Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
m.ru24.net сайтри сӑн
m.ru24.net сайтри сӑн

РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене кӑшӑлвирусран массӑллӑ вакцинаци тума хушнӑ. Ку хушӑва вӑл РФ премьер-министрне Татьяна Голиковӑна панӑ. Кун пирки «РИА Новости» пӗлтерет.

Путин хушнӑ тӑрӑх, масштаблӑ вакцинацие тума тепӗр эрнерен тытӑнӗҫ. «Пӗлетӗп, пирӗн 2 миллион ытла доза туса кӑларнӑ е ҫитес темиҫе кунра кӑларма палӑртаҫҫӗ. Тӗнчере кӑшӑлвирусран тумалли пӗрремӗш регистрациленӗ "Спутник V" прививкӑна ку шая ҫитӗ. Ку пире массӑллӑ мар пулин те, масштаблӑ вакцинаци ирттерме май парать. Унччен калаҫса татӑлнӑ пекех, малтан хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене – тухтӑрсене тата вӗрентекенсене – тӑвӗҫ», - ҫапла каланӑ Владимир Путин РФ Хӳтӗлев министерствин нумай функциллӗ медцентрӗсене уҫнине халалланӑ видеоконференцире.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68359
 

Раҫҫейре
sozvezdie-tour.ru сайтри сӑн
sozvezdie-tour.ru сайтри сӑн

Роспотребнадзор пуҫлӑхӗ Анна Попова Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсене Ҫӗнӗ ҫулхи каникулсене килте ирттерме сӗннӗ. Кун пирки вӑл «Россия 1» каналпа пыракан «Вести» программӑна интервью панӑ чухне каланӑ.

Ку, паллах, кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа Ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсене килте ирттерсен, ют ҫӗршыва каймасан аван.

«Ку уявсене эпӗ килте тата уҫӑ сывлӑшра ирттерме сӗнетӗп. Дачӑна кайма май пулсан питӗ лайӑх. Ют ҫӗршыв чикки урлӑ каҫса тепӗр ҫӗршывра карантина лекме пулать», - тенӗ Анна Попова.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67834
 

Раҫҫейре
РБК тунӑ сӑн
РБК тунӑ сӑн

Раҫҫейри паллӑ актер Михаил Ефремов суд пулнӑ хыҫҫӑн айӑплава Чӑваш Енри колонире татасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: актер руль умне ӳсӗр ларса аварие лекнӗ, ӑна пула тепӗр водитель вилнӗ.

Михаил Ефремов шухӑшне улӑштарнӑ. Вӑл Чӑваш Енри колоние килесшӗн мар, Мускаври 5-мӗш колонирех ларасшӑн. Унччен, авӑн уйӑхӗнче, вӑл чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫин Иван Яковлевӑн тӑванӗ тесе Чӑваш Енри колоние каяс килнине пӗлтернӗччӗ.

«Вакунсем питӗ сивӗ, тӗрлӗ пунктра стоянка вӑраха тӑсӑлать», - ҫапла пӗлтернӗ актерӑн ваккачӗ. Михаил Ефремовӑн сывлӑхӗ хавшакрах-мӗн, ҫавӑнпа сивӗ вӑхӑтра ҫула тухма шикленет.

 

Раҫҫейре
nb-ugra.ru сайтри сӑн
nb-ugra.ru сайтри сӑн

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвирусран тумалли вакцина Раҫҫейре тӳлевсӗр пулассине шантарать. Анчах ку препаратӑн производстви нумайлансан ҫеҫ пулӗ. Кун пирки «Интерфакс» сайтӗнче пӗлтернӗ.

Ҫурла уйӑхӗнче ҫапла пӗлтернӗччӗ: кӑшӑлвирусран тумалли вакцина тӳлевсӗр те пулассине правительство йышӑнӗ.

«Вӑл та, ку та вариант пуласси пирки ыйтаҫҫӗ – профессионал сообществӑран та, фармацевтика сообществинчен те. Ҫакна правительство йышӑнӗ», - тенӗ РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Михаил Мурашко.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67535
 

Раҫҫейре
ok.ru сайтри сӑн
ok.ru сайтри сӑн

Пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачашӑн уйӑхсерен паракан пособие илес тесен справкӑсене ҫӗнетме тивмӗ. Вӗсем 2021 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен автомат мелӗпе тӑсӑлӗҫ. Ҫакна РФ Патшалӑх Думи паян йышӑннӑ.

Аса илтерер: пӗрремӗш ачашӑн 9541 тенкӗ федераци хыснинчен параҫҫӗ. Анчах вӑтам тупӑш пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен пысӑкрах пулмалла мар. Иккӗмӗш ачашӑн вара амашӗн капиталӗнчен тӳлеҫҫӗ.

Палӑртмалла: акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 1-мӗшӗччен справкӑсене ҫӗнетмелле пулман. Юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вара пособие тӑсас тесен заявлени пама тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67477
 

Раҫҫейре

Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗчӗк мисс тата мистерӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 3-10-мӗшӗсенче иртӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 49 ача хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енрен те пулнӑ.

Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Арина Авксентьева конкурса ҫӗнтерӳҫӗ тата гран-при хуҫи пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мини мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Ҫитес ҫул Шупашкар чысне Францире Мода эрнинче хӳтӗлӗ.

Ксения Купташкина (59-мӗш шкул), Екатерина Иванова (5-мӗш гимнази), Дарья Владимирова (41-мӗш шкул) та тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

 

Раҫҫейре
Пӗрремӗш канал тунӑ видео скринӗ
Пӗрремӗш канал тунӑ видео скринӗ

«Асамлӑх уйӗ» телекӑларӑмӑн юпан 2-мӗшӗнче тухна эфирӗнче Чӑваш Енри таксист пулнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Владимир Дмитриев пӗрремӗш тапхӑрта вылянӑ. Вӑл хӑйӗнпе паллаштарса акӑ мӗн пӗлтернӗ: ниҫта та ӗҫлемест, таксире кӑштах тупӑш тукалать.

Пирӗн ентеш Леонид Якубович панӑ ыйтӑвӑн тӗрӗс хуравне пӗлнӗ. Малтан вӑл виҫӗ саспалли уҫнӑ, унтан сӑмахне пӗлтернӗ – «опрятность».

Шупашкар арҫынни парнесӗр килмен. Вӑл Якубовича чӑваш тӗрриллӗ кӗпе, портрет тата ытти япала парнеленӗ. «Ӗҫсӗр ҫынран парне илесси – ку ҫӗнӗлӗх», - тенӗ Леонид Якубович.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67133
 

Раҫҫейре
mrsworld.ru сайтри сӑн
mrsworld.ru сайтри сӑн

Шупашкарти хӗрарӑм «Тӗнчери Раҫҫей мисисӗ» конкурса хутшӑннӑ. 49 ҫулти «Mrs World Russia–2020» Орендеева илем конкурсӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтеленӗ.

Светлана – виҫӗ ача амӑшӗ, унӑн икӗ мӑнук пур. Конкурс тупӑшӑвӗ хӗрӳ иртнӗ. Чи илемлӗ хӗрарӑм ятне ҫӗнсе илессишӗн 46-ӑн тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш Мускавран икӗ ятпа таврӑннӑ: вӑл «Раҫҫей пуянлӑхӗ» тата «Хастарлӑх миссисӗ» номинацисенче ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «Раҫҫейри Халӑх миссисӗ» топ-10 списока кӗнӗ.

Светлана илем салонӗнче администраторта ӗҫлет. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Болгарире иртекен «Mrs. World Classic–2021» конкурса хутшӑнма хатӗрленет.

 

Раҫҫейре
os-taxi.ru сайтри сӑн
os-taxi.ru сайтри сӑн

Юпан 2-мӗшӗнче республикӑра чи лайӑх таксиста суйлама тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурса хутшӑнӗ. Ӑна РФ Транспорт министерстви, Таксие аталантаракан общество канашӗ тата Патшалӑх Думи ирттереҫҫӗ.

Конкурса харпӑр усламҫӑсем е такспарксен ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен Раҫҫей гржданстви, «В» категорири водитель прави пулмалла. Кунсӑр пуҫне виҫӗ ҫул аварие лекменнине, кӑҫал штраф пулманнине шута илеҫҫӗ.

Раҫҫей шайӗнчи конкурс Сочире иртӗ. Республика ҫӗнтерӳҫи унта Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. Конкурса хутшӑнакансем Сочире конкурс йӗркелӳҫин шучӗпе пурӑнӗҫ.

Палӑртмалла: тестсемсӗр пуҫне пултарулӑх конкурсӗ те пулӗ. Таксистсен хӑйсен регионӗ пирки хӑйне евӗр каласа кӑтартма тивӗ.

 

Раҫҫейре
solreg.ru сайтри сӑн
solreg.ru сайтри сӑн

Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.

Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/.

Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ.

Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, ... 108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем