Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Пӗчӗк Ульяна пулӑшнипе зубр ҫури Мулат Юманович ят илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.02.2019 15:54 | 1222 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Ульяна Салмина амӑшӗпе пӗрле Тӗкӗрҫ рашчин администрацийӗ патне вӑрӑм ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл зубр ҫури валли ят шыранине ҫырса кӑтартнӑ.

Ульянӑпа амӑшӗ 20 яхӑн ят сӗннӗ. Рашча администрацийӗн ӗҫченӗсене тӳрех иккӗшӗ килӗшнӗ: Мулат тата Юман. Мулат ятра зубр амӑшӗн саспаллисем пур: вӑл Мулана ятлӑ. Юман вара ҫирӗп сывлӑха кӑтартать. Чӑвашсем сывлӑха юманпа танлаштараҫҫӗ-ҫке-ха. Кунсӑр пуҫне юман – республикӑн символӗ. Ҫапла майпа зубр ҫури Мулат Юманович пулса тӑнӑ.

Рашча администрацийӗ пӗчӗк Ульянӑна 2019 ҫул валли календарь парнеленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемйипе зоопарка пӗр уйӑх тӳлевсӗр ҫӳрӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #ачасем, #чӗрчунсем, #ача пахчисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1273.60.9318
2019.02.12 19:11
Agabazar
Зубр пăрушĕ темелле пуль. Калăпăр, Зебра çури теместĕн вĕт, Зебра тихи теççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем