И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, Хусан, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле.
Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта.
Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, Мускавра ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ.
Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ.
«Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013.
Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ):
Павлов Александр Витальевич
Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057
Е почтӑпа куҫарма пулать:
446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне)
Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.
Сӑнсем (42)
Шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Мускавра ташӑ каҫӗ пулать! Чӑваш эст рада ҫӑлтӑрӗсем «Белая Дача» (чӑв. Шурӑ Дача) культура керменне килӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!
Юрӑ-ташӑпа сире Валентина Кузнецова, Пётр Ермолаев, Алексейпе Андрей Шадриковсем савӑнтарӗҫ! Концерт хыҫҫӑн — «Чӑваш ташши»!
Билет хакӗ 300 тенкӗ кӑна!
«Белая Дача» КК адресӗ: Мускав облаҫӗ, Котельники хули, Белая Дача, 3-мӗш ҫурт. Инҫесас: 8(499)188-76-87, 8(962)981-87-16.
Мускаври чӑвашсене пӗлме!
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.
Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.
АВН | 14 |
«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ.
Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ!
Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com.
Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Шонова Ирина хӑйӗн ушкӑнӗнче чӑваш халӑх тумне ҫӳллӗ шайлӑ модӑ енӗпе аталантарса тӗнче халӑхӗ умне кӑларас енӗпе тӑрӑшать. Юлашки вӑхӑтри тупсӑмӗсене хайӗн вӗренекенӗпе Михайлова Наталияпа Мускаври тӗнче халӑхӗсен «Этно-Эрато» ятлӑ модӑллӑ тумтир ӑсталаканӗсен конкурсӗнче хутшӑннӑ иккен.
Ку пулӑм акан 14-15-мӗшӗсенче иртнӗ имӗш. «Этно-Эрато» — патшалӑх пулӑшнипе аталанакан халӑх проекчӗ. Унӑн тӗллевӗ — тӗнчери халӑхсен йӑла-йӗркисене сыхласа тата аталантарса пырасси, модӑра тӑван халӑх культурине хальхи вӑхӑт сӗнӗвӗсемпе пӗрлештересси. Ҫак конкурса пула юлашки ҫулсенче «пысӑк мода» уҫлӑхне питӗ нумай ӑслӑ та хастар ҫамрӑк виркӗнсе кӗме пултарчӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен те. Кӑҫал «Мода-Эрато» 62 коллекцире 418 ҫӗнӗ мода-сӗнӳпе паллаштарнӑ имӗш. Пултаруллӑхне кӑтартма Раҫҫейри 22 регионсӑр пуҫне чикӗ леш енчен килнӗ ултӑ ӑста та хутшӑннӑ тет. Чӑваш Ен пикисем вара «Пӑлхар хӗрӗн тумӗ» модельпе «Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен тумӗ» номинацийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр ҫӳлти шайра пулнишӗн тӑрӑшни, чӑвашӑн чи пысӑк тӗллев пулинччӗ, ҫапла вӗт, тусӑмӑрсем!
«СУМ» лавкка таварсемпе пуянлансах пырать — ак, тин кӑнаҫ, унти таварсен йышӗ 300-тен иртрӗ. Чуна кантармалли, кӑмӑла хӑпартмалли, ӑса ҫивӗчлетмелли япаласем кунта пайтах сутӑнаҫҫӗ. Туянакансем те сахал мар — Тутарстан, Чӑваш ҫӗрӗ, Пушкӑртстан, Темен тӑрӑхӗ, Мускав...
Нумай пулмасть лаввкана вырнаҫнӑ таварсем: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» (130 тенкӗ), «Ҫӑлтӑр ҫӳлти тӳпере» (100 тенкӗ), «Ермей Рожанский. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ» (130 тенкӗ), «Краткая чувашская региональная энциклопедия (Пензенская, Саратовская, Ульяновская области)» (1 том 430 тенкӗ, 2-мӗш том 670 тенкӗ), курмаюрӑсен пуххисем («Пӗртӑвансем, юрлар-и?», «Атте», «Пулӑн эсӗ», «Калым (Турӑ ҫырни)» — пурте 100 тенкӗ).
Тетелти «СУМ» лавкка ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — Чӑваш Ен (9 саккас), Шупашкар (4), Мускав (3), Пушкӑртстан (3), Чӗмпӗр (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, Тутарстанран, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр.
Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр.
Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.
Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |