Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чунҫӳрев-2011 ҫула йыхравлать!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.05.2011 23:05 | 3052 хут пӑхнӑ
пӗлтӗрхи чунҫӳревре
пӗлтӗрхи чунҫӳревре

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Кӑҫал та ку йӑлана пӑрахасшӑн мар. Маршручӗ ҫеҫ урӑхларах пулӗ — Кавказа ҫул выртӗ. Тӗллевӗ, яланхи пекех ӗнтӗ, хамӑр тымарсене тӗпчесси. Тем тесен те чӑвашӑн чылай йӑла-йӗрки Кавказпа ҫыхӑннӑ. Асамат халапнех илес.

Дагестанри халӑх (пирӗн мӑн асаттесем унта пурӑннӑ) чӑвашсене хапӑл туса йышӑнма хатӗр. Хӑнасене кӗтсе илекенсен хушшинче — Нухай халӑх конгресӗ тата Дагестан Республикин ҫамрӑксен политикин комитечӗ. «Уважаемый Олег Михайлович!» — тесе пуҫланӑ нумай пулмасть ҫитнӗ ҫырура, — «Комитет по молодежной политике Республики Дагестан планирует проведение вечера дружбы чувашской и дагестанской молодежи в первой половине июля 2011 года. В связи с проведением этого знаменательного мероприятия, целью которого является развитие и укрепление дружеских отношений между нашими народами, приглашаем Вас и группу чувашской молодежи с дружеским визитом в нашу республику. Надеемся на взаимное сотрудничество.»

Чӑвашсем Дагестана ҫитсе Сементер, Варачан, авалхи Сӑвар, Беленджер хулисемпе паллашасшӑн, асӑнмалӑх ик-виҫ юпа лартса хӑварасшӑн. Паллах, концертсемсӗр тата тӗлпулусемсӗр ку туслӑ ҫыхӑну иртмӗ — вӗсем те пулӗҫ. Ку ҫулҫӳревӗн тепӗр пысӑк пӗлтерӗшӗ те пур — хальччен Кавказ тӑрахне чӑвашран ятарласа пысӑк делегаципе никам та кайман, пулман та.

Чунҫӳрев-2011 утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пуҫланӗ — автобуспа Шупашкартан тухса Чӗмпӗрпе Сызрань хулисене хыҫа хӑварса Пенза облаҫне ҫитӗҫ, Ҫӑрттанлӑ (облаҫӗн кӑнтӑр-тухӑҫ енче вырнаҫнӑ) ялта ҫӗр каҫӗҫ. Иккӗмӗш кунне Сарӑту, Аҫтӑрхан хулисем урлӑ иртсе Махачкалана ҫитмелле. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш кунӗсенче Дагестанра ирттермелле — маларах асӑннӑ хула вырӑнӗсене ҫитсе курмалла, юпа лартмалла, концерт памалла. Пиллӗкмӗшпе улттӑмӗш кунӗсем — Шупашкара таврӑнмалли. Ҫапла май утӑн 10-мӗшӗ тӗлне каялла таврӑнма палӑртнӑ. Чӑваш ялӗсенче 2 концерт кӑтартма палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — малтанхи кунах, Ҫӑрттанлӑ ялта, иккӗмӗшне — таврӑннӑ май Сарӑту облаҫӗнчи пӗр ялта (хальлӗхе паллӑ мар-ха).

Кайма шутлисем Чунҫӳрев-2011 сайтӗнче ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Сӑмах май каласан, эсир унтах ҫулҫӳреве мӗн илмелли, вӑл мӗнле иртни ҫинчен пӗлме пултаратӑр. Пӗлтӗрхи чунҫӳревре ҫырса пынӑ кун кӗнекипе те паллашма кӑсӑклӑ.

Ҫул хакӗ, сирӗншӗн кӑсӑклӑ пулсан, 3 000-4 000 тенке ларӗ тесе шутлаҫҫӗ. Мӗн хака ларасси ҫула миҫен тухнинчен килет. Автобус тӑп тулли пухӑнсан — йӳнӗрех, ҫурри кӑна пулсан — самай хаклӑрах. Студентсен ҫуррине ҫеҫ тӳллеме тивӗ.

#Чунҫӳрев, #Чӗмпӗр, #Пенза облаҫӗ, #Ҫӑрттанлӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://bulgar.chuvash.org
 

Комментари:

2011.06.01 23:00
Аçтахар Плотников
http://bulgar.chuvash.org/content/chunsurev.html — Чунçӳрев-2011 маршрутне хатĕрлерĕм.
Ваççа теççĕ мана ялта // 3871.01.4516
2011.06.06 21:25
хальччен Кавказ тăрахне чăвашран ятарласа пысăк делегаципе никам та кайман, пулман та??? Йăнăшатăр, кашни çул - вун-вун чăваш ачи салтак тумĕ тăхăнса Дагестан бандичĕсене тĕп тăвать, малашне те тыллĕ кăна!!!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем