Паян ирпе Шупашкара ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫыравҫӑсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче пултаруллӑ 11 ҫын, литераторсем, ҫыравҫӑсем тата сӑвӑҫсем.
Мускаври пултарулӑх ҫыннисене культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Валерий Петровский ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ кӗтсе илнӗ.
Хӑнасен Чӑваш Енри программи анлӑ пулассине пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Хӑнасене Етӗрнери тата Шупашкарти, ҫавӑн пекех Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенчи паллӑ вырнӑсене кӑтартма палӑртнӑ. Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх чарӑнса тӑмалли вырӑна вара хӑнасем хӑйсем тӗллӗн суйланӑ иккен. Кун валли вӗсем Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнчи хӑна ҫуртне куҫ хывнӑ.
Сӑнсем (6)
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Владимир Владимировича регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулура ача пахчинчи черетсене пӗтересси, регионти ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу парасси пирки калаҫнӑ.
Михаил Васильевич республикӑри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ йӗркеллӗ пулнине пӗлтернӗ, Чӑваш Енре 2013 ҫултанпа ҫын вилесси ача ҫуралассинчен сахалраххине палӑртнӑ. Кунашкалли юлашки 20 ҫулта пулман. Ача пахчисенче 13600 вырӑн хатӗрленӗ, тепӗр 6700 тумалла-мӗн.
Владимир Путин регионта ҫамрӑк ҫемьесене мӗнле пулӑшу панипе кӑсӑклансан Михаил Игнатьев ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн 15 программи ӗҫленине палӑртнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв Президентне Чӑваш Енри экономикӑпа та паллаштарнӑ.
«Рейтинг» РИА» агентство Раҫҫейри ҫемьесене мӗн чухлӗ укҫа тивнине шутласа кӑларнӑ. Рейтинга палӑртнӑ чух вӑл икӗ вӑй питтиллӗ, икӗ е виҫӗ ачаллисене тӗпе хунӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫемьере миҫе тенкӗ юлнине палӑртнӑ. Пурӑнма кирлӗ тӑкак шутне агентство пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене кӗртнӗ. Тупӑш вырӑнне вӑл Раҫҫейӗн вӑл е ку регионӗнчи вӑтам ӗҫ укҫине шутланӑ.
Чӑваш Ен ку рейтингра 62-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пурӑнма кирлӗ тӗп тӑкаксене кӑларнӑ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри тӑватӑ ҫынлӑ (ҫав шутра иккӗшӗ — ачасем) ҫемьен аллинче 13 782 тенкӗ юлать имӗш, виҫӗ ачаллисен — 7 724 тенкӗ. Раҫҫейӗпе вӑтамран илсен ку цифрӑсем пысӑкрах: икӗ ачаллӑ ҫемьере — 30 134 тенкӗ, виҫӗ ачаллинче — 23 111 тенкӗ.
Тӗпчеве ирттернисем чылай регионта пӗлтӗр ҫынсен пӗтӗмӗшле тупӑшӗ ӳснине палӑртнӑ. Ҫапах та тупӑш шайӗ ҫӗршывӑн пур субъектӗнче пӗр пек мар. Чи пуян ҫемьесем Ямал-Ненецк тата Чукотка окургӗсемпе Мускавра пурӑнаҫҫӗ, чи чухӑннисем — Калмӑк Республикипе Дагестанра. Икӗ ачаллӑ ҫемьесенче вӗсенче «пурӑнмалӑх» 7 пин тенкӗ ытларах кӑна юлать. Пуян шутланакан регионсенче вара — 70 пин ытла.
Испанире ҫак кунсенче спорт кӗрешӗвӗ енӗпе асӑннӑ ҫӗршывӑн гран-прине ҫӗнсе илессишӗн тупӑшу иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ. Раҫҫейри хӗрарӑмсем унтан пурте медальсемпе таврӑннӑ.
Чи кӑмӑлли — йышра Чӑваш Ен ҫынни те пулни. Вӑл — Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Мускавра тӗпленнӗ Наталья Гольц. Наталья 58 килограма ҫитичченхи кӗрешӳҫӗсем хушшинче ҫӗнтернӗ. Вӑл чӑваш кӗрешӳ шкулӗнче пултарулӑха туптанӑ. Спортри карьерӑна ачасемпе ҫамрӑксен Шупашкарти 5-мӗш шкулӗнче пуҫланӑ, Шупашкарти олимп резервӗллӗ училищӗре тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче вӗреннӗ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Ерино поселокра 10 пин метра чупассипе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменкисем ылтӑн тата пӑхӑр медале илнӗ. Вӗсем — Лондонри Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицынапа Альбина Майорова.
Дистанцин малтанхи ҫуррине хӗрарӑмсем пысӑк ушкӑнпа пӗрпек хӑвӑртлӑхпа чупнӑ иккен. Анчах кайран мала Гульшат Фазлитдинова мала тухнӑ хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн Елена Нагоицына, Валентина Галимова тата Алена Кудашкина талпӑннӑ. Икӗ ҫухрӑм ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Галимова мала тухнӑ, Фазлитдинова юлма тытӑннӑ. Медаль хуҫисем паллӑ пулнӑн самантра Алена Кудашкина юлма пуҫланӑ та юлашки ҫаврӑмра Альбина Майорова унтан иртнӗ. Ҫапла вара Наговицына пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майорова — виҫҫӗмӗш.
Арҫынсенчен Евгений Рыбаков ҫӗршыв чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анатолий Рыбаков — кӗмӗл-ҫӗнтерӳҫӗ, Дмитрий Сафронов — виҫҫӗмӗш. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсен унчченхи рекорчӗсене ҫӗнетнӗ. Раҫҫейре ун пек хӑвӑрт 2008 ҫултанпа чупман иккен.
Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ.
Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен.
Паллӑ ентешӗмӗр Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче – Андрияна аса илнӗ. Ҫак кун Асӑну комплексӗнче пин-пин ҫын пухӑннӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата сумлӑ ытти хӑна та ҫитнӗ.
Митинга «Эткер» этнокультура лагерӗн Муркаш районӗнчи «Вӑрман юмахӗ» сиплев лагерӗнче канакан ачасем – Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш диаспоринчен килнӗскерсем – уҫнӑ. Шӑпӑрлансем сӑвӑ вуланӑ, Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине шӑрантарнӑ. Михаил Игнатьев сӑмах илнӗ. Митинга пухӑннисем космонавта аса илнӗ.
Митинг хыҫҫӑн Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Хӑнасем Космонавтика музейӗнче экскурсире пулнӑ, Николавсен ҫемйин музей ҫуртне, Космонавтсен аллейине ҫитсе курнӑ.
Асӑну кунӗ Космонавтика музейӗнче каҫхи телекӗперпе вӗҫленнӗ. Асӑну комплексӗнче Мускаври асӑну музейӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра унта та аса илӳ каҫӗ иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.
Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.
Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.
Тем хӑтланакан та пур. 42 ҫулти арҫын, Волжскра пурӑнаканскер, укҫа перекетлеме шухӑшланӑ-ши — кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунне ларнӑ та Мускава савни патне вӗҫтернӗ. Ҫитеймен.
Арҫынна Вӑрмар станцинче асӑрханӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Волжск хулинче станцире меллӗ самант тупса вакуна вӑрттӑн кӗрсе вырнаҫнӑ. Ӳкесрен тата хӑйне асӑрхасран сыхланса выртнӑ. Анчах ӑна пурпӗрех асӑрханӑ.
Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Сӑмах май, 2014 ҫулта чукун ҫул ҫинче 9 пӑтӑрмах пулнӑ. Вӗсенчен 6-шӗнче ҫын вилнӗ.
Транспорт полицийӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Ҫак ҫулсенче электричество пралукӗсем пур. Вакуна е цистернӑна хӑпарсан та ток ҫапма пултарать.
Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Мускаври чӑваш наципе культура автономине йӗркелекенсенчен пӗри Анатолий Иванович Иванов вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.
Анатолий Иванович Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ шкул директорӗ пулнӑ, ҫемьере вӗсем пиллӗкӗн ӳснӗ. Анатолий Иванович театр тӗпчевӗн факльтечӗн менеджмент пайӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗренсе пӗтерсен Мускав хулин культура управленийӗн театр пайӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ. Хӑш спектакле кӑтармаллине суйланӑ. Анатолий Иванович Мускаври чӑвашсен наципе культура автонимине йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ, 2000–2005 ҫулсенче сопредседатель пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Gold Music» телерадиокомпанийӗн тата концертсемпе фестивальсен наци дирекцийӗн (NDfest) тӗп директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Анатолий Ивановичпа ыран 12 сехетре Хован ҫӑвинчи крематоринче сывпуллашӗҫ. Пытарма вара Чӑваш Ене, тӑван ялне илсе кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |