Вӗсем пӗр кунра, пӗр ҫулта ҫуралнӑ, вӗсен хушамачӗ, ячӗ, ашшӗн ячӗ пӗрешкел. Ҫакна пула приставсем вӗсене арпаштарнӑ. Пӗрин парӑм пулнӑ, теприн ҫук. Приставсем пӗрремӗшне парӑма татма ыйтса халтан янӑ.
Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнакан хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, приставсем ӑна парӑма татма ыйтаҫҫӗ, анчах нимӗнле парӑм та ҫук-ха. Вӑл – ҫавнашкал ятлӑ, Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн иккен.
Суд приставӗ даннӑйсен базинче ҫавӑн пекех ятлӑ хӗрарӑма тупнӑ та унӑн счечӗсене арестленӗ. Лешӗн прокуратурӑран пулӑшу ыйтма тивнӗ. Юлашкинчен приставсем вӗҫне-хӗрне тухнӑ, хӗрарӑмран каҫару ыйтнӑ.
Анчах кун хыҫҫӑн хӗрарӑмӑн каллех счечӗсем хупӑннӑ. Шӑпах кун хыҫҫӑн вӑл прокуратурӑна ҫитнӗ. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ, суд приставӗсен федераци служби тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.
«Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухмалли тумтирсене ҫӗнетӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтерчӗ.
Асӑннӑ коллектив Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсен республикӑри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Гран-прие тивӗҫнӗ ушкӑна 100 пин тенкӗ парӗҫ.
Фестивалӗн гала-концерчӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче нумаях пулмасть иртнӗ. Ку мероприятие 2024 ҫулччен вӗҫӗмех ирттерӗҫ. 2019, 2021, 2023 ҫулсенче ӑна «Йӑла-йӗрке» номинаципе йӗркелеме йышӑннӑ, 2020, 2022, 2024 ҫулсенче — «Культура – вӑл эпир!».
Кӑҫалхи фестиваль-конкурса хутшӑнма 21 муниципалитетран 30 заявка пулнӑ. Вӗсенчен 13-шне суйласа илнӗ.
«Уяв» ансамбле, сӑмах май, РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» патшалӑх премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова ертсе пырать.
РБК телеканалпа «Битва дизайнеров» (чӑв. «Дизайнерсен ҫапӑҫӑвӗ») кӑтараткан кӑларӑма пирӗн ентеш те хутшӑнать. Вӑл – Денис Горшков.
Денис Шупашкарта пурӑнать. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ, халӗ мӑшӑрӗпе пӗрле «ДД» дизайн студийӗнче ӗҫлет. Вӗсем интерьер проекчӗсене хатӗрлеҫҫҫӗ. Сӑмах май, студи Инстаграмра страница тытса пырать, ӑна 174 пин ҫын пӑхса тӑрать.
Кӑларӑмра дизайнерсен икӗ команди заданипе интерьер концепцине хатӗрлет. Ҫӗнтерӳҫе сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ. Дениса пулӑшас килсен ҫак ссылкӑпа сасӑламалла: http://battle.style.rbc.ru/style/bachelor.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта арҫын виллине тупнине пӗлтернӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчех асӑрханӑ. Анчах, ЧР ШӖМӗ ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын камне пӗлмеҫҫӗ. Пакунлисем ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Арҫын виллине Шупашкарти Станци ҫумӗ урамӗнчи йывӑҫсем хушшинче асӑрханӑ. Паллӑ мар ҫын сӑнӗпе 45-50 ҫулсенче курӑнать, тӑршшӗ — 170 сантиметра яхӑн, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ хура.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем паллӑ мар арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 39-40-94 е 102 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Маларах Сӑр юханшывӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Маргарита Замчинскаяна Шупашкарти пӗр фирмӑран укҫа илнӗ самантра йӗрке хуралҫисем тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Куншӑн вӑл ытлашши сӑмах калаҫмасса шантарнӑ.
Кайран Замчинскаяна тытса чарса следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Паян Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Маргарита Замчинскаяна 7,5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Унӑн 2 ҫул аудитор ӗҫӗпе тӑрӑшма юрамасть.
Прокурор судра Замчинскаяна 8,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние яма ыйтнӑ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл - ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.
Ку уйӑх вӗҫлениччен Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухӗҫ. Транспорта илсе ҫитернӗ ӗнтӗ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра шӑпах кун пирки калаҫнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортсене ҫӗннипе улӑштарӗҫ, пӗтӗмпе Lotos 206 маркӑллӑ 15 автобус ҫынсене илсе ҫӳрӗ.
Хальлӗхе ҫӗнӗ автобуссем маршрута тухма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсене ҪҪХПИре регистрациленӗ ӗнтӗ, ГЛОНАСС сыпӑнтармалли тата электрон табло лартмалли ҫеҫ юлнӑ.
Каласа хӑварар: ҫулталӑк вӗҫӗччен республикӑна тепӗр 15 ҫӗнӗ автобус килмелле.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлекенсен йышне тишкернӗ. Ҫав амакпа Шупашкар хулинче (100 пин ҫын пуҫне 647,14 ҫын), Ҫӗмӗрлере (347,4), Шупашкар районӗнче (326,5) уйрӑмах йышлӑ аптӑраҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлисене 4464 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак йыш 6,5 процент нумайланнӑ.
0-2 ҫулсенчисем хушшинче ҫак цифра 4,5%, 15-17 ҫулсенчисем хушшинче 2,9%, аслисем хушшинче 21,6% йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 3-6 лет ҫулхисем чирлесси 2,1% чакнӑ, 7-14 ҫулхисем – 4,8%.
Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 110 ҫынна иртнӗ эрнере пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем.
Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ.
Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Ҫак эрнере Шупашкарта тепӗр ача пахчи уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
«Планета детства» (чӑв. Ачалӑх планети) ят панӑ 207-мӗш номерлӗ ача пахчине. Вӑл Шупашкарти Сад микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти Чаломей академик урамӗнче. Ҫӗнӗ микрорайонта пурӑнакансем ку учреждение тахҫанах кӗтнӗ. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. 2013 ҫултанпа вара 44 ача пахчи хута янӑ.
«Ачалӑх планетине» тума 148 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Ку учреждение пурӗ 240 ача ҫӳрӗ. Унта пӗтӗмпе 12 ушкӑн пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |