Комендант сехетне пӑхӑнманнисене штрафлама пуҫласшӑн. Прокуратура тата ЧР ШӖМӗ ҫакна регион шайӗнче йышӑнасшӑн. Ку ыйтӑва ӗнер республикӑри прокуратурӑра иртнӗ коллеги ларӑвӗнче ҫӗкленӗ.
ШӖМ палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӗрле тунӑ преступленисен йышӗ ӳсет. Айӑпӗ ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссин ҫӗрле полиципе рейда тухас килменнинче те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ачасем 23 сехет хыҫҫӑн та урамра ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла унашкал 100 ытла ачана общество вырӑнӗсенче асӑрханӑ. Республикӑра куншӑн штрафламаҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте вара ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Чӑваш Енре те штрафлама сӗннӗ.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ку сӗнӗве ырланӑ. Вӑл саккун проектне хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫулла ачасене 23 сехетчен, ытти чухне 22 сехетчен ҫӳреме ҫеҫ ирӗк парасшӑн.
Ҫӗркаҫ Етӗрне районӗнчи Кӗҫӗн Чутай ялӗнче ҫулталӑк та тӑхӑр уйӑхри ача ҫухалнӑ. Шӑпӑрлан асламӑшӗпе аслашшӗ патӗнче пулнӑ. Ӗнер, каҫхи 17 сехет те 17 сехет тӗлӗнче, вӑл кил умӗнчи хӑйӑр купи ҫинче выляса ларнӑ. Тахӑш самантра аслисем йӑпӑртлӑха пӗччен хӑварнӑ. Ҫав самантпа усӑ курса пӗчӗкскер куҫӗ ӑҫталла курать, ҫавӑнталла утнӑ.
Шикленсе ӳкнипе аслисем пакунлисене пӗлтернӗ. Инкек пулнӑ вырӑна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем, полицейскисем, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин вырӑнти специалисчӗсем, тӳре-шара, «Лиза Алерт» шырав отрчӗн хастарӗсем, пӗр ял ҫыннисем пухӑннӑ. Пурте ачана шыранӑ. Паян ирхине, 8 сехет те 30 минутра, ялтан инҫех мар утар патӗнче ача макӑрнине илтнӗ. Пӗчӗкскер ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пултаруллӑ ачасем валли центр хута ярасшӑн. Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ кӑна-ха.
Центр пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене пулӑшма, аталанма май парӗ. Физикӑпа математика, инженери, лингвистика вӗренӗвӗн аталанӑвӗн центрне тӑвасси, ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса вӗренекен ачасем валли профильлӗ сменӑсем, конференцисем, олимпиадӑсем ирттересси те планра.
Халӗ проекта пурнӑҫлама ӑҫтан укҫа уйӑрас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Учрежденин ҫул-йӗр карттине те хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне хӑйне евер ят панӑ – Добрыня. Ҫапла майпа ҫӗр ҫине Добрыня Никитич килнӗ. Ӑна Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.
Ку ят – вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир. Вӑл славян чӗлхинчен килнӗ, «ырӑ чунлӑ» тенине пӗлтерет. Сӑмах май, Добрыня Никитич чылай хулара пур, ашшӗ-амӑшӗ ачине ҫакнашкал ят пани питӗ сайра тӗслӗх мар иккен.
Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачасене ытларах Илья, Максим, Матвей, Михаил, Александр ят хураҫҫӗ. Хӗрачасен хушшинче Аня, Настя, Маша ятсем анлӑ сарӑлнӑ. Сайра тӗл пулаканнисен йышӗнче ҫаксем пур: Авелия, Алика, Аиша, Берта, Заряна, Каталея, Умар, Абдулло, Авдей, Аристарх, Гарик, Доминик.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче Кадет паркӗ уҫӑлнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен-ха. Унта хула ҫыннисем вӑхӑта хаваспах ирттереҫҫӗ. Тӗп хуламӑрта ҫук типӗ фонтан та ӗҫлет, ача-пӑчана выляса савӑнмалли лаптӑксем те пур, аслисем те унти илемпе киленме пултараҫҫӗ.
Анчах Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ парка япӑхлатакансем пирки хыпарлать. Ҫавна май вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисем валли ятарлӑ йӗрке ҫырса хатӗрленӗ, ӑна паркра ҫакса хунӑ.
Хулари тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексене таптаса пӗтернӗ, саксене ватнӑ, илемшӗн сарнӑ гранит ваккине сапаланӑ, пӗр чуччу ҫинчи 3-4 ача, ҫутӑ хунарӗсене тӗкӗнекенсем... Ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр ӳкерчӗк тӗл пулать иккен ҫӗнӗ паркра.
Шупашкарти 130-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Лев Гренадёрский Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑннӑччӗ. Кӑларӑм ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Халӗ 5 ҫулти ача Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра «Гид любитель. До 18 лет» номинацире тупӑшать.
Конкурса Раҫҫейри географи обществи йӗркелет. Унта хутшӑнакансен икӗ минута тӑсӑлакан ролик-видеоэкскурси ӳкерсе ярса памалла. Лев хутшӑнакан номинацие 600 ытла заявка панӑ.
5 ҫулти ача видеора Шупашкарти паллӑ вырӑнсем пирки сӑвӑласа каласа кӑтартать. Ӑна вӗсем амӑшӗпе ҫырнӑ. Лев Гренадёрские ҫӗнтерме пулӑшас килет-и? Youtube-канала кӗрсе курӑр. Жюри ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ чухне ролике миҫе ҫын пӑхнине, мӗнле хак панине шута илӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ Чӑваш кадет корпусне вӗренме кӗнисен малтанхи кунӗсем ют хуласенчи сборсенчен пуҫланчӗҫ.
8-11-мӗш классенчи ачасем ӗнер Пермьри кадет корпусне тухса кайрӗҫ. Паян вара 5-7-мӗш классенчисем Крыма самолетпа ирхи 5 сехетре вӗҫсе кайнӑ. Шупашкарти аэропорта ачасенчен хӑшӗсем ирхи 2 сехет валлиех ҫитсе тӑнӑ. Регистраци вӑхӑчӗ 2-рен 4-ччен пынӑ. Ҫавӑнпа ачасемпе вӗсене ӑсатакансен аэропорта ҫавӑн пек васкама тивнӗ.
Валентина Федорова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, самолет кӗтекен 199 ачаран пӗрисем сак ҫинче ҫывӑх ҫынни ҫине пуҫ хурса тӗлӗрнӗ, теприсем лагере кайма ятарласа вӗреннӗ девиза ҫине-ҫине кӑшкӑрнӑ, виҫҫӗмӗшсем кофе ӗҫнӗ.
Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ. Шупашкарти пляжсенче шыва кӗрекен, анчах тахӑш самантра путас патне ҫитнӗ ҫынсене ҫӳлти хӑват кӑна мар, ҫӑлавҫӑсем те пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫын тимлӗхне пула, вӗсем ӗҫе тимлӗ пурнӑҫланипе ҫирӗм ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вӗсене Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер ирпе ирттернӗ канашлура чысланӑ.
Тав хучӗсене Максим Нуржанов (вӑл 9 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра 6-шӗ — ачасем), Михаил Катмичев (7 ҫынна пулӑшнӑ, ҫав шутра 5 ача) тата Овсеп Тиранян (4 ачана шывран туртса кӑларнӑ) тивӗҫнӗ. Шупашкарта ятарласа уҫнӑ пляжсенче шӑпах ҫакӑн пек чӗрӗ те вӑр-вар ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра инкексене сирейнӗ. Маттурсене Алексей Ладыков тав тунӑ, хастарсен тӑрӑшулӑхӗ ҫынсен ҫемйисене куҫҫуль илсе килесрен асӑрханине палӑртса хӑварнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шупашкар-Сурски» автоҫуль ҫинче 9 ҫулти ачана таптаса кайнӑ. Инкек 18 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Нива» автомашина рульне тытса пынӑ 71 ҫулти водитель ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машинӑна вааскавлӑн та хӑвӑрттӑн чарса лартнӑ пулин те велосипедиста вӑл пырса тӑрӑннӑ.Аманнӑ арҫын ачана пульницӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май ҫакна та шута илмелле: 7-14 ҫулсенчи велосипедистсен тротуарсемпе, ҫуран ҫӳрекенсен тата велосипедистсен ҫулӗсемпе ҫеҫ ярӑнма юрать. Вӗсен ҫул хӗррипе, автомобиль ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк ҫук.
Ҫул ҫитменнисем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16-ӑн ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫав шутран 10 тӗслӗхӗнче ачасем суранланнӑ.
Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш Енри ӑслӑ ачана ырланӑ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пысӑк тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «ТВ Центр» телеканалпа эфира тухакан «Право знать» телекӑларӑмра вӗренӳпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ.
«Вӑтам пӗлӗве Мускавра ҫеҫ ҫӳллӗ шайра илме май пур-и?» ыйтӑва хуравланӑ май вӑл: «Мегаполис теме май ҫук центрсемех тӗнче шайӗнчи олимпиадӑсем валли чи лайӑх ачасене хатӗрлеҫҫӗ», — тенӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫапла регионсене асӑннӑ: «Вятка, Киров, Пермь, Екатеринбург, Чӑваш Ен». Унсӑр пуҫне вӑл «Шкулта астрономи ҫук пулин те Чӑваш Енри ача астрономи енепе пӗтӗм тӗнчери олимпиадӑра ҫӗнтернӗ», — тесе палӑртнӑ.
Кӑларӑмра учебниксен шутне, шалу шайне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |