Пандеми вӑхӑтӗнче 16 ҫул тултарман ачасемшӗн икӗ хутчен пособи пачӗҫ. 3-16 ҫулсенчисене ҫӗртме уйӑхӗнче – 10 пин тенкӗ, 0-3 ҫулсенчисене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ пачӗҫ.
Кайран татах укҫа куҫарчӗҫ. Ун чухне 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пачӗҫ.
Халӗ правительствӑра Пенси фончӗ паракан тӳлеве уйӑхсерен пама сӗннӗ. Саккун проектне ырласан Раҫҫейре пурӑнакан кашни ачашӑн, 18 ҫул тултарман пулсан, 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫапла майпа кӑшӑлвирус кризисӗнче ҫемьесене пулӑшасшӑн.
Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акцие утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе ирттермелле, дистанцие пӑхӑнмалла.
Кӑҫал пирӗн республика акцие виртуаллӑ майпа хутшӑннӑ. Урам тӑрӑх паттӑрсен потретне йӑтса утасси пирки сӑмах та ҫук – Чӑваш Ен ун чухнех ӑна ирттерме хирӗҫленӗ.
Раҫҫейре «Вилӗмсӗр полка» ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. «Раҫҫейри Вилӗмсӗр полк» тӗп штабӗн сопредседателӗ Елена Цунаева пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ҫынсем ҫемйипех хутшӑнни, пурте юнашар утни – тӗп самантсенчен пӗри.
Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ кӑларса тӑракан «Литературная Россия» хаҫат нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Экологическая энциклопедия Чувашской Республики» кӗнекене вулакансем патне ҫитернӗ май сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем пирки каласа панӑччӗ («Не совсем академическая история» 19 №). Эрнере пӗрре тухакан ҫак хаҫат пирӗн республика ҫине куҫне илмесӗр «пӑхать» темелле. Унӑн юлашки номерӗнче те акӑ (25 №) Александр Балтинӑн «Ленты чувашской литературы» статьи пичетленнӗ.
Автор хивре стиле кӑмӑллани пӗрремӗш йӗркесенченех сисӗнет, статья кӗтмен танлаштарусемпе тата хаклавсемпе вулакансене туртса тӑрать: «…О! кабы остались тексты времён домонгольской волжской Булгарии, многое бы рассказали они о жизни чувашей… Известно несколько эпитафий: кратких, как положено, и часто сочных, но это относится к золотоордынским временам; а вот стихотворение анонима, восхваляющее Екатерину II, называет её «всеобщая мать», и сравнивает с богиней…С десяток таких наберётся – авторы их неизвестны, но некоторые приписывают Н. Бичурину – архимандриту, востоковеду и путешественнику; у создателя старой чувашской письменности Е.
Кинотеатрсем утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен ӗҫлесе кайма пултарӗҫ. Кун пирки РФ культура министрӗ Ольга Любимова пӗлтернӗ.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх кинотеатрсене уҫасси пысӑк хулари эпидемиологи лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хальлӗхе ҫӗршыври пур регионта та лару-тӑру йӗркеленсе ҫитмен-ха. «Паллӑ кун ҫук. Эпир утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ пирки калаҫатпӑр хальлӗхе», - тенӗ Ольга Любимова.
Палӑртмалла: кионтеатрсем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫлеме пӑрахнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта 5 кинотеатр.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.
Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.
Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.
Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.
Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.
Муркаш районӗнчи Сӑнав лесничествинче ӳсекен ватӑ юман Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать. Ӑна ҫутҫанталӑк палӑкӗсен йышне кӗртнӗ.
Чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурса хутшӑнать. Вӑл «Йывӑҫсем – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗсем» сайтра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен иртет. Унта истори пӗлтерӗшлӗ 12 йывӑҫ хутшӑнать. Хальлӗхе пирӗн юман тӑваттӑмӗш вырӑнта. Уншӑн сасӑлама ан ӳркенӗр. Ҫӗнтерӳҫе тӗнче шайӗнче ҫулсерен иртекен «Европӑри ҫулталӑкри йывӑҫ» конкурсра Раҫҫей чысне хӳтӗлӗ.
Муркаш районӗнче ӳсекен юман 24 метр ҫӳллӗш, вулли 1,82 метр сарлакӑш. Экспертсем вӑл 369 ҫулта пулнине ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ иртмерӗ. Вӑл каярах, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫак кун салют та вӗҫтерӗҫ. Кун пирки РФ президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.
Ку кӑна мар, Ҫӗнтерӳ уявӗ иртнӗ кун Раҫҫейре ӗҫлеттермӗҫ, кантарӗҫ. Ӗҫ укҫи вара ҫаплипех сыхланса юлмалла.
Парад ҫӗртмен 24-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Ӑна Мускаври Хӗрлӗ лапамра, Раҫҫейри ытти хулара ирттерӗҫ, унта ҫар техники хутшӑнӗ. 22 сехетре Мускавра тата ытти хулара артиллери салючӗ пулӗ.
Аса илтерер, ҫак кун Чӑваш Еншӗн тепӗр уявпа та паллӑ: ун чухне Республика кунне паллӑ тӑватпӑр.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртет. РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу кун пирки канашлура пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» та пулӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. Ҫак кун Тинӗс ҫар флочӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Владимир Путин президент Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парада ирттерме хатӗрленме хушнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшне ахальтен суйламан-мӗн. 1945 ҫулта ҫак кун Хӗрлӗ лапампа Мускав ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда тата Сталинграда хӳтӗленӗ, Европӑна ирӗке кӑларнӑ салтаксем парада тухнӑ.
Анчах Владимир Путин кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине каланӑ, Шойгуна кун пирки тӗплӗн шутлама хушнӑ.
Парадра куракансем пулӗҫ-и е ҫук-и - хальлӗхе паллӑ мар.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет. Малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Ку саккун ҫӗрле эрех сутакан усламҫӑсене тек иртӗхме памӗ. Лавкка нумайх хваттерлӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ 20 тӑваткал метртан пысӑк мар пулсан унта эрех-сӑра сутма юрамасть. Кунашкал «наливайкӑсенче» пачах «ҫуттине» сутма чарас тесен регионсенче кун пек тума май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |