Авӑнӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче темиҫе ыйту пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра – пӗр депутата мандантсӑр хӑварас ыйту та.
Сӑмах – Алексей Никитин депутат пирки. Унччен маларах ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тата коррупципе кӗрешекен управлени тӗрӗслев ирттернӗ. Алексей Никитин декларацире хӑйӗн тата мӑшӑрӗн счечӗсене пурне те кӑтартманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Счетсем ҫинче вара – вун-вун миллион тенкӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн материалсене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ярса панӑ. Депутатсем вӗсене пӑхса тухнӑ та Алексей Никитина мандатсӑр хӑварма йышӑннӑ.
«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр.
Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
«Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 4-мӗш колонире айӑплава ирттерекен тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. «Юратӑвӑн чикки ҫук», — теҫҫӗ ку пулӑм пирки Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче. Йӗплӗ пӑралук хыҫӗнчисем те юратаҫҫӗ, лайӑххине шанаҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвне тепӗр чух ҫыру урлӑ тупаҫҫӗ. Килӗшнӗ ҫынна пӗрлешме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарти колонире нумаях пулмасть тӑватӑ ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем патне хӗрӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Ҫемье ҫавӑрни ҫинчен калакан регистрацие загс ӗҫченӗ ирттернӗ. Пӗр ҫемьене тӗвӗленме шухӑшланисене тӗрме ӗҫченӗсем те саламланӑ. Вӗсем тата загс ӗҫченӗ ҫӗнӗ мӑшӑрсене телей суннӑ, савӑнса та килӗштерсе пурӑнма ырӑ суннӑ.
Шупашкарти полицейски канмалли кун лавккана кайнӑ та… темиҫе преступление уҫӑмлатма пултарнӑ. 2-мӗш полици уйрӑмӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйӗ Антон Кубиков Тукташ урамӗнчи пӗр лавккара икӗ каччӑ касса умӗнчен чупса иртнине асӑрханӑ. Вӗсен ҫумӗнче вара апат-ҫимӗҫ пулнӑ, куншӑн тӳлемесӗрех урама тухса тарнӑ.
Каччӑсем машинӑна ларса лавкка умӗнчен тарнӑ. Полицейски вара ӑна астуса юлнӑ та кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫак автомашинӑна Ярославль урамӗнче чарнӑ. Багажнике уҫнӑ, унта вара – апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, йӑлара усӑ курмалли хими, косметика.
Ҫак каччӑсем Тутарстанран иккен. Унччен вӗсем уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Хальхинче те вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта паян, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 22-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Форд-Транзит» юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку 11 сехет те 20 минутра Константин Иванов урамӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 32 ҫулти водитель руле итлеттереймен. Вӑл ӳсӗр пулнине кӑтартакан паллӑсем пулман.
Салонра пулнӑ икӗ пассажир, хӗрарӑмсем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкодиспансерӗнче пуҫ тата мӑй усал шыҫҫисене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртмалли кун ирттерӗҫ. Ҫынсем ҫав кун онкологпа ятарлӑ направленисӗр тӗл пулса калаҫма пултарӗҫ.
Йышӑну ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Пациентсемпе Елена Колчина тата Дмитрий Кононцев консультаци ирттерӗҫ.
Ҫак тухтӑрсем патне лекес тесен электронлӑ регистратура урлӑ ҫырӑнма май пур. Республикӑри клиника онкодиспансерӗ Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Кӑҫал Шупашкарти Мускав районӗнче тӑххӑрмӗш ача пульницӑра мар, килте ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепкене ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.
Ача килте ҫуралнине ашшӗ тата унпа пӗрле килнӗ кӳнтелен ҫирӗплетнӗ. Арҫын ача, ҫемьери пӗрремӗш пепке, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кун ҫути пурнӑ. Ҫакна кӳнтелен те ҫирӗплетнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗрремӗш пепкине Тимур ят панӑ.
Шупашкарти 24-мӗш шкул РФ Ҫутӗҫ министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Сахал мар – 5,8 миллион тенкӗ.
Ленин проспектӗнче вырнаҫнӗ шкул конкурса «Шкул класӗнчен – ӗҫ вырӑнне» проект тӑратнӑ. Гранта «Цифра экономики валли кадрсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тивӗҫнӗ.
24-мӗш шкулта «Коллабораци» цифра шкулне йӗркелеме палӑртнӑ. Унта инноваци цифра пронстранствине виҫӗ енпе пуҫарма палӑртнӑ: «Математика», «Технологи», «Информатика». Лабораторисене пӗр стильпе тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри икӗ районпа хула гранта тивӗҫнӗ. 5 миллион тенке виҫҫӗшне пайласа парӗҫ. Постановлени проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Шупашкар хули 2 миллион та 202 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Районсен хушшинче вара Елчӗк тата Вӑрнар районӗсем телейлисен йышне лекнӗ. Елчӗк районне – 1 миллион та 578 пин тенкӗ, Вӑрнар районне 1 миллион тенкӗ те 220 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: ку гранта муниципалитетсене ахальтен памаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗр вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
«Халӑх участковӑйӗ» конкурс пуҫланнӑ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Кашнинчех онлайн-сасӑлав пулӗ.
Пӗрремӗш тапхӑрта чи лайӑх участковӑйсене шалти ӗҫсен органӗсен территори сайтӗнче палӑртӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта, юпан 7-26-мӗшӗсенче, регион шайӗнчи ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи тапхӑра кашни регионтан пӗрер участковӑй хутшӑнӗ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр республика чысне Шупашкарти 1-мӗш полици пайӗн майорӗ Леонид Сазонов хӳтӗленӗ. Тӗп хулари 4-мӗш полици уйрӑмӗн участковӑй Эдуард Мышов темиҫе балл ҫеҫ пухса ҫитереймен. Вӑл кӑҫал та конкурса хутшӑнӗ. Сӑмах май, вӑл 2017 ҫулта 15 кушака выҫӑ вилесрен ҫӑлнӑ. Лешсем темле майпа мусоропроводӑн ҫӑрапа питӗрнӗ шахтине лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |