Нарӑсӑн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм тӗнчери «Чӑваш чӗлхи тата алтаистикӑн хальхи ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ӑслӑлӑх конференцийӗ иртӗ. Ӑна М.Р. Федотов ҫуралнӑранпа 90 ҫул, Н.И. Егоров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттереҫҫӗ.
Конференцине инҫетрен килекен ӑсчахсем нумай пулӗҫ. Турцирен турккӑ чӗлхе пӗлӗвӗн обществин президенчӗ Акалын Шюкрю Халюк, тата ытти ӑсчах килӗ. Польшӑран Варшава университечӗн профессорӗ Пазымиес Анна ҫитӗ. Мускавран пысӑк ушкӑн пулӗ — Олег Мудрак, Анна Дыбо, Ирина Самарина, Светлана Бритова, Алий Чеченов профессорсем килӗҫ.
Конференци нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ.
М.Р. Федотов — паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, профессор. Вӑл 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Михаил Романович Чӑваш Республикин патшалӑх премине, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Вырсарникун, юпан 19-мӗшӗнче, Мускавра Раҫҫейри наципе культура автономийӗсен V-мӗш пухӑвӗ иртрӗ. Съезда пурӗ 62 ҫын хутшӑнчӗ.
Пухура 2006-2008 ҫул хушшинче ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, Ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Съезда пӗтӗлетнӗ май ҫӗнӗ пуҫлӑхсене суйларӗҫ:
Г.С.Федоров (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ, РФ ҫумӗнчи ЧР тулли праваллӑ представителӗ) — президента, А.И. Григорьевпа В.В. Шакин ун ҫумӗ пулса тӑчӗҫ.
Ыран, юпан 18-мӗшӗнче, Мускаври «Прожектор» Культура ҫуртӗнче «Раҫҫей чӑваш пики — 2008» ӑмӑрту иртӗ.
Пикесем хӑйсен пултарулӑхӗпе илемне «Конкурса хутшӑнакансен парачӗ», «Визит карточки», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Физически культура», «Творчество конкурсӗ» пайсенче кӑтартӗҫ.
Илем уявӗнче Вячеслав Христофоров, Михаил Никифоров, Ольга Зайцева тата ытти халӑх юратакан чӑваш эстрада артисчӗсем юрлӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса мӗнле хатӗрленине ҫаксем пӑхса сӑнаса тӑрӗҫ: Федерацири Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата РФ Оборона министерствинчи подразделенисенчен пӗрин уйрӑмӗн начальникӗ, Федерацин Чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Владимир Селивестров.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӑваш пики – 2008» наци конкурсне ирттерме Вячеслав Оринов режиссер-постановщик сценари планне хатӗрленӗ.
Чӳкӗн 17-мӗшпе 21-мӗш хушшинче Мускавра «Раҫҫей Федерацийӗн чӗлхисем — халӑхпа патшалӑх пурлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртӗ. Ӑна иртерекенни — Раҫҫей вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗн министерствин федераллӑ вӗрентӳ аталанӑвӗн институчӗ.
Мероприятире тӑван чӗлхене вӗрентекен вӗрентӳҫӗсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи конкурсӑн иккӗмӗш (курӑмлӑ пайӗ) турӗ тата «Вӗрентӳ системинчи икчӗлхеллӗхпе культурӑсен калаҫӑвӗ — Раҫҫей халӑхне чӑмӑртаканнисем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
Тӑван чӗлхине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне пирӗн республикӑран Анисия Павловна Игнатьева кайӗ. Вӑл Шупашкарти 12 шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, республикӑри «Ҫулталӑк вӗрентевҫи — 2008» конкурс лауреачӗ, 2008 ҫулта чи лайӑх вӗрентӳҫӗсен хушшинчи ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи ятне илнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Ен вӗрентӳ министерстви
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Мускавра «Чӑваш дискотекисен» ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать! Ҫамрӑксем, тринкки-транкки сиккелеме юратакансем, савӑнма та кулма кӑмӑллакансем! Сире пурне те «SOVA» каҫхи клуба йыхравлатпӑр! Тахҫантанпах чӑвашла ташламан, чӑваш юррине итлемен пулӗ. Килсе курӑр, аллӑрсемпе урӑрсене хуҫлаткаласа илӗр!
Пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Клуб адресӗ ҫапла: Мускав хули, Симӗс проспект, 8/1 (Перово метрора тухмалла).
18 сехетпе 22 сехет ҫурӑччен чӑваш дискотеки иртӗ, савӑнӑҫ каҫне чӑваш артисчӗсем те хутшӑнӗҫ — Сергей Павловпа «D&K Dance» ташӑ ушкӑнӗ пулӗ.
Каччӑсен 200 тенкӗ, хӗрсен 150 тенкӗ тӳлесе кӗме тивӗ — укҫӑрсене манса ан хӑварӑр!
//тепӗр кунне дискотека епле иртни ҫинчен каласа парсан пире те хаваслӑ пулӗ :)
Юпа уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускавра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартӗ. Театр Мускаври гастроле Мускаври чӑваш наципе культура автоними пулӑшнипе килнӗ.
Юпа, 3. «Ялта» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ драма (Ф. Павлов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 4. «Шухӑ вырӑнта» — 2 пайлӑ комеди (А.Н. Островский)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 5. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ комеди (А. Чебанов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Пур спектакле те вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Гастроль Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗн театрӗнче (Театр Содружество актеров Таганки) иртӗ, унӑн адресӗ: Мускав, Земляной вал, 76/21, Тагански м.
Театр касси 13 сехетрен 19 сехетчен ӗҫлет. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 915-11-48. Епле ҫитмеллине кунта пӗлме пулать: http://www.mirkart.ru/su?44882
Пурне те килсе курма чӗнетпӗр!
УТӐ | 02 |
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарпа Мускава ҫыхӑнтаракан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлчӗ. Як-40 самолёт Шупашкар — Мускав (Домодедово) — Шупашкар маршутпа вӗҫӗ. Рейса ҫак кунсенче тухма май пулӗ: ытларикун, юнкун тата кӗҫнерникун.
Авиарейса «Атӑл-Днепр» («Волга-Днепр») авиакомпани йӗркеленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускаври ВВЦра вырнаҫнӑ Раҫҫей халӑхӗчен ҫурчӗ умӗнчи тӳремре «Акатуй» иртӗ. Чӑваш юрри-кӗввипе, пурнӑҫӗпе паллашма, савӑнӑҫлӑ канма пурне те ҫак уява чӗнетпӗр!
Мероприятире спортсменсен ӑмӑртӑвӗ, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ. Уявра паллӑ ҫынсем пулӗҫ, вӗсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫамрӑксем валли дискотека хатӗрленӗ!
Ан манӑр! Пуҫламӑшӗ 11 сехетре!
Ака уйӑхӗн 18-20-мӗшӗсенче Мускаври «Кунцево» спорт комплексӗнче ушу-саньда кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Чемпионата Мускав, Питӗр, Улатимӗр, Киров, Курган хуласенчи, Чечняпа Дагестан тӑрӑхӗнчи, тата ытти ҫӗрти чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Пирӗн ентешӗмӗр, Екатерина Макарова ӑмӑртури 58 кило йывӑрӑшлисем шутӗнче чемпион ятне ҫенсе илнӗ. Катӗрне вӗрентӳҫи — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геннадий Ильин. Екатерина 2003-мӗшпепе 2005-мӗш ҫулсенче Тенче шайӗнчи призсене ҫӗнсе илнӗ, Раҫҫей ушу-саньда спорт ӑсти. Раҫҫей шайенчи ӑмартусенче те вал тӑтӑшах ҫенсе илет.
Ҫавӑн пекех ку ӑмӑртура пирӗн тепӗр ентеш палӑрчӗ — Максим Николаев 52 килограмм йӑвӑрӑшлисен шутӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа кӗҫех 160 ҫул ҫитет. Вӑл куна тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсем хатӗрленеҫҫӗ — мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Мускавсем те ку кун тӗлне «Вӗрентӳҫӗ халалланӑ туслӑхпа килӗшӳ азбуки» ятлӑ юбилей каҫне ирттерме хатӗрленӗ. Юбилей каҫӗ вырсарникун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 16 сехетре.
Каҫ программинче: Арсений Тарасовӑн «Пурнӑҫ тӑршшӗ каҫ» фильм куравӗ; вӗрентӳҫӗн тӑхӑмӗпе тӗл пулни; Чӑваш Енри паллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ;
«Прожектор» КК ҫак адреспа вырнаҫнӑ:
Мускав, м. Энтузиастсен шоссейӗ, 1-мӗш Владимир урамӗ, 10 В ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |