Ку ыйту пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче темиҫе хут та ҫырнӑччӗ. Чӑвашра чарӑнӑвӗсем ӑҫта пулассине та асӑннӑччӗ ун чух. Кайран ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫула тума триллион тенкӗ кирлине палӑртнӑччӗ. Мускавран Хусана ун пек ҫула тӑвас вӑхӑта каярах вӑхӑта куҫарасси пирки каланӑччӗ.
Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Ҫул пулать. Ӑна тума уйрӑм инвесторсене ирӗк парӗҫ. Инфраструктурӑна тума хайхисене патшалӑх укҫине те уйӑрас шанчӑк пур иккен.
Ҫак ыйту ҫӗнӗрен амаланнине кура Раҫҫейӗн Общество палатинче халӑх итлевӗ ирттересшӗн, ӑна пушӑн 12-мӗш кунне планланӑ. Унта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме «Мускав–Хусан–Екатеринбург» маршрутпа ҫул тӑвас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» кӑларӑмра «Наци тӗпелӗ тата ҫимӗҫӗ» рубрикӑра чӑвашсен Мускаври ентешлӗхӗн элчисене кӑтартнӑ. Кӑларӑма Ҫӗнӗ ҫул умӗнех ӳкернӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма паян эфира кӑларнӑ.
Пирӗн халӑхӑмӑр ушкӑнӗ «Каҫайрап-и, каҫаймасп-и — каҫӑ хурса парӑр-ха», — тесе юрласа, чӑваш ялавне йӑтса ҫӑкӑрпа тухрӗ, чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Ҫӑкӑра Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ Ольга Ванеева пӗҫернӗ. Ялава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Волков тата Ираида Карпова йӑтса тухрӗҫ. Чӑвашсем сухан нимри пӗҫерме вӗрентрӗҫ.
Хӑнасене кӑларӑма ертсе пыракансем пурне те кӑмӑлтан йышӑнчӗҫ. Ҫапах та Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Владимир Стеклов полковника уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннӑн туйӑнчӗ. Стеклов ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнине, унта вӑл пиллӗкмӗш пулнине каласа кӑтартрӗ. Мандрыка ячӗллӗ ҫар госпиталӗнче кардиологра ӗҫленине пӗлсен кӑларӑма ертсе пыракан Елена Малышева «Атьӑр-ха эп сире ыталам», — тесе ыталаса илчӗ. Аритмолог тесен Елена Малышева хӑйӗнпе пӗрле кӑларӑма ертсе пыракан Герман Гандельман кардиолога «Герман Шаевич, аритмолог», — тесен Гандельман эпӗ те ыталам-ха тесе ыталарӗ.
Ӗҫлеме чӑваш арӗ-арӑмӗ ют региона ҫӳренине пӗлетпӗр-ха. Каҫал енче те инҫете тухса каяҫҫӗ.
Районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр кашни ҫулах ӗҫсӗр ҫынсене Мускав, Чулхула тата Воронеж облаҫӗсене ӑсатни пирки хыпарлать район администрацийӗн сайчӗ. Акӑ, паянхи кун асӑннӑ центр урлӑ кӑна Мускав облаҫӗнче Комсмольски тӑрӑхӗнчи 4 ҫын ӗҫлет.
2014 ҫулта пӗтӗмпе 15 ҫынна республика тулашӗнче ӗҫпе тивӗҫтерме планланӑ иккен. Пуш уйӑхӗнче Чулхула облаҫӗнчи «Монтаж-энерго», Воронеж облаҫӗнчи «Красинское», Тула облаҫӗнчи «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑсене рабочисене ӗҫлеме ӑсатӗҫ. Ҫывӑх кунсенче Мускав хулине тата Волгоград облаҫне кайма кӑмӑл пуррисене ярассине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫ килӗшӗвне пӗр уйӑхран кая мар вӑхӑта ҫирӗплетмеллине пӗлтереҫҫӗ.
Мускаври Новински районта пурӑнакан, йӗрке хуралҫисене хӑй каланӑ тӑрӑх ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти хӗрарӑма вӑрӑсем 15,5 миллион тенкӗлӗх пурлӑхсӑр хӑварнӑ.
Пӗҫертнӗ япаласем хушшинче 1,7 миллион тенкӗ тӑракан ҫӳлевӗҫ кӗрӗкӗ, крокодил тирӗнчен тӑракан 18 пин евро тата 33 пин доллар тӑракан пештӗрсем (сумкӑсем), кӑш тирӗнчен ҫӗленӗ икӗ кӗрӗк, шиншиллӑран пӗр кӗрӗк (вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 55 пин долларпа танлашать), кӗрен ылтӑнран хатӗрленӗ 50 пин доллар тӑракан «Ролекс» сехет. Унсӑр пуҫне вӑрӑ шурӑ ылтӑн сехете те, 10 пин доллар тӑракан карас телефонне те, хаклӑ чултан паллӑ ҫурчӗсем ӑсталанӑ ювелир эрешсене ҫаклатса кайнӑ. 700 доллар тӑракан чӑматан та ҫухалнӑ. Унта вӑрланӑ пурлӑха чиксе тухса кайнӑ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Мӗнех... Чӑн та тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ япаласемех пулсан каялла таврӑнаҫҫех тесе шутлас килет.
Керлингпа кӑсӑкланакансем Раҫҫей хӗрӗсен командин йышӗнче илемлӗ те хура сӑнлӑ мулаткӑна сӑнанах пулӗ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чӗнеҫҫӗ, тӑванӗсемпе юлташӗсемшӗн — Кира. Вӑл чӑваш хӗрӗпе негр каччин юратӑвӗн ҫимӗҫӗ.
Унӑн амӑшӗ — Чӑваш Енрен, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакран. 30 ҫул каялла вӑл Мускаври пӗр техникумра вӗреннӗ чухне М.Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Нигери ҫыннипе паллашать, каярах вӗсен хӗр ҫуралать. Ӑна Нкеирука ят параҫҫӗ, хамӑрла вӑл Шанӑҫпи тенине пӗлтерет. Анчах ачи ҫулталӑк ҫурӑра чухне ашшӗ тӑван ҫӗршывне тухса каять, ҫавӑнтанпа вӗсен ҫыхӑну татӑлать.
Кира Езех — спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Олимп резервӗсен ятарлӑ «Москвич» спорт шкулӗнче О.Андрианова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл — ҫӗршыв чемпионки, Европа чемпионки (2006, 2012), Пӗтӗм тӗнче Универсиадин призерӗ (2007, 2009). Олимп вӑййисене виҫӗ хут хутшӑннӑскер кӑҫал Сочири Олимпиадӑна парӑнтарасшӑн. Каласа хӑварас пулать — ку енӗпе ушкӑнӑн хальлӗхе ӗҫ ҫыпҫӑнсах пымасть-ха, темиҫе вӑййа вӗсем выляса ячӗҫ.
Чӑваш Енри ташӑ ушкӑнӗсене Пӗтӗм тӗнчери XI ташӑ Олимпиадине хутшанма чӗнеҫҫӗ. Мероприяти Мускавра ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланать, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленет. Йӗркелӳҫисем — Пӗтӗм Раҫҫейри ташӑ организацийӗ тата Раҫҫей UNESCO ташӑ канашӗ.
Олипиадӑпа килӗшӳллӗн Европа чемпионачӗ тата Тӗнче кубокӗ, Раҫҫей чемпионачӗпе кубокӗ, тӗрлӗ фестиваль-кункурс, «Ҫӗнтерӳ вальсӗ — 2014» бал ташшин XIX ЦСКА кубокӗ уҫӑлӗ.
Ташӑ марафонне нихҫан пулман чухлӗ ҫын килессе кӗтеҫҫӗ: 45 ҫӗршывран 25 пин ҫын. Йӗркелӳҫӗсем кӑмӑл пуррисене хутшанма чӗнеҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи ташӑ Олимпиадинче Чӑваш Ен Раҫҫей субъекчӗсен йышӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хутшӑнас текенсен Олипиадӑн официаллӑ сайтӗнче регистрациленмелле. Вӑл ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫеҫ ӗҫлӗ. Олимпиада пирки www.ortodance.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать.
Мускавра ӑслӑлӑх-тӗпчев ӗҫӗсен X Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна вырӑссен паллӑ ӑсчахӗ Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куҫӑн мар майпа ирттернӗ суйлава 2 000 яхӑн ӗҫ хутшӑннӑ. Конкурса вара Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен 320 ача килнӗ.
Конкурса нарӑсӑн 8-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Шӑпах ҫав кун Дмитрий Иванович Менделеев ҫуралнӑ тата Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кунах ӗҫсен хӳтӗлевӗ иртнӗ.
Кашни секцире 35 доклад таранах пулнӑ. Конкурсра Чӑваш Енрен те хутшӑнакансем пулнӑ. Вӗсем унта каяс умӗн регион шайӗнче иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пирӗн ентешсем те пур. Сӑмахран, Мария Быстрякова («Карӑш» экологи-биологи центрӗ) 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑслӑлӑх ертӳҫисем — Евгений Синичкин тата Петр Омельченко. Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекен Людмила Ухлейкина (ӑслӑлӑх ертӳҫи Наталия Гришина) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Алина Савульчук та номинацире лауреат ятне илнӗ. Конкурсра малти вырӑнсене йышӑннисене медальсемпе чысланӑ. Вӗсене «Вӗренӳ» наци проекчӗн («Пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшасси» енӗпе) премине илмешкӗн конкурса тӑратнӑ.
Дмитрий Медведьев йышӑннипе хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тӑвассине ӳлӗме куҫарнӑ тет — кун пирки «Коммерсантъ» ҫырать. Ку йышӑнӑва тӑкаксем ытла пысӑк пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хайхи укҫи-тенкине унсӑр та перекетлӗрех усӑ курма тивет те ку чукун ҫул валли ҫитмессе те пултарасран шикленеҫҫӗ ахӑр. Тем тесен те ӑна тума триллион ытла (>1 000 000 000 000) тенкӗ кирлӗ пулать тенӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра РЖД президенчӗ Владимир Якунин ҫак проектӑн ҫӗнетнӗ вариантне хатӗрлесшӗн иккен — унпа килӗшӳллӗн чукун ҫул компанийӗ Мускавпа Улатимӗр хушшинче хӑвартлӑхлӑ ҫул тӑвасшӑн. Ку хутӗнче пӗтӗм тӑкаксене вӗсем хӑйсем ҫине илесшӗн. 384 милиардлӑх ларать пулин те патшалӑхран укҫа ыйтмасӑр тӑвасшӑн.
Аса илтеретпӗр, хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула Мускавпа Хусан хушшинче 2018 ҫулта иртекен тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Унӑн пӗтӗмешле тӑршшӗ 770 ҫухрӑм пулмаллаччӗ. Вӑл пирӗн республика ҫӗрӗсем тӑрӑх та иртмеллеччӗ. Енчен те унччен Хусана ҫитме 11 сехет ҫурӑ кирлӗ пулсан, хӑвартлӑхлӑ чукун ҫулпа ҫав вӑхӑт виҫӗ сехет ҫурӑччен чакарӑнӗччӗ.
Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ.
Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ.
Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.
Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.
Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.
Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |