. Б.Хмельницкий урамӗнче 17 ҫулти хӗр ачине ҫуратнӑ та ҫӳп-ҫап проводне пенӗччӗ. Пӗчӗкскер унта вилнӗ, амӑшне вара часах тытса чарнӑ.
Ҫӳп-ҫап сортламалли станцисенче ав тепӗр икӗ ачана тупнӑччӗ. Вӗсем те – тин ҫуралнӑскерсем.
Каллех – хурлӑхлӑ хыпар… Паян, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче ачана машина вилмеллех ҫапса кайнӑ.
11 ҫулти арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Ӑна машина ҫапса кайнине ҫынсем те курнӑ. Водитель чарӑнса ачана пулӑшу паман, часрах вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
11 ҫулти арҫын ача йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек пулнӑ вырӑна ҫул-йӗрпе патруль службин пилӗк машини, васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ.
Халӗ ачана ҫапса хӑварнӑ водителе шыраҫҫӗ.
Ӗҫри черетлӗ кану вӑхӑтне палӑртнӑ чухне нумай ачаллисен приоритетлӑ ирӗк пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ытти ӗҫтешӗн, пӗр-икӗ ачаллисемпе ача-пӑчасӑррисен е ачисем ӳснисен, хӑҫан канассине вӗсен кӑмӑлне кура палӑртма тивӗ.
Раҫсей Президенчӗ Владимир Путин федераци шайӗнчи саккуна алӑ пуснине Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви паян пӗлтернӗ.
Саккунта сӑмах 12 ҫулчченхи виҫӗ е ытларах ача ӳстерекенсем пирки пырать. Ҫулталӑкри черетлӗ кану вӑхӑтне вӗсем хӑйсене меллӗ вӑхӑтра илме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре, сӑмах май, нумай ачаллисем — 12499 ҫемье. Ку вӑл — кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ телне илсен. Иртнӗ ҫулхи ҫав тапхӑртинчен йыш 6,9 процент нумайланнӑ, 2011 ҫултинчен — 50,4 процент.
Ыран, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти ача ҫуртне йыхравлаҫҫӗ. Унти «Малютка» ача ҫуртӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртрӗ. Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланмалла.
Калинин район администрацийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттересси йӑлана кӗнине тата унӑн усси пысӑккине палӑртаҫҫӗ. Мероприяти ача ҫурчӗ пуррине, тата тӗрӗсрех каласан, тӑлӑхсене ҫемье ӑшши кирлине аса илтерет.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче ачана ҫемьене йышӑнас йӗркепе паллаштарӗҫ. Мӗнле документсем кирли, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумалли таранах ӑнлантарӗҫ.
«Малютка» ача ҫуртӗнчи тӗл пулӑва ҫемьене пепке илес шухӑшлӑ мӗн пур ҫын хутшӑнаять.
Ача ҫурчӗ Шупашкарти Мир проспектӗнчи 36-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |