РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем виҫҫӗмӗш вулавра Раҫҫейре наци роумингне пӑрахӑҫласси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫапла майпа 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра сотовӑй операторсен тарифӗсем пур ҫӗрте те пӗр пекех пулӗҫ. Ку килекен шӑнкӑравсене те пырса тивет. Паллах, чикӗ леш енчен килекен шӑнкӑравсем ромингпа пулӗҫ. Ют ҫӗршыва шӑнкӑравланӑ чухне те ҫапла пулӗ.
Ку пуҫару – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти лидерӗн Сергей Мироновӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулта кӑна (ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ӗнтӗ) Раҫҫей ҫыннисем 36 миллиард тенкӗ перекетлӗҫ.
Роуминга пӑрахӑҫласси пирки калакан саккун проектне парламентӑн аялти палатине 2017 ҫулхи ҫулла пӑхса тухма панӑ.
«Чӗрчунсене тытнӑ чухнехи яваплӑх пирки» саккуна Раҫҫейре 2010 ҫултанпах пӑхса тухнӑ. Тинех ҫӗнӗ саккуна йышӑннӑ.
Чӗрчунсем те ыратнине туяҫҫӗ, вӗсен те чун пур, ҫавӑнпа вӗсемпе ырӑ пулмалла. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, хуҫине чӗрчун урӑх кирлӗ мар пулсан ӑна урӑх ҫынна е приюта памалла.
Малашне килти чӗрчунсен хуҫисӗр ҫулпа утма, лифтра пулма, ҫуртсен картишӗнче, ача-пӑча тата спорт лапамӗсенче уҫӑлса ҫӳреме юрамасть. Кунсӑр пуҫне хуҫин общество вырӑнӗсенче йытӑ-кушак каяшне пуҫтарма тивӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, чӗрчунсене вӗлерме, вӗсемпе ҫапӑҫусем ирттерме, ресторансемпе барсенче тытма ирӗк ҫук. Ҫапкаланчӑксене тытнӑ чухне видео ӳкермелле, приюта лекнисем пирки информаци памалла.
Тискер чӗрчунсене вара хваттерте, ҫуртра усрама юрамасть.
«Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» проект 2012 ҫултанпа пурнӑҫланса пырать. Ҫынсем тӗнче тетелӗнче истори тата культура эткерӗпе пуян, наци символӗ пулма тивӗҫ хулана сасӑлав мӗлӗпе суйлаҫҫӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар ку ята 2013 ҫулта тивӗҫнӗ. Хальлӗхе пирӗн хула списокра виҫҫӗмӗш, пӗрремӗш вырӑнта – Владикавказ, иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток. Кӑҫал сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Эппин, Шупашкаршӑн сасӑлама тепӗр 10 пур-ха.
Сасӑлава хутшӑнас тесен ҫак каҫапа каймалла: https://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/cheboksary.
Рф Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем тӗрӗс мар апатланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ытлашши мӑнтӑр пулнипе аптӑракан арҫынсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Кун пирки ларура калаҫнӑ.
Тата ҫакна палӑртнӑ: ҫӗршыври кашни пиллӗкмӗш ҫын фастфуд ҫиет. Вероника Скворцова министр пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта пахча ҫимӗҫ ҫиме сӗннӗ нормӑран 73 процентне кӑна ӑша янӑ, сахӑрпа кондитер ҫимӗҫӗсене вара – 130 процент. «35-40 ҫулсенчи арҫынсен 27 проценчӗ мӑнтӑр, хӗрарӑмсен кӑтартӑвӗ вара 25 процентпа танлашать. 55-64 ҫулсенчи арҫынсен 36 проценчӗ самӑр пулнипе аптӑрать, хӗрарӑмсем вара – 52 процент», - пӗлтернӗ министр.
Ытларах чухне мӑнтӑр пулни сахӑр чирӗпе тата онкологипе ҫыхӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ-турата пуҫтарма ирӗк парӗҫ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви саккунӑн проектне хатӗрленӗ, ӑна паян пӑхса тухса ырланӑ.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ҫемьен е пӗччен пурӑнакан ҫыннӑн ҫулталӑкне 15 кубла метр хӑрӑк-харӑк пуҫтарма юрать. Юлашки ҫулсенче вӑрмансенче хӑрӑк йывӑҫ нумай, хӑш-пӗр ҫӗрте кӗрсе тухма та ҫук. ЧР ҫутҫанталӑк министрне Александр Коршунова та ҫакӑ пӑшӑрхӑнтарать ахӑртнех. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн вӑрмансенче хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫсене халӗ те пуҫтарман. Ара, ку таранччен хӑрӑк турат пуҫтарма ирӗк паман. Ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрсен лару-тӑру лайӑх енне улӑшанасса шанать тӳре-шара.
Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ тунтикуна лекет, ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем валли пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ.
Ҫулталӑкӑн юлашки эрнинче ӗҫе ултӑ кун тухма тивӗ. Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ, ӗҫлемелли кун пулӗ. Анчах ҫынсене кӑшт иртерех киле ярӗҫ: ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленӗ. Канмалли куна вара тунтикуна, раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине, куҫарӗҫ.
Ҫапла майпа эрнере пилӗк кун вӑй хуракансен каникулӗ раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, вырсарникун, пуҫланӗ. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухмалла.
Раҫҫейри ҪҪПИ тата Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑш-пӗр эмеле наркотикпе тата алкогольпе танлаштарма хатӗрленет. Ку списока димедрол тата фенобарбитол кӗрӗҫ.
Ҫак эмелсемпе дальнобойщиксем вӑй кӗртес тӗлӗшпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ-мӗн. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Мускавра 244 водитель ҫак эмелсене ӗҫнине тупса палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ҫул-йӗр правилисенче пӗр пункт пур, унта ҫырнӑ тӑрӑх, тимлӗхе чакаракан эмел ӗҫсен руль умне ларма юрамасть. Анчах куншӑн явап тыттармалли статья ҫук.
Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнсан ҫак эмелсене ӗҫсе машинӑна ларнӑ водителе ӳсӗр водитель пек айӑплӗҫ.
2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗ ӳсӗ. Раҫҫей правительствин «2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк тата чи пысӑк виҫи пирки» постановленине алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк виҫи 1500 тенкӗпе танлашӗ (халӗ вӑл 850 тенкӗ). Чи пысӑк виҫе вара 8000 тенкӗ пулӗ (халӗ вӑл 4900 тенкӗ).
Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынсем валли пособи пулӗ. Ку пособин чи пӗчӗк виҫи – 1500, чи пысӑк виҫи 11280 тенкӗ пулӗ.
Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пирки 2016 ҫулта чылай калаҫрӗҫ. Аса илтеретпӗр, вӑл вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростовра пысӑк пушар алхасрӗ — шӑп та шай ҫав хулари Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче.
Паянхи хыпар вара пире пач урӑх тӑрӑха илсе кайӗ — Кӑркӑсстана, унӑн шӗкӗр хулине Бишкека. Кунта та Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пур.
«24kg» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанра паян ҫутӑ тӗлӗшне йывӑрлӑхсем пулӗҫ, ҫав шутра — Бишкекра та. Электроэнерги ҫителӗксӗр пирки вырӑнӗ вырӑнӗпе ҫутӑ пулмӗ. Кӑркӑстанӑн Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмахран «Северэлектро» тата «Ошэлектро» пӗлтернӗ тӑрӑх, 9:30 – 17:00 вӑхӑтччен (вырӑнти вӑхӑтпа) тӗттӗмре ларма тивӗ.
ҪҪХПИ ҫӗнӗ документ хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан ҫынна ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки «Российская газета» (чӑв. «Раҫҫей хаҫачӗ») пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, штраф 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Водитель ыттисемшӗн мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать-ха? Ҫаксен шутне дистанцие пӑхӑнманнине, тӑрук чарӑннине, машинӑна тепринчен иртме чӑрмантарнине, автомобиле ҫул паманнине, «шашкӑлла» вылянине кӗртнӗ.
Сӑмах май, «руль умӗнче ларакан ҫын ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни» ӑнлав 2016 ҫулхи ҫулла тупӑннӑ. Анчах ун чухне штраф виҫине палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |