Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?..
Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ.
Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство.
Мускава йӗкехӳресем «тапӑнаҫҫӗ». Кун пирки Роспотребнадзорӑн Мускаври управленийӗ пӗлтерет. Тӗп хулари тӗп санитар тухтӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа йӗкехӳре ҫынна тапӑннӑ 179 тӗслӗхе шута илнӗ. Сӑмах — ҫыртни пирки.
Тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен хулана йӗкехӳресенчен хӑтарма палӑртнӑ. Малтан Мускавра кашни ҫын пуҫне пӗрер йӗкехӳре пулнӑ тӑк — халӗ, ахӑртнех, нумайрах. Хулара 12–15 миллион кӑшлакан ҫак чӗрчун пулнине палӑртаҫҫӗ. Анчах вӗсене пурте кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем путвалсенче, коммуникацисенче тата ытти ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ.
Йӗкехӳре ҫыншӑн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ чир-чӗре сарма пултарать. Чи тӗлӗнмелли — йӗкехӳрен аталанмалли майсене ҫын хӑйех туса парать. Ҫӳп-ҫап, ӑна пӑрахмалли вырӑнсем — йӑлтах вӗсемшӗн меллӗ. Йӗкехӳре тӑранса пурӑнмалли вырӑнсене сахаллатсан ҫак чӗрчун йышӗ те чакать.
Пирӗн ентеш Алексей Григорьев, Мускавра пурӑнаканскер, «Физрук» паллӑ телесериал лапамӗнче ӗҫлет-мӗн. Анчах актер ролӗнче мар. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ӑна сериал килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл иккӗмӗш сезона ӳкернӗ чухне ӳкерӳ лапамӗнче администратор пулса ӗҫлеме шухӑшланӑ.
Алексей пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш сезона ҫу уйӑхӗнче ӳкерме пуҫланӑ. Йӑлапа килӗшӳллӗн, Федор Струков режиссер турилкке ҫӗмӗрнӗ. Ванчӑксенчен пӗрине Дмитрий Нагиев хӑйӗн валли асӑнмалӑх илнӗ-мӗн. Алексей ӳкерӳ вӑхӑтӗнче Нагиевӑн хваттерӗнче те пулса курнӑ.
Ӳкерӳ хӑвӑрт тата ҫӑмӑллӑн пынине пӗлтернӗ Алексей. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сериала кӗркунне кӑтартма пуҫламалла. Анчах вӑл унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем пирки калама пултараймасть — килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха.
Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.
Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.
Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.
Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ.
Чӑваш Ене Шупашкартан кино ӳкерекенсем килесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Хорло» фильма Марат Никитин режиссер ӳкерет. Хӑй вӑл Александр Митта киношкулӗн сценарисчӗсемпе режиссерӗсен аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Марат Никитин — «Атал» киностудин пуҫлӑхӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑскер халӗ Мускавра пурӑнать.
Ӗнер Красноармейски районӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хорло ятлӑ хӗр хӑйӗн юратӑвне тата телейне шырани ҫинчен калакан историпе ҫыхӑннӑ фильма ӳкерекенсем ытти района та ҫитесшӗн. Кинона пирӗн тӑрӑхра икӗ эрне ытларах ӳкерме палӑртнӑ.
Сӑнсем (15)
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Мускавра Ольга Матвеева художникӑн пӗрремӗш куравӗ ӗҫленӗ. Вӑл ҫак эрнери юнкун хупӑннӑ. «Арт-наив» галерейӑра йӗркеленӗ курава уҫма Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков хутшӑннӑ.
Ольга Матвеева Улатӑрта ҫуралнӑ. Унтах ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӗве вӑл Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Анчах ӳнер енӗпе мар, филологи факультетӗнче. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче, телевиденире журналистра тата радиостанцире ҫӗнӗ хыпарсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Шкул пӗтернӗренпе пачах та ӳкерменскер живопиҫпе аппаланма вӑл 2010 ҫулта пуҫланӑ. Ун чух вӑл художник пирки роман ҫырнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене хӑйӗн куҫ умне кӑларнӑ тата вӗсен ячӗсене шухӑшласа ларнӑ май хӑйӗн ӳкересси килсе кайнӑ.
«Ведомости» хаҫат Мускав департаменчӗ транспортсене хулана тӳлевлӗ кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтерет. Хальлӗхе тӳлевлӗ кӗмелли вариантсене тишкереҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле концепци туса Мускаври ҫул ҫаврине (МКАД) тата Виҫҫӗмӗш транспорт ҫул ҫаврине тӳлевлӗ кӗртмелли варианта пӑхса тухӗҫ.
Халӗ транспортсене хӑш-пӗр района тӳлевлӗ кӗртекен пысӑк хуласене тишкереҫҫӗ. Автомобилистсен шухӑш-кӑмӑлне те тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑна тӳлевлӗ кӗме, общество транспорчӗпе усӑ курма хатӗр-и?
2015 ҫулта влаҫ проекта тӗрӗслемешкӗн хута ярасшӑн. Транспортсене тӳлевлӗ кӗртни трафик лару-тӑрӑвне лайӑхлатать тӑк 2016 ҫултанпа ҫак проекта пуҫӗпех хута ярасшӑн.
Чӑвашсен паллӑ поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври халӑхсен хушшинчи музыка ҫуртӗнче Алексей Айхин ансамблӗ, Покров ансамблӗ тата Ad Libitum оркестр Алексей Айхин «Поклон Пению» хайлавне юрлӗҫ. Вӑл — Геннадий Айхин сӑвӑсен ярӑмӗ.
Мероприяти 19 сехетре пуҫланать. Адресӗ: Мускав хули, Космодамианск кӳлмекӗ, 52-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |