РБК.Стиль шутланӑ тӑрӑх, «Ютубри» Viki Show канал виҫӗ ҫул хушшинче 44 миллион тенкӗрен пуҫласа 54 миллион таран ӗҫлесе илнӗ. Паянхи кун тӗлне канала 5,4 миллион ҫын пӑхса тӑрать.
2016 ҫулта канала Шупашкарта пурӑнакан 5 ҫулти Вика Соловьева уҫнӑ. Халӗ вӑл 9-та. Малтанах хӗрача видеорозыгрышсем пичетленӗ, камера умӗнче хӑйне евӗр апат тутаннӑ, макияж тунӑ тата ҫулҫӳревӗсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Халӗ Вика «Ютуб» валли роликсем ӳкернисӗр пуҫне юрлать, Moscow Fashion Week компанире модельте ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче унӑн «Просто» ятлӑ юррине 34 миллион ҫын пӑхнӑ, ҫулла «Лето» юррипе 41 миллион ҫын кӑсӑкланнӑ.
Пӗлтӗр ҫак канал Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Викӑн Инстаграмри страницине 1,7 миллион ҫын пӑхса тӑрать. Ӑна хӗрача амӑшӗпе пӗрле тытса пырать. Сӑмах май, амӑшӗ Роза «Раҫҫей 24» каналпа чӑвашла хыпарсен кӑларӑмне ертсе пырать. Роликсене вара ашшӗ ӳкерме пулӑшать.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн управленийӗ пӗлтернӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, 12, 19, 65-мӗш маршрутсем валли турттаракансене шыраҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене https://chebzmo.rts-tender.ru/ сайтра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма тытӑнӗҫ.
12-мӗш маршрут валли 9 единица пӗчӗк класлӑ техника (унсӑр пуҫне 1 саппасра пулмалла) шыраҫҫӗ; 19-мӗш маршрут валли — 1 единица (1 саппас), 65-мӗш маршурт валли — 7 единица (1 саппас).
Муниципалитет маршручӗсемпе ҫӳрекенсене шырани пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ.
«Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ.
Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ.
Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять.
Чӑваш Енри тухтӑрсем 99 ҫулти кинемее операци тунӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынна «03» тытӑм пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Кинемейӗн чӗри хытӑ ыратнӑ, вӑйӗ пӗтнӗ. Тухтӑрсем васкавлӑн диагноз лартнӑ та кинемее операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 99 ҫулти ҫынна коронарографи туса ирттернӗ. Ку меслет юн тымарӗ хӑш тӗлте хӗсӗннине палӑртма май парать иккен.
Кинемей чӗринчи хӗсӗк юн тымарне стент лартнӑ. Операцие вырӑнти анестезипе (ыратми тунипе) ирттернӗ.
Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем операци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине, операци тума ҫул ҫул кансӗрлеменнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ кинемей хӑйне япӑх мар туять, ӑна киле янӑ.
Ҫак канмалли кунсенче Францире сӗтелҫи теннисӗ енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта Шупашкар пики хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ кӑна мар, ӑмӑртуран маттур хӗрача ылтӑн медальпе таврӑннӑ.
Ӑмӑрту Страсбург хулинче иртнӗ. Ҫамрӑк спортсменсем хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ кун хушши тӗрӗсленӗ. Унта Европӑри мӗнпур ҫӗршывран тенӗ пек хутшӑннӑ. Пурӗ 356 спортсмен ӑмӑртнӑ. Японири яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Анастасия Иванова (унӑн тренерӗ — Артем Уточкин) Японири Рин Менде спорстменкӑна 3:0 шутпа выляса илнӗ. Бронза медале Румынири Мэй Россу тивӗҫнӗ.
Пӗлтӗрхи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва та хутшӑннӑ вӑл. Ун чух бронза медале ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пӗлтӗр ҫавӑн пекех Шупашкарти Юлия Пуговкина та пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти кинемей ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче Шупашкарти право хуралҫисем патне персе ҫитнӗ. Вӗсене вӑл 20 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнине евитленӗ.
Ҫав кун вӑл Шупашкарти банксенчен пӗринчи банкоматра укҫа илнӗ. Урама тухса ун патне пӗр арҫын утса пынӑ. Алӑри укҫа тӗркине кӑтартса мул тупнине ӗнентернӗ. Укҫана кинемее те пама хирӗҫ мар-мӗн. Ватӑ ҫын ӗненнӗ те савӑннӑ курӑнать. Палламан арҫынпа вӗсем ҫын ҫӳремен вырӑна пӑрӑннӑ. Ҫав самантра вӗсем патне тепӗр арҫын персе ҫитнӗ. Ҫухалнӑ укҫа унӑн-мӗн. Паллӑ тунӑскер. Кинемее вӑл сумккине кӑтартма ыйтнӑ. Ватти турткалашса тӑман.
Палламан арҫынсенчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кинемей 20 пин тенкӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Ватӑ шухӑшланӑ тӑрӑх, сумкӑна ухтарнӑ хушӑра вӑрӑсенчен пӗри укҫана кӗсьерен кӑларса илме пултарнӑ.
Нумаях пулмасть преступниксене Тутарстанра тытса чарнӑ. Вӗсем ҫывӑхри ют ҫӗршывсенчен пӗринчен иккен. Ҫынсене унччен те ултанланӑскерсем маларах судпа айӑпланнӑскерсем пулнӑ.
Нумаях пулмасть, иртнӗ уйӑхра, Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Пепкен асламӑшне Жозефина тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл 70 ҫулта, Итали ҫынни. Кукашшӗ вара – Александр.
Ашшӗ-амӑшӗ аслӑ ӑрури тӑванӗсен ячӗсене тӗпе хурса хӗрачана ят панӑ: Александра-Жозефина.
Палӑртмалла: Жозефина – хрантсуссен Джозеф ята «хӗрарӑмлатни». Вӑл вара – авалхи еврейсен Иосиф ятран пулса кайнӑ. Александр – грек ячӗ.
Афганистан ҫынни миграци сакунне пӑснӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункт таран илсе ҫитернӗ.
Ют ҫӗршыв арҫынни, 32 ҫултискер, Раҫҫейре 10 ҫула яхӑн миграци саккуне пӑсса пурӑннӑ. Вӑл ҫак тапхӑрта Мускавра кун кунланӑ. Нумаях пулмасть Шупашкара тусӗ патне килнӗ. Шӑпах кунта вӑл миграци саккунне пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Судра арҫын айӑпне йышӑнман, хӑйне тӳрре кӑларнӑ: вӑл ӗҫленӗ, ҫавӑнпа тӑван ҫӗршывне кайман. Суд вара айӑплӑ тесе йышӑннӑ: 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Раҫҫейрен каймалла тунӑ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Ен тӗп хулин хаклӑ ҫыннисемпе хӑнисене» Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Салама Шупашкар хула администрацийӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ.
«Чӑваш Ен халӑхӗн пуян историйӗпе хӑйне евӗрлӗ культури Шупашкарпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. 550 ҫул хушшинче вӑл халӑх пурӑнакан пӗр пӗчӗк вырӑнтан республика тӗп хули таран ӳссе тӗрекленнӗ.
Паянхи Шупашкар – хӑватлӑ индустри центрӗ, унта республикӑн промышленноҫ комплексӗ вырнаҫнӑ. Унпа пӗрлех вӑл калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑрать», — тенӗ саламра.
«Хастар кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ ҫемьесем йышлӑланса пыччӑр, ашшӗ-амӑшӗ савса кӗтекен телейлӗ ачасем ытларах та ытларах ҫуралччӑр, вӗсенче – Атӑл ҫинчи хуламӑрӑн пуласлӑхӗ», — тенӗ Элтепер.
Шупашкара виле пытарма килекен хӗрарӑма самолета лартман. Пӑтӑрмах пирки «Baza» телеграм-канал пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм Мускавран «Победа» авиакомпани рейсӗпе ҫитме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫапла тума багаж кансӗрленӗ. Уншӑн тӳлемен иккен. Самолета лартманнине кура хӗрарӑм сумкӑри хӑш-пӗр япалана аэропортрах персе хӑварнӑ.
Вӑл хӑйне лартма макӑрса тата урипе тӑпӑртатса ӳкӗтлекен видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Апла пулин те вӑл ӳкӗте кӗртеймен. Хӗрарӑм сумкӑна пушатнӑ ҫӗре самолета авиапассажирсене лартса пӗтернӗ, гейт хупӑннӑ тесе ӑна ирттермен.
Виле пытарма килекен хӗрарӑм шӑв-шав ҫӗкленӗрен йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Авиакомпани те хӗрарӑмран каҫару ыйтман — багажшӑн тӳлемеллине палӑртнӑ, салона илсе кӗмелли япаласен виҫи шутран пысӑк пулмалла маррине аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |