Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мускавра Константин Иванов палӑкне уҫас шухӑша тутарсем те ырлаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.02.2015 12:22 | 1447 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Национальноҫсен ҫуртӗнче, иртнӗ шӑматкун Константин Ивановӑн юбилейне халалласа уяв йӗркеленӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчи Л.В.Волков йыхравланипе унта Шупашкартан виҫҫӗн кайнӑ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧР халӑх художникӗ Праски Витти, «Сӑвар» фонд хастарӗ Тимӗр Тяпкин тата «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай.

Асӑну каҫне Мускаври Национальноҫсен ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Николай Комаров уҫнӑ май чӑваш халӑхӗпе чӑваш культури, Константин Ивановпа «Нарспи» поэма пирки вӑл чунтан юратса каланӑ-мӗн. Унтан сӑмах илнӗ Леонид Волков ун патне нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартма тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна илтсен залра ларакансем «Нарспи» авторне асӑнса Мускавра палӑк лартма палӑртнине чунтан ырланине пӗлтерсе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ.

Леонид Валерьевич хӑйӗн сӑмахӗнче ун патне юлашки вӑхӑтра питӗ нумай ҫын К.В. Иванова асӑнса Мускавра палӑк лартассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗп хуламӑрӑн ертӳҫисен умӗнче хускатма ыйтса ҫыру ҫырни, шӑнкӑравлани пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна илтсен залра ларакансем «Нарспи» авторне асӑнса Мускавра палӑк лартма палӑртнине чунтан ырланине пӗлтерсе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Сӑмах май каласан, кӑшт каярах, хӑйне сӑмах парсан, хӑнасенчен пӗри, тутарсен Мускаври наци культура автономийӗнче ӗҫлекенскер, кун пирки ҫапла каланӑ: «Константин Ивановӑн палӑкӗ Мускавра пулмаллах! Эпир, тутарсем, хамӑрӑн аслӑ Габдулла Тукайӑмӑр пулса курнӑ е пурӑннӑ пур хулара та палӑк лартрӑмӑр — Аҫтӑрханра та, Уральскра та, Хусанта та. Юлашкинчен Тукай палӑкне Мускавра уҫрӑмӑр».

#палӑксем, #Мускав, #Хыпар, #культура, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #тутарсем

 

Комментари:

Agabazar // 4076.1.7102
2015.02.17 16:31
Agabazar
Чӗмпӗрте пур-и-ха?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем