Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Чӑваш халӑх сайчӗ — ҫак конкурсра парнесемпе тивӗҫтерекенсенчен пӗри.
Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ картинӑсем парнелес шухӑшлӑ, ҫавна май сирӗнтен сӑнӳкерчӗксем йышӑнма хатӗр. Вӗсем пичете юрӑхлӑ пулмалла, сӑнра тӑван тавралӑха ӳкерни пулсан аван.
Сӑнӳкерчӗке np@chuvash.org адреспа ярса панӑ чухне палӑртмалла:
- кам ӳкернӗ;
- ӑҫта ӳкернӗ (район, ял, мӗнле вырӑн);
- хӑш вӑхӑтра ӳкернӗ (дата).
Сӑнӳкерчӗксене эпир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӳлевсӗр йышӑнатпӑр. Ӑна ярса пани пире вӑл сӑнӳкерчӗке пир ҫине пичетлесе картина тума ирӗк панипе, конкурс ҫӗнтерӳҫисене парнелеме килӗшнине пӗлтерӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн хаклав тапхӑрӗ пырать.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Тутарстанри наци шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене пухнӑ. Ҫавсем хушшинче чӑваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулнӑ. Хусанти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекенсем квалификацие ӳстермелли курса пуҫтарӑннӑ.
Юлташла тӗл пулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑннӑ. Ирина Трифонова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп яваплӑха хӑйсем ҫине чӑвашсем илнӗ». Мероприятие ЧНКА ӗҫтӑвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗҫтӑвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшӑннӑ.
Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарнӑ.
Вырсарни шкулне ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарнӑ.
Ҫухалнӑ ҫынсене шыракан «Лиза Алерт» ушкӑн Росстат пӗлтерни тӑрӑх шухӑша путаракан пӗр факт илсе кӑтартнӑ. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенчен 22,6 проценчӗн централизациленӗ канализаци ҫук иккен. Вӗсенчен чылайӑшӗн чавса тунӑ шӑтӑксемпе усӑ курма тивет.
«Пире, «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне, ку цифра уйрӑмах хумхантарать. Пирӗншӗн ку вӑл — гигина тата аталану ыйтӑвӗ ҫеҫ мар, ачасем хӑрушлӑха лекни те», — тесе ҫырнӑ шыравҫӑсем хӑйсен страницинче.
«Лиза Алерт» хастарӗсем шырама хутшӑннӑ ачасене ялти туалетсенче пӗрре кӑна мар тупнӑ иккен. Ун пекки шкул территорийӗсенче те пулнӑ.
«Лиза Алерт» 2018 ҫулта МИХсене лекнӗ тӗслӗхсене (чӑннипе ытларах пуль теҫҫӗ) илсе кӑтартнӑ:
— арҫын ача, 4 ҫулта, Брянск облаҫӗ (шкул туалечӗ),
— хӗрача, 16 ҫулта, Ростов облаҫӗ,
— арҫын ача, 10 ҫулта, Свердловск облаҫӗ,
— арҫын ача, 6 ҫулта, Волгоград облаҫӗ,
— арҫын ача, 2 ҫулта, Самар облаҫӗ,
— арҫын ача, 7 ҫулта, Ӗрӗнпур облаҫӗ,
— арҫын ача, 4 ҫулта, Волгоград облаҫӗ…
Инкек ан пултӑр тесен асӑрханма: туалет шӑтӑкне пӗчӗк тума, ача-пӑча пули-пулми кӗрсе каясран питӗрсе тӑратма т.
Шупашкарта 42 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Юсанмалли учрежденире ӗҫлекенскер лифтсенче хӗрачасене тапӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртӑн лифтӗнче вӑл, Красноармейски арҫынни, 11 ҫулти хӗрачана ҫулӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ, хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ҫак арҫын ытти преступление туни те ҫиеле тухнӑ. Унран пӗтӗмпе 10 ача шар курни паллӑ пулнӑ.
Каласа хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗпченӗ май 1 пин 250 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, тӗрлӗ йышши 80 ытла экспертиза ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫ тишкерӗвӗ 35 томлӑ пулса кайнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемен – парӑм 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗн ачисене укҫан пулӑшмалла.
Приставсем ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ, анчах кӑлӑхах. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра та янӑ – усси пулман. Арҫынна 2018 ҫул вӗҫӗнче административлӑ майпа явап тыттарнӑ: 60 сехет ӗҫлеттермелле те тунӑ. Ҫапах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман.
30 ҫулти арҫыннӑн ҫапла майпа пысӑк парӑм пухӑннӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ ҫеҫ ӑна вырӑнтан хускатнӑ. Темиҫе кунтан ҫакскер районти уйрӑма пынӑ та суд приставӗсене парӑма пӗтӗмпех татнине ӗнентерекен хут кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ.
Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман.
«Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ.
Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур.
Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри мӗнпур ачаран ҫуррине ытла, тӗрӗсрех 65 процентне, каникулти пушӑ вӑхӑтра усӑллӑ канма май туса парӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов республика хыснинче 100 пин ытла ача валли кӗмӗл пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура вӑл бюджетран 470 ытла миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ.
Профиль сменӑшӑн путевка хакӗ 16 464 тенкӗ пулӗ, сиплев путевки – 14 962 тенкӗ.
Кӑҫал профиль сменӑсене пурӗ 16 уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 1 пин ытла ача канӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире тӑракан ачасене те манма хушман. Ун пеккисен 20 процентӗнчен кая мар йышне ҫуллахи вӑхӑтра кантарма май тупмалла. Ҫапла хушнӑ республика ертӳҫи.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ.
Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ.
Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ.
«Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутра Шупашкарти Ленин районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫулӑн 648-мӗш ҫухрӑмӗнче, ГАЗ автомобиль 9 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, малти машинӑран иртсе каяс тесе вӑл ҫул хӗррине тухнӑ. Ҫавӑнта кӗтмен ҫӗртен хӗрарӑмпа икӗ ача тухса тӑнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ-мӗн. Водитель ҫынсем ҫине кӗрсе каяс мар тесе хӑвӑрт чарӑннӑ, ҫапах хӗрачан урине лекнӗ.
Хӗрачан ури хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водителе вара административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Халӗ авари тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |