РФ Президенчӗ Владимир Путин педофилсене тӗрмене пурнӑҫӗ вӗҫленичченех хупасси пирки саккун алӑ пуснӑ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Унччен 14 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене ҫеҫ тӗрмене ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ҫӗнӗ саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене мӗн виличчен тӗрмене ӑсатӗҫ.
Анчах кунашкал преступление пӗрремӗш хут тунӑ ҫынсене те йӗплӗ пралук леш енне ӗмӗрлӗхе ӑсатма пултарӗҫ. Анчах ку – преступник аллинчен темиҫе ача шар курнӑ, кунсӑр пуҫне тепӗр хӑрушӑ преступлени тунӑ пулсан.
Agabazar // 1462.22.2875
2022.01.30 18:33 | |
Çакнашкал статьясене тĕрĕсрех, тĕллĕрех тата тĕллевлĕрех çырма тăрашмалла. |