Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери аэропорт» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр юлӗҫ. Аэропортри ӗҫ вырӑнӗнче хуралҫӑсем, юристсем, бухгалтерсем тата администраци персоналӗ – пурӗ 26 ҫын — юлӗҫ.
«Паян пирӗн штатра 234 ҫын. Вӗсенчен 200-е яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттермӗпӗр. Вӗсене эпир окладӑн 2/3-мӗш пайне тӳлесе тӑрӑпӑр», – пӗлтернӗ аэропортӑн тӗп директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ канашлура.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шупашкара «Победа» авиакомпани килме пӑрахӗ. Вӑл Шупашкара килекен авиарейссен 85 процентне пурнӑҫланӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен «Мускав-Шупашкар» направленипе «Нордвинд» авиакомпани те ҫӳреме пӑрахрӗ.
Аэропорт халӗ урӑх авиакомпанисемпе калаҫу ирттерет.
