Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ.
Мускаври «Чӑваш ташшине» — 8 ҫул!!!
Мускавра пурӑнакан чӑвашсене юпан 16-мӗшӗнче чӑваш дискотекин Ҫуралнӑ Кунне йыхравлатпӑр!!!
Пирӗн патра хӑнара Андрей Шадриков, Петр Ермолаев тата Данила Ленский!
Дискотека кунта иртет: м. Перово, Симӗс (Зеленый) пр., 8-мӗш ҫурт, «Сова» клуб.
Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре
Хакӗ — 300 тенкӗ.
Пӗрремӗш 30 ҫынна — 200 тенкӗ!!
2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа «Хавал» чӑваш обществӑлла пӗрлешӳ тӑрӑшнипе Мускавра тӳлевсӗр чӑваш чӗлхи вӗренме май пулӗ. Курссем хулари поликультура центрӗнче иртӗҫ.
Чӑваш чӗлхи урокӗсем эрнере пӗр хут пулӗҫ. Пуҫару ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулрисене пухса ушкӑнсем йӗркелет — уйрӑмах вӗсем шкул ачисемпе ҫамрӑксене кӗтсе илме хавас.
Чӑвашла вӗренес шухӑшлисем йӗркелӳҫӗсемпе ҫак электронлӑ адреспа ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: chuvash.haval@gmail.com, е карас телефонӗн номерӗпе: 8-903-187-86-79.
Паян, авӑнӑн 28-мӗшӗнче, ир-ирех Мускав мэрне, Ю.М. Лужкова ӗҫрен хӑтарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх Юрий Михайлович паян ӗҫе 10 минутсӑр 8 сехет тӗлне ҫитнӗ. Кунта вара ӑна Дмитрий Медведьев ӑна ӗҫрен хӑтаракан Хушупа (вӑл алӑ пуснӑ вӑхӑтран вӑя кӗнӗ) паллаштарнӑ. Вӑхӑтлӑха унӑн тивӗҫӗсене малалла тӗп хулан вице-мэрӗ Владимир Ресин туса пырӗ.
Дмитрий Медведьев ҫитес вӑхӑтра Юрий Михайловичпа тӗл пулас шухӑш ҫукки пирки пӗлтернӗ.
Юрий Лужковпа президент администрацийӗ хушшинчи тавлашу ҫурла уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Авӑн уйӑхӗнче федераллӑ каналсемпе Мускав мэрӗ пирки критикла передачӑсем тухма пуҫланӑ. Ӗнер кӗске отпускран таврӑнса Юрий Михайлович тӳрех ӗҫе кӳленнӗччӗ, мэр вырӑнне хӑй ирӗкӗпе хӑвармасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн оргкомитечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Акатуй» кӑҫал Мусавра ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Уяв 19 сехетчен тӑсӑлӗ.
Акатуй программинче: чӑваш эстрада юрӑҫисен концерчӗ, «Кӗрешӳ» ӑмӑрту, ӳнер продукцийӗн суту-илӗвӗ. Ҫавӑн пекех «Акатуйсене» яланхи пекех «Акконд», «Букет Чувашии» тата ытти паллӑ фирмӑсен продукцине туянма май пулать.
Акатуя «Измайловӑри Крамль» ятлӑ культурӑпа кану комплексӗнче ирттерме палӑртнӑ. Адрес: Измайлово ҫулӗ, 73ж. «Измайлово» хӑна комплексӗпе юнашарах.
«Партизанская» метроран 5 минутра, «Черкизовская» метроран 8 минутра ҫитме пулать.
Акан 30-мӗшӗнче, эрнекун, «Московский» агрокомбиначӗн культура керменӗнче чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ!
Концертра Альбина Сарри, Виталий Сергеев, Алексей Мурзуков, Светлана Хардова тата Роза Данилова («Раҫҫей асамат кӗперӗ» фестиваль лауреачӗ) пулӗҫ.
Концерт пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.
Культура керменӗн адресӗ: Московский агрокомбинат, 1-мӗш микрорайон, 49-мӗш ҫурт.
Метро: Юго-Западная, 590-мӗш автобус, «Московский» агрокомбинат Культура керменӗ (Мускавран 7 ҫухрӑмра)
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шӑматкун, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ «Белая дача» культура керменӗнче иртӗ!
Пуҫламӑшӗ 18 сехет те 30 минутра.
Культура керменӗн адресӗ: Котельники хули, «Белая дача» микрорайон, 3-мӗш ҫурт.
Метро: Кузминки, 1-мӗш вакун, метроран сулахай енне тухсан «Белая дачӑна» 475-мӗш маршруткӑпа ҫитме пултаратӑр.
Чӑваш патшалӑх университечӗн В.Г. Родионов профессор ертсе пыракан чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедри «Альма матерта» пулса иртекен мероприятисенче кӑна мар, Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене шӗкӗлчес ӗҫре те хастар. Ку кафедра ӗҫченӗсем Ижевск, Саранск, Йошкар-Ола, Хусан, Ӗпхӳ, Мускав хулисенчи тӗрлӗ вузсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркеленӗ, пӗр-пӗрин патне ӑслӑлӑх конференцийӗсене тӑтӑш кайсах ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пуш уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче Ӗпхӳ хулинче Пӗтӗм тӗнчери пушкӑртсен III курултайне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Урал-Алтай: ӗмӗрсем урлӑ — пуласлӑха» ятлӑ IV наука конференцийӗ иртрӗ. Унта Г.А. Ермакова профессор «Г.Н. Айги как выразитель духовных ценностей чувашского этноса», И.Ю. Кириллова доцент «Проблемы историзма в чувашской драматургии» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Конференцире Урал-Алтай тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен историне, чӗлхине, сӑмахлӑхне, йӑли-йӗркине тӗпчекен докладсем ытларах пулчӗҫ.
Ҫавӑн пекех акан 2-мӗшӗнче Мускаври педагогика патшалӑх университетӗнче (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри IV наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» (Красный Октябрь) культура керменӗнче «Янра Юрӑ» тата ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ! Пуҫламӑшӗ: 15 сехетре!
Культура керменӗн адресӗ: Мускав хули, Чие урамӗ (ул. Вишневая), 7-мӗш ҫурт. Метро: Тушино.
Концертра кӑмӑла ҫӗклеме, хавас юрӑсемпе савӑнма — билет туянмалла. Вӗсене кунтах, концерт умӗн, сутӗҫ.
Хыпара юлташӑнсем патне ҫитерме ан манӑр — концертра пӗрле савӑннине, пӗрле пухӑнса калаҫнине мӗн ҫиттӗр!
Иртнӗ ҫулхи раштавӑн 7—8-мӗшӗсенче Мускавра ГОУ «Ҫутӗҫ аталанӑвӗн федераллӑ институчӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗ иртрӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри семинар–канашлӑвӗнче «Цели, задачи, направления подготовки и внедрения ФГОС второго поколения» пулчӗ. Семинар вӑхатӗнче «Особенности федеральных государственных образовательных стандартов общего образования второго поколения» (А.М. Кондаков, «Просвещение» издательствӑн тӗп директорӗ), «О внедрении федеральных государственных образовательных стандартов общего образования» (Л.В.Шмелькова, Раҫҫей Ҫутӗҫ министерствин патшалӑх ҫутӗҫ политикин департамӗнчӗн пӗтӗмӗшле ҫутӗҫӗн аталанупа виҫеллӗ йӗркелев пайӗн канашҫи), «Программа формирования универсальных учебных действий у обучающихся» (О.А.Карабанова, ГОУ «ФИРО» ҫутӗҫ аталанӑвӗн методологи пайӗн ертӳҫи) тата ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Семинар ӗҫне Элӗкри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу шкулӗн вӗрентекенӗсем Ф.Н. Ивановӑпа Т.Г. Чашкова хутшӑннӑ.
Фаина Николаевна, пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗ, пӗтӗм Раҫҫейри семинарӑн ҫавра сӗтелӗ умне тухса калаҫнӑ, итлекенсене «От слов к букве» (авторӗ — Федосова Н.
Мускавра авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри XXII пыл ярмаррки ӗҫлӗ. Унта чӑваш пылне те тутанса пӑхма май пулӗ.
Ку ярмарка ҫулталӑкра иккӗ иртет — хӗлле Манежра, ҫулла — «Коломенски» паркра.
Енчен те малтанхи ҫулсенче ку мероприятине чӑвашран пӗр Шупашкарти Кузьминсен ҫемьи кӑна каятчӗ пулсан, юлашки ҫулсенче хутшӑнакансен йышӗ ӳсрӗ. Кӑҫал ярмарккӑра Столяровсен (Шӑмӑршӑ районӗ) тата Наколаевсен (вӗсен утарӗсем Ҫӗрпӳ, Элӗк тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ) хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пыла туянма пулать. Сӑмах май Мускавсем пирӗн республикӑра туса илнӗ пыла кӑмӑлласах туянаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗн авторӗ Сергей Приходько.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |