Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тата Шупашкар паллисем Мускава ҫул тытнӑ. Мӗн тӗллевпе тетӗр-и? Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проектпа килӗшӳллӗн унта Раҫҫей ялавӗсен парачӗ иртет.
Парада Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейри чи пысӑк ялава Ҫурҫӗр полюсне илсе кайӗҫ, ӑна «Барнео» станцире лартӗҫ. Ҫак станци Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкинчен 100 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ. Унпа пӗрле Раҫҫейри мӗн пур регионсен ялавне те вырнаҫтарӗҫ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Арктика — 2015» проект экспедицийӗн пӗрремӗш ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Ку ушкӑн Раҫҫейри чи пысӑк ялава тата регионсен, хуласен, социаллӑ яваплӑ компанисен ялавӗсене Ҫӗр ҫинчи ҫурҫӗр точкисене илсе ҫитерӗҫ.