Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.
Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.
Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Мускавра чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери VIII фестивалӗ иртнӗ. Унта ултӑ теҫетке ытла чӗлхе хӑтлавӗ пулнӑ. Чӑваш чӗлхи хӑтлавне Канаш тӑрӑхӗнчи Артём Федоринчикпа Оксана Антонова чӗлхеҫӗсем хутшӑннӑ.
Фестиваль анонсӗнче чӑваш чӗлхи пирки «пӑлхар турачӗн хальхи вӑхӑтра усӑ куракан пӗртен пӗр чӗлхи» тесе палӑртни пирки пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Унта хупӑ сасӑсен янӑравлӑхпа хупӑлӑх енчен хирӗҫлени ҫуккине, уҫӑ сасӑсем килӗшсе тӑнине, тӑванлӑх ячӗсен терминӗсен «кӑсӑклӑ тытӑмӗ» тата ытти хӑйне евӗрлӗхе палӑртнӑ-мӗн.
Чӑваш чӗлхи пирки икӗ хутчен 40-шар минут тухса калаҫнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав фестиавльте чӑваш чӗлхи фестивальне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Леонид Волков тата Мускаври наципе культура автномийӗн хастарӗ Ольга Васильева ирттернӗ.
Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.
Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.
Ыран, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Мускаври нацисен ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртмелле — ӑна СССР халӑх артистки, Чӑаш Республикин Хисеплӗ гражданинӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркелеҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 17 сехет ҫурӑра.
Мероприяти — тӳлевсӗр, ҫавна май унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Паллах, пултарулӑх каҫӗ пирӗн хисеплӗрен те хисеплӗ артистка хӑй хутшӑнмасӑр иртмӗ.
Нацисен ҫурчӗ ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав хули, Ҫӗнӗ Басманнӑй урам, 4 -мӗш ҫурт, 1-мӗш строени. Метропа ҫула тухсан «Красные ворота» чарӑнӑва ҫитмелле.
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп.
Кӗнеке авторӗ — Лидия Филиппова. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен.
Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ.
«Ӑрусен ҫыхӑнӗвӗ» ятпа ҫӗршывра конкурс ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ теме юрать. Кӑҫал та йӗркеленӗ ӑна. Хальхинче — тӑваттӑмӗш хут. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пенсионерсен районти канашӗн председателӗ Р.Н. Ракова та хутшӑннӑ.
Мускаври мероприятие кайма тивӗҫиччен вӑл тӗрлӗ номинаципе виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен», «Ватлӑх мана килте тӗл пулаймӗ», «Сывӑ ӳт-пӳре — сывӑ чун хавалӗ». Раҫҫейӗпе 270 проект пухӑннӑ. Вӗсенчен 50-шне суйласа илсе жюри интернет-сасӑлава кӑларнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Р.Н. Ракова ӗҫӗсем 5,3 тата 1-мӗш вырӑнсене тухнӑ. Иккӗмӗш турӑн хаклавҫисем чи лайӑх 20 проекта суйласа илнӗ. Маларах асӑннӑ «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен» проект «Вӗренӳ программи» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Юпан 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ.
Историри паллӑ ҫынсене асӑнса палӑк лартнине лайӑх йӑла темелле-ха ӗнтӗ. Халӗ, ав, Мускавра Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче вилнисене асӑнса Мускавра палӑк лартма шут тытнӑ.
Ҫӗршывӑн культура министрӗ Владимир Мединский монумент проекчӗпе паллаштарнӑ май ку ӗҫе ҫынсене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Колонна 13–15 метр ҫӳллӗш пулмалла, палӑкӑн иккӗмӗш пайӗ вара — 12 метр. Кӳлепене бронзӑран ӑсталамалла.
«Кӗмӗле» Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществи пухать иккен. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен Мускав хулин правительстви, коммерци организацийӗсем, уйрӑм ҫынсем уйӑрма пуҫланӑ та. Хальлӗхе 7,5 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Палӑка Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ вӑхӑт — ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересшӗн.
Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Эльвира Жиглаева Мускавра иртнӗ усрав ҫемьесен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Унта тӗрлӗ регионти усрав ашшӗ-амӑшӗ — пурӗ 900 ҫын — пырса ҫитнӗ.
Мероприяти ҫак уйӑхӑн 6–9-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Союзсен ҫуртӗнчи Колонна залӗнче уҫнӑ. Мероприятие Раҫҫей Правительствин председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Леванов хутшӑннӑ.
Форумра усрава илекен ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшни пирки калаҫнӑ, тӑлӑхсемпе пӗр чӗлхе тупмалли меслетсене тата ытти хӑш-пӗр саманта сӳтсе явнӑ.
Сӑнсем (10)
Чӑвашсен культурипе, чӗлхипе, этногенезӗпе пирӗн республика ҫыннисем кӑна мар Мускавсем те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн тӗп хулинче хӑйӗн ӗҫне тӳллевсӗр чӑваш шкулӗ пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятийе Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ панӑ ирекӗпе Чӑваш Республика элчи — Леонид Волков — ирттернӗ. Вӑл итлекенсене чӑваш халӑхӑн этногенезӗпе историйӗ ҫинчен каласа панӑ, наци культурин, ҫырулӑхӑн, юрӑ-кӗввин уйрӑмлӑхӗсене уҫса панӑ тата чӑваш чӗлхин этимологине ӑнлантарса панӑ.
Малашне, ҫулталӑк тӑршшӗпе ятарлӑ курссен преподователӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетне пӗтернӗ Евгений Степанов пулать. Асӑннӑ курссене усламҫӑсем, журналистсем, менеджерсем, вӗренекенсем, шкул ачисем, ҫав хушӑрах Мускав авиаци институчӗн аспиранчӗсем тата Мускавпа Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Пӗтӗм Раҫҫей тулаш суту-илӳ академийӗн вӗрентекенӗсем ҫырӑннӑ.
Итлекенсем шутне 15 ҫултан пуҫласа 50 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисем кӗнӗ.
Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» уява йыхравлать. Праҫник ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Унта ҫитес тесен «Тушински» метрора тухмалла. Уява чӑваш юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем хутшӑнмалли пирки пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫурчӗн фойинче вара «Букет Чувашии», «Акконд» кондитер хапрӑкӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хӑйӗн продукцийӗн куравне йӗркелӗ.
Уяв концертне тӳлевсӗр кӗреймӗн паллах. Билет хакӗ 400 тенкӗ тӑрать. Ку вӑл вӑй питтисем валли. Пенсионерсене 300 тенкӗпе кӗртеҫҫӗ, студентсене — 250-па. Анчах хӑв тивӗҫлӗ канура е аслӑ шкулта пӗлӳ туптанине ӗнентерме ятарлӑ хут кӑтартмалла.
«Кӗр сӑри» тесе хитре ят панӑ уяв пирки пӗлтернинче халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ епле мероприяти иртессине асӑнман-ха. Кирек епле пулсан та пӗрле пухӑнни паха — вӑл та ҫынсене туслаштарать-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |