Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкӑри туйра» ҫӗнтернӗ. Ку хыпара Тутарстанри «Сувар» хаҫат Телаграм-каналта пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрте нумаях пулмасть туй йӑли-йӗркисен пӗтӗм ҫӗршыври «Обломовкӑри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗҫленнӗ иккен. Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшӑнма конкурсантсем ҫӗршывӑн 8 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. «Чӑнлӑри «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ чӑваш туйӗн пӗр сыпӑкне – хӗр вӑрланине – кӑтартса «Халӑх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗҫсе лауреат пулса тӑнӑ», — пӗлтернӗ «Сувар».
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Питӗр хулинчи чӑвашсем Улаха пуҫтарӑннӑ. Мероприяти Калинин районӗнчи 7-мӗш вулавӑшра иртнӗ.
Питӗрти чӑваш хастарӗсем наци культурин фестивальне 13-мӗш хут ӗнтӗ пухӑнаҫҫӗ.
Ӗнер вӗсем Алиса Шарпаева ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе тумӗсене кӑтартнӑ. Иван Миронов ертсе пынипе хатӗрленӗ «Улах» музыкӑпа театр постановки те куракансене килӗшнӗ. «Парне» фольклор ансамблӗ, «Иван тата Алиса» пултарулӑх дуэчӗ, юрӑсен авторӗ тата композитор Надежда Кириллова та Улаха хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетнӗ-пуянлатнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музей ӗҫченӗсем Шупашкарта пуҫтарӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе «XXI Петров вулавӗсем» Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта 13 хулари 17 музей ӗҫченӗсем килсе ҫитмелле.
Ҫав шутра — Раҫҫейӗн этнографи музейӗнчен (Санкт-Петербург) тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ Патшалӑх биологи музейӗнчен (Мускав). Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ республикӑсенчен: Саранскран, Чикмерен, Йошкар-Оларан. Федерацин Атӑлҫи регионӗсене илсен, Елабуга, Самар, Тольятти, Сызрань, Ӗпхӳ хулисенчен. Аякри Тӗментен те ҫитӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Ойраты» Калмӑк патшалӑх ташӑ театрӗн пӗрлехи концерчӗ иртӗ.
Икӗ пултарулӑх коллективӗ сцена ҫине пӗр пек мар, ҫав вӑхӑтрах пӗр темӑпа тата сюжет йӗрӗпе тата кӑмӑл-туйӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе тухӗ.
Аякри хӑнасем хӑйсен музыкӑпа хореографи спектакльне «… Ҫеҫенхирсен тусӗ калмӑк» ят панӑ. Вӑл калмӑксен пурнӑҫӗпе тата шӑпипе паллаштарӗ.
Калмӑксемпе чӑваш артисчӗсен пултарулӑхне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче курса хаклама май килӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче Чӑваш тӗррин уявне пуҫласа пухӑнӗҫ.
Пушкӑртстанри ҫав хулара йӗркелекен уявра чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе паллашма май килӗ. Ҫав тӗллевпе курав йӗркелӗҫ. Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Мила Данилова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш тӗррин уявне йӗркелекенни — Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» общество организацийӗ. Мероприяти хулари Культура керменӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енре ача-пӑча валли ҫыракансенсен алҫырӑвӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма тата вӗсен ӗҫӗсене килес ҫул кун ҫути кӑтартма хыснаран 200 пин тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ҫав укҫа виҫӗ ҫӗнтерӳҫе тивӗҫет.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн (Йӗлмелӗн) «Микки мыскарисем» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Автор 50 пин тенке тивӗҫӗ.
Юрий Исаевӑн «Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» алҫырӑвӗ «Вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире палӑрнӑ. Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ ӗҫсенчен Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ автора 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Япони тӗп хулинчи «Мичитани» издательствӑра «Ева Лисинӑн ҫырнисен пуххи: Чӑваш литературин ахахӗсем» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта пултаруллӑ чӑваш ҫыравҫин ултӑ калавӗ, пӗр эссе тата пиччӗшне халалланӑ «Хӳхлев» сӑвӑ ярӑмӗ кӗнӗ. 234 страницӑллӑ кӗнеке хуплашкине Луиза Юманкка (вӑл – Ева Лисина аппӑшӗ) ӳкерчӗкӗсемпе ӳнерленӗ. Хайлавсене чӑвашран тата вырӑсларан тӳрех яппунла куҫараканӗ – Гото Масанори. Вӑл – гуманитари ӑслӑхӗсен докторӗ (Ph.D., Human Science), Хоккайдо университетӗнчи Славян-Еврази тӗпчевӗсен центрӗн доценчӗ, социаллӑ антропологи (культура антропологийӗ) ӑстаҫи.
«Мичитани» издательствӑна 1990 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл Японири тата ют ҫӗршыври авторсен философи хайлавӗсемпе илемлӗ литературине пичетлет, Раҫҫей авторӗсенчен уйрӑмах Чехова кӑмӑллать. Ҫавӑн пекех унта Гоголе, Пастернака, Андрей Платонова, Велимир Хлебникова тата Чарльз Диккенса, Райнер Мария Рилькӗне, ыттисене куҫарса кӑларнӑ.
Ева Лисина та Хӗвел тухакан ҫӗршывшӑн ҫӗнӗ автор мар ӗнтӗ. 2019 ҫулта ҫыравҫӑн «Ҫӗньял ачисем» повеҫӗ «Гундзося» издательствӑра ҫапӑнса тухнӑччӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекен артистсене нумаях пулмасть (чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ансамблӗн черетлӗ сезонӗ уҫӑлнӑ) республикӑн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Казакова чысланӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята аслӑ категориллӗ балет ӑсти Наталия Веренцова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин наградисемпе хор артисчӗсене Андрей Герасимова, Андрей Игнатьева, Фёдор Казанова тата оркестр артистне Оксана Петровӑна чысланӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче Тутарстанри анимаци киновӗн ертсе пыракан специалисчӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Ҫамрӑксемпе тӗл пулса калаҫма «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн тӗп режиссёрӗ Сергей Киатров тата анимаци киновӗн режиссёрӗ Елизавета Скворцова килсе ҫитнӗ.
Тӗлпулу чӑваш юмахӗсем тӑрӑх ӳкернӗ «Иван-батыр» (чӑв. Иван паттӑр) мультфильма кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Чӑваш Улӑпӗ — «Тутармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн «Волжские богатыри» (чӑв. Атӑлҫи паттӑрӗсем) анимаци проекчӗн сӑнарӗсенчен пӗри. Проектра — 6 мультфильм. Унта чӑваш, тутар, вырӑс, мари, мордва, удмурт фольклорне тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем кӗреҫҫӗ.
Сергей «Татармультфильм» пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ студие Тутарстанри энтузиастсем пӗр шухӑшлӑ пулнипе 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Йыша мультипликаторсем, художниксем, сценаристсем кӗнӗ. Ҫавӑнтанпа тӗрлӗ халӑх юмахӗсенчи сюжетсене тӗпе хурса ачасем валли 90 мультфильм хатӗрленӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Екатерина Ефремова ячӗллӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль иртнӗ.
Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унӑн авторӗ халӑх маҫтӑрӗ Зинаида Воронова иккен.
«Чӑваш ҫи-пуҫӗнче, тӗрринче халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ, ӑс-тӑнӗ, мухтавӗ, шухӑшлавӗ, илемлӗхе туйма пӗлни упранать. «Ахах-мерчен аваллӑхӗн» пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк, вӑл чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пуянлӑхне уҫса парать. Фестиваль авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ӑстасен пӗлӗвне сарма пулӑшать», — тесе палӑртнӑ Елизавета Долгова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |