«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.
Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.
Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Мускавра йӗркеленӗ чӑваш чӗлхин курсне ҫитсе курнӑ.
Аса илтерер: пирвайхи заняти пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ. Вӗрентекенӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетне пӗтернӗ, чӑваш культурипе историне тӗпчекен Евгений Степанов. Заняти эрнере пӗр хут — шӑматкун — иртет. Хальлӗхе курса тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын ҫӳрет. Унта Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсем кӑна мар, ӗмӗрӗпех Мускавра пурӑнакансем те (вӗсем чӑвашсемпе ниепле те ҫыхӑнман) ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускав авиаци институчӗн преподавателӗ Сергей Иванов курсра вӗренет. Вӑл хӑйӗн диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра та занятисене сиктермен.
Владимир Иванов чӑваш чӗлхипе ытти наци ҫыннисем те кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме хирӗҫ пулнине кулянса палӑртнӑ. Ҫакна илтсен курссене ҫӳрекенсем акӑ мӗн каланӑ: ачасем темиҫе чӗлхе пӗлни хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине, ку вӗренӳре пулӑшнине аслисен чухламалла.
Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче «Вырӑссемпе чӑвашсен наци хутшӑнӑвӗсем: иртни, паянхи тата пуласси» темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ.
Мероприятие Национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Пономарь уҫнӑ. Вӑл Чӑваш Енпе Мускав хушшинчи «авалхи туслӑхлӑ тата партнерлӑ хутшӑнусем» пирки каласа кӑтартнӑ. «XVI ӗмӗрӗн ҫурринче Раҫҫей патшалӑхне хӑйсен кӑмӑлӗпе кӗнӗ хыҫҫӑн чӑвашсем пирӗн ҫӗршыври нумай нациллӗ халӑхсен ҫемйине кӗнӗ», – тенӗ Пономарь.
Ҫак шухӑша унта хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Леонид Волков тата ыттисем те палӑртнӑ иккен. Леонид Волков вара аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев «Раҫҫее ӗненӗр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗншӗн аннӗр пулӗ» тесе каланине аса илтерсе хӑварнӑ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем.
Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ.
Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ.
«Чӑваш Ен» телерадиокомпание ертсе пынӑ Елена Ижендеева Мускава куҫса кайнӑ май ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ку должноҫе урӑх ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑх пуканне шаннӑ ҫын — Екатерина Канюка.
Канюка та телевиденишӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унччен вӑл патшалӑхӑн телевиденийӗпе радио компанин подразделенийӗсенчен пӗрне, «Раҫҫей 24 — Шупашкар» канала 4 ҫул ертсе пынӑ.
Кӗҫех экс-директор статусне куҫакан Ижендева тата кӗҫ-вӗҫ пуҫлӑхӑн ҫӗнӗ пуканне йышӑнас Канюка паян Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗн гендиректорӗн ҫумӗпе Рифат Сафитовпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Унта кадр улшӑнӑвӗсӗр пуҫне телевидение цифровизацилессине те сӳтсе явнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ Ҫӑварни ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчилӗхӗ те самай пулӑшнӑ.
Ҫӑварние ҫитнӗ ентешсене хайхи элчӗ, Леонид Волков, тата Мускаври чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев саламланӑ. Леонид Волков Мускав облаҫӗнчи Краснознаменск хула пухӑвӗн депутатне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Геннадий Викторова Раҫҫейӗн ҫар центрӗн «Раҫҫей патриочӗ» медалӗпе чысланӑ. Геннадий Викторов 20 ҫул ӗнтӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастар пайташӗ. Чӑваш халӑхӗ пирки 14 кӗнеке, ҫав шутран виҫҫӗшӗ Раҫҫей Геройӗсем ҫинчен, кӑларнӑ. Ӗҫӗсене вӑл хӑй шучӗпе пичетлет. Геннадий Волков этнопедагога халалласа Мускавра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерме те вӑлах сӗннӗ.
Уява Куславкка районӗнчи «Эткер» фольклор ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи «Хавал» халӑх кӗввин ансамблӗ, эстрада артисчӗсем савӑнтарнӑ.
Уява пынисем валли Ҫӑварни мыскарисем, конкурссем хатӗрленӗ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ.
Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ.
Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.
Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.
Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен.
«Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет.
Федерацин регионти ведомствисен пуҫлӑхӗсене ертсе пыма кандидатсене Мускавра ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, акӑ, Чӑваш Енӗн Ветеринари службине ертсе пымалли кандидатсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак должноҫе Сергей Сковрцов тивӗҫлӗ тесе йышӑннӑ.
Комисси кандидатсен «объективлӑ даннӑйӗсене» пӑхса тухнине пӗлтереҫҫӗ. Сергей Скворцов Хусанти ветеринари институтне 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Чылай ҫул вӑл Шупашкар районӗнчи «Лапсарская» чӑх-чӗп фабрикинче тӑрӑшнӑ. Малтан — ахаль тухтӑрта. Кайран тӗп ветеринарта. 2005 ҫулта вӑл Чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен Шупашкар хула станцийӗнче выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах унта ҫур ҫулта ӗҫлемен, ӑна патшалӑхӑн ветеринари службин ертӳҫи пулма шаннӑ. Юлашки вӑхӑтра унта вӑл пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫапла вара Сергей Скворцова «посылкӑпа янӑ ҫын» теме ниепле те май ҫук: вӑл — карьера картлашкипе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑпарнӑ ҫын.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |