Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. 19 сехет те 45 минутра пушарнайсем патне Юханшыв бульварӗнчи 4/1-мӗш ҫуртра пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗрремӗш хутра алхаснӑ.
Питӗ шел, пушарта икӗ ача вилнӗ. Асли, хӗрача, 4 ҫулта, кӗҫӗнни, арҫын ача, 1 ҫул та 7 уйӑхра пулнӑ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ачасем ҫулӑмран ҫӑлӑнма тӑрӑшнӑ, анчах питӗрӗнчӗк алӑка уҫайман, чӳречене ҫӗмӗреймен», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата.
Пушар вырӑнне следователь-криминалистсем ҫитнӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пулни пирки официаллӑ хыпарта нимӗн те пӗлтермен. «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем ҫак пулӑма сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ вӑхӑтлӑха тухнӑ пулнӑ. «Контактра» сӳтсе явнине ӗненес тӗк, ачасене кӳршисем илсе тухнӑ, анчах тухтӑрсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман. Ҫав вӑхӑтра, ачасене ҫӑлнӑ чухне, ашшӗ-амӑшӗ подъезд умӗнче пирус туртса тӑнӑ. Вӗсем ҫав кун эрех ӗҫкеленӗ имӗш. Анчах ку, хальлӗхе, сас-хура кӑна-ха.
Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.
Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.
Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.
Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача.
Канаш районӗнче пурӑнакан арҫынна, ачана тапӑннӑскере, суд юсанмалли колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл килте ӳсӗр пулнӑ. 5 ҫулти хӗрачан амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ, ку вара пӗчӗкскере тапӑнса ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви вӑхӑтӗнче хӗрачапа психика-диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрне ҫӳрекен шӑпӑрлансем пӗлтӗрхи ҫуллахи пӗр кунхине харсӑрланнӑ. Урама уҫӑлма илсе тухнӑскерсем веранда хыҫне кайнӑ та ача пахчин картин леш енче ларакан машинӑна чулпа пеме тытӑннӑ. Автомобиль сигнализацийӗ темиҫе хут та ӗҫлесе кайнӑ. Пӗчӗкскерсем пӗрех чарӑнман.
Кантӑка ватни, сӑрӑна сиенлени пирки транспорт хуҫи пакунлисене пӗлтернӗ. Полици машинӑна ача пахчине ҫӳрекен икӗ шӑпӑрлан сӑтӑр кӳнине палӑртнӑ.
Машина хуҫи пӑтӑрмах пирки судах ҫитнӗ. Унта вӑл тӑкака ача пахчинчен шыраса илме ыйтнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшне те ответчик евӗр тунӑ. Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ тӑкака ача пахчинчен шыраса илме йышӑннӑ. Шӑпӑрлансем ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ-ҫке, ашшӗ-амӑшӗпе мар.
Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗ ялӗнче пурӑнакан ачасем чӑваш, тутар, вырӑс, удмурт ташшисене ташлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак ӑсталӑха асӑннӑ ялти культура ҫуртӗнче хӑнӑхтараҫҫӗ.
Учреждени ертӳҫи Тамара Петрова Тат.медиа кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ачасен юрӑ-ташӑ кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем халӑх музыка инструменчӗсемпе калаҫҫӗ, театр кружокне ҫӳреҫҫӗ.
«Эпир чӑваш ташшисене вӗренетпӗр кӑна мар, ытти халӑх культурине те аталантаратпӑр. Нумаях пулмасть выляса илнӗ 100 пин тенкӗ укҫапа наци тумтирӗсене ҫӗлеттертӗмӗр», — тесе каласа кӑтартнӑ культура ҫурчӗн ертӳҫи.
Ҫӗнӗ тумтирпе Чӑваш Киштекӗнчи ачасем сцена ҫине тухнӑ та ӗнтӗ.
Тат.медиа Пӑва районӗнче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑннине пӗлтернӗ. Унта нумаях пулмасть куҫса пынисем те пур иккен. Вӗсем пурте туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 11 сехет те 55 минутра оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар килнӗ: арҫын ача кӗрт ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑй тӗллӗн тухаймасть. Ҫав вӑхӑтра иртен-ҫӳрен те курӑнман.
Ҫӑлавҫӑсем, В.Г.Васильев смена пуҫлӑхӗ тата А.Ю.Гавриловпа В.Н.Трутнев, кӑтартнӑ адреспа - «Октябрь: 50 ҫул» урама - ҫийӗнчех ҫитнӗ. Чӑнах та, арҫын ача гараж тӑрринчен юр ҫине сикнӗ те пилӗкӗ таран кӗрсе ларнӑ, ниепле те тухайман. Ҫӑлавҫӑсем юра кӗреҫепе сирнӗ, арҫын ачана «тыткӑнран» кӑларнӑ.
Ача пулӑшнӑшӑн вӗсене тав тунӑ
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Ҫав самантра салонра 19 ача пулнӑ.
Юрать, ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пур пассажир та хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, аварире никам та аманман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, светофор умӗнче шкул автобусӗн 56 ҫулти водителӗ тимлӗхне ҫухатнӑ та малта пыракан «Шкодӑна» пырса тӑрӑннӑ. Икӗ транспорт та кӑштах сиенленнӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем авари пирки хут ҫине ҫырнӑ хыҫҫӑн автобус малалла кайнӑ. Вӑл Йӗпреҫ поселокӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енри ачасене ҫуллахи вӑхӑтра канма кайма путёвкӑсем пама пуҫлӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявленисене пӗрлехи автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Ҫак ӗҫ тӑватӑ тапхӑрпа пулса пырӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче социаллӑ центрсем йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчен заявленисем йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Канаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ывӑл-хӗрӗ пурӑнакан шкулсенче ыйтса ҫырайӗҫ; ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкар хулинчисен заявленийӗсене шкулсенче йышӑнӗҫ; ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн — ытти мӗнпур районпа хулара.
Хула тулашӗнчи уйлӑхра 21 кну канма 14 962 тенке ларать, санатори-уйхлӑхра талӑкри хак — 935 тенке, хула тулашӗнчи уйлӑхсенчи профильлӗ сменӑсенче пӗр талӑкшӑн — 784 тенке. Ашшӗ-амӑшне путёвка хакӗ пӗр пайне ҫеҫ тӳлеттерӗҫ. Тупӑша кура — 5 процентран пуҫласа 50 процент таран.
2007 ҫулта Президент пепкелӗх центрӗнче 690 грамм таякан, 35 сантиметр тӑршшӗ арҫын ача ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна 26-27 эрнере ҫуратнӑ. Ҫак тӗслӗхе тухтӑрсем астуса юлнӑ, мӗншӗн тесен пепкен пурнӑҫӗшӗн самай кӗрешме тивнӗ.
Ача реанимаци уйрӑмӗнче пӗр уйӑха яхӑн выртнӑ, ӑна искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пепке 1500 грама ҫитсен вӑл суккӑр ан юлтӑр тесе операци тунӑ. Тухтӑрсем пирӗн патра кунашкаллине пӗрремӗш хутчен тунӑ.
Ҫак арҫын ача халӗ мӗнле пурӑнать-ши? Халӗ вӑл 4-мӗш класра вӗренет, виҫӗ чӗлхепе ҫӑмӑллӑнах калаҫать. Арҫын ача тантӑшӗсенчен нихӑш енӗпе те юлмасть.
Палӑртмалла: 2018 ҫулта Президент пепкелӗх центрӗнче 361 ача вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ. Вӗсенчен 47-шӗ 1000-1500 грамм тайнӑ, 36-шӗ вара – 500-1000 грамм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |