Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Алексей Ладыков канмалли кунсенче троллейбуссен шутне чакарма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, шӑматкунпа вырсарникун предприяти тӑкак курать.
Иртнӗ ҫул вырсарникун 20 троллейбус чакарнӑ (100 пулнӑ, 80 тӑрса юлнӑ). Анчах халӗ предприяти канмалли икӗ кун та троллейбуссен йышне пӗр пек ҫӳреттерет. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссем «сывлӑш» турттараҫҫӗ.
Аса илтерер: 2017 ҫулта Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн пысӑк парӑм пулнине кура троллейбуссен шутне чакарма пуҫланӑ. Ун чухне предприяти панкрута тухма пуҫланӑ. Хыснаран субсиди уйӑрнипе кунран пӑрӑнма май килнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн укҫине тивӗҫӗҫ. Грант уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элтепер укҫине памалли 10 ҫамрӑк йышӗнче ҫаксем: Сергей Емелин тата Ксения Прокопьева (Регионсем хушшинчи комметенци центрӗ – Шупашкарти электромеханика колледжӗ), Алексей Лазарев (Улатӑрти технологи колледжӗ), Сафар Назмутдинов (Канашри транспортпа энергетика техникумӗ), Василий Никитин тата Никооай Хурамаев (Шупашкарти апатланупа коммерци техникумӗ), Елена Павлова тата Екатерина Шилова (Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж), Нина Романова (Канашри педагогика колледжӗ), Андрей Степанов (Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ. Вӗсем 2019-2020 ҫулсенчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн картти ҫинчен такам укҫа илсе каять.
Хӗр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче унӑн картти ҫинчен 177 тенкӗ таксишӗн тӳлеме куҫса кайнӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ҫав тӗллевпе — 105 тенкӗ.
Таксипе ҫӳремен хӗр карттӑпа укҫа илӗнмелле мар тунӑ та пакунлисем патне васканӑ. Унта ҫитсен утӑ уйӑхӗнче карттӑ ҫинчен 89 тенкӗ ҫухални те ҫиеле тухнӑ.
Пысӑк укҫа мар пулин те, полицейскисем вӑрра шырама пикеннӗ. Хӗр шучӗпе таксипе ҫӳрекен этем — Шупашкарта пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти каччӑ иккен. Пӗррехинче хӗр хӑнара чухне телефонпа банк карттине хӑйӗнсӗр йӑпӑртлӑха хунӑ иккен. Ҫав самантпа усӑ курса каччӑ таксишӗн хӗрӗн карттипе тӳлемелле туса ӗлкӗрнӗ.
Ҫамрӑк ҫын 371 тенке саплаштарнӑ. Вӑрланӑшӑн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сочи хулинче Пӗтӗм тӗнчери ачасемпе ҫамрӑксен «Ҫӗнӗ ҫырансем» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарти Воробьев ячӗллӗ ачасен 2-мӗш музыка шкулӗнче сӗрме купӑс класӗнче вӗренекен Александра Николаева пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.
Хӗрачан вӗрентекенӗ – Наталья Серегина. Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи конкурсра гран-при илни 11 ҫулти Алескандрӑшӑн – пысӑк ҫитӗнӳ. Саша конкурса хутшӑнса «Планета дарований» фонд пулӑшнипе йӗркеленекен тӗнче шайӗнчи «Пултарулӑх юхӑмӗ» проекта та хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Александра Николаева Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи конкурссенче нумай хутчен ҫӗнтернӗ.
Пурнӑҫра йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ачасене пулӑшакан фонд социаллӑ инноваци проекчӗсен грант конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакан самай пулнӑ: Раҫҫейри 68 регионтан 309 заявка килнӗ. Вӗсенчен 77-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ. Вӗсене проекчӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант парӗҫ. Проектсене 2020 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи авӑнччен хута ямалла.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енрен тӑратнӑ 5 проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсем ҫаксем: «Чиперкке» (Шупашкарти сусар ачасен 3-мӗш шкулӗ), «Пӗрле пулатпӑр» (Шупашкарти социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр), «Создание студий цифровых технологий как инструмента реализации социально-образовательного лифта для несовершеннолетних, состоящих на различных профилактических учетах» («Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ), «Альтернатива коммуникацийӗ – чикӗсӗр майсем» (Шупашкарти сусӑр ачасен 1-мӗш шкулӗ), «Пӗр-пӗринпе хутшӑнмашкӑн чикӗ ҫук!» (Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксен реабилитци центрӗ).
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен уявӗ ҫывхарнӑ май Шупашкар хула администрацийӗ акци ирттерет. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче хулари хӑш-пӗр парикмахерскире 100 тенкӗпе ҫӳҫ кастарма май пулӗ. Анчах унта 60 ҫултан аслӑрах ҫынсене ҫеҫ йышӑнӗҫ.
Акцие хулари 22 парикмахерски хутшӑнма хатӗр. 100 тенкӗпе ҫӳҫ касас килсен «Алла» парикмахерские ҫитмелле. Унашкаллисем темиҫе адреспа вырнаҫнӑ. Ытти парикмахерски те ваттисен ҫӳҫне 100 тенкӗпе касӗ. Вӗсен списокӗпе сӑнӳкерчӗкре паллашма пултаратӑр.
Кӑҫал кӗрхи призывра Чӑваш Енри 1057 каччӑ салтака каймалла. Ку - юлашки вӑхӑтри чи пӗчӗк кӑтарту. Аса илтерер: кӑҫал Канашри сбор пунктне ишсе антарма йышӑннӑ, ҫавна май призывниксене вӑхӑтлӑха Шупашкарта унччен кадет шкулӗ пулнӑ ҫуртран ӑсатӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр кӗрхи призывра – 1325, ҫуркуннехи призывра 1359 ҫын салтака кайнӑ. Пӗтӗмпе – 2684 салтак.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: республикӑра ҫара каймалли каччӑсен 73 проценчӗ салтак атти тӑхӑнма юрӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе аптӑрать. Иккӗмӗш вырӑнта – апат ирӗлтерекен тытӑм чирӗсем, виҫҫӗмӗшӗнче – неврологи.
Самолетпа ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Шупашкартан Питӗр хулине авиарейссен шучӗ ҫывӑх вӑхӑтра хушӑнмалла. Савӑнӑҫлӑ хыпара А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропортра пӗлтереҫҫӗ.
Ҫурҫӗр енчи ҫав хулана хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан (вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен тытӑнӗ) самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ.
Шупашкарпа Питӗр хулине «Победа» авиакомпани ҫыхантарать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче самолетсем ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ.
Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет.
41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать.
41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ.
Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |