Чӑваш Енри «BELCANTO» классик-ушкӑнӗ «Звезда» телеканалӗн «Новая звезда» конкурсне хутшӑнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑрач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн Хӳтлӗх тата Культура министерствисем ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кашни регионтан пӗрер ушкӑн е юрӑҫ хутшӑнӗ. Ҫӗнӗ сезонти ҫӗнтерӳҫе паллӑ музыкантсем палӑртӗҫ.
«BELCANTO» классик-ушкӑн йышӗнче: Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Иван Снигирев, Сергей Кузнецов, Юрий Катков.
Чӑваш тӗррин музейӗн заведующине Надежда Сильвестровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Надежда Сильвестровӑна эпир чӑваш сӑвӑҫи евӗр те пӗлетпӗр. Вӑл 1971 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1993-1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче корреспондентра, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн Чӑваш тӗррин музейӗнче тӑрӑшать.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята паян Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) преподавательне Галина Смирнова та тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
«Станислав Садальский — пирӗн ентеш. Эсир ҫавна пӗлнӗ-и?» — хыпарланӑ «Ентешсем I Земляки» телеканалта.
Станислав Садальский «Раҫҫей 2» телеканалпа кӑтартакан Андей Малаховӑн «Привет, Андрей!» кӑларӑмне хутшӑннӑ, хайӗн ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Садальский ӳкерӗннӗ телекӑларӑм ыран, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 17 сехетре эфира тухӗ.
Садальский «Контактра» ҫапларах ҫырса хунӑ: «Чӑваш халӑх артисчӗн ӗмӗчӗ тинех ҫитрӗ! Пӗлменнисем валли... эпӗ Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчен».
Асӑннӑ телекӑларӑма пирӗн тепӗр ентешӗмӗр Ирина Шоркина та хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлекен 6 ҫын кӑҫал хӑйсен професси шайне ӳстернӗ.
Артистсем тата ансамблӗн техника ӗҫченӗсем Краснодарти, Хусанти, Кемӗрти патшалӑхӑн культура институчӗсенче тата Дмитрий Хворостовский ячӗллӗ Ҫӗпӗрти искусство институтӗнче вӗреннӗ.
Сасӑ инженерӗ Глеб Якушов, сӑмахран, «Концертри тата студири сасӑ режиссури» енӗпе пӗлӗвне туптанӑ, хор артисчӗ Павел Хлебников — вокал ӳнерӗ енӗпе.
Професси шайне ӳстерни артистсен тата ансамбльте ӗҫлекенсен пултарулӑхне ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать.
Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ.
Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫине палӑртакан конкурс иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Илемлӗх ертӳҫин пуканне асӑннӑ театрта директорта ӗҫлекен Андрей Попов йышӑннӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, илемлӗх ертӳҫи пулма пурӗ 5 ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурса хутшӑннисем — ятарлӑ професси пӗлӗвӗллӗскерсем, унсӑр пуҫне тӗп режиссёрта (дирижерта, балетмейстерта) виҫӗ ҫултан кая мар тӑрӑшнӑскерсем. Конкурс комиссийӗ пултарулӑх енчен Пермьри Андрей Попова ҫитекен ҫуках тесе пӗтӗмлетнӗ.
Питӗрти чӑваш хастарӗ Валериан Гаврилов асӑннӑ хулара пурӑнакан пултаруллӑ чӑваш хӗрӗ Пелагея Терентьева ҫинчен тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче каласа кӑтартнӑ.
Чӑвашсен ентешлӗхӗ хутшӑнакан Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи мероприятисене чӑваш ташши яланах илем кӳрет иккен. Кунта вырӑнти «Кевер» хореографи ансамблӗн тӳпи пысӑк-мӗн. Пултарулӑх ушкӑнне Пелагея Терентьева хореограф ертсе пырать.
Пелагея Шупашкарта ҫуралнӑ. 6 ҫултанпа вӑл хулари чи лайӑх ача-пӑча коллективӗсенчен пӗрне, «Рябинка» хореографи ансамбльне, ҫӳренӗ. Ушкӑн ертӳҫисем Елена Девяткинӑпа Михаил Девяткин пулнӑ.
Питӗре куҫса кайсан Пелагея чӑваш халӑх культурине аталантарассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Малтан вӑл «Кевер» хореографи ансамбльне ҫӳренӗ, кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе — ушкӑнӑн хореографӗ.
Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч хайӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ пилӗк повеҫрен тӑракан кӗнекине. Эпиграф вырӑнне ҫак йӗркесене илнӗ:
Калатӑп, пурнӑҫ урапи
Вараланса кусса пырать,
Тен, ҫавӑнпа – ҫке ҫын шӑпи
Тасалӑха чунра шырать.
Чунри тасалӑха упраса тытса пыма пӗртте ҫӑмӑл мар иккен. Самани ҫапла ҫаврӑнса кайнӑ-ҫке. Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсем ӗнтӗ.
Акӑ «Компьютер» ятлӑ фирма директорӗ умӗнче модӑран тухнӑ ҫи-пуҫлӑ хӗрача тӑрать. Куҫлӑхӗ те ҫавракаскер кӑна, пушмакӗ те лутра кӗлеллӗскер, ҫӳҫне те чӑмӑрккана пуҫтарса ҫыхнӑ – пач та хальхи пекскер мар. Хӑй вара ӗҫ пирки килтӗм тесе пӗлтерет. Директор пӑхса тӑмарӗ, тӳрех: «Уборщицӑна ӗнер кӑна илтӗмӗр, эсир кая юлтӑр пулас», - терӗ. Ҫук, эпӗ программистка, хамӑр декан сӗннипе килтӗм тесен, калаҫу вара урӑхланчӗ. Надя Смирнова университета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗскерех иккен. Фирма директорӗ Семен Карнизов деканран ыйтнипе килнӗ ӗнтӗ Надя. Мӗншӗн вӑл вӗреннӗ чухне те, халӗ те ҫакӑн пек «модӑпа» ҫӳренине автор «Чӗлхесӗр пике» повеҫре кӑтартса парать.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче вӗренекен ҫамрӑксем фольклор экспедицийӗнче пулнӑ.
Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче халӑх юррисене пӗччен тата хорпа юрлама вӗрентекен уйрӑмра ӑс пухакан яшсемпе хӗрсем Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва ялне ҫитсе килнӗ. Унта анатри чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.
«Музыка училищи — чӑвашсен фольклорне пухассипе, тӗпчессипе тата аталантарассипе ҫине тӑрса ӗҫлекен республикӑри пӗртен-пӗр вӗрентӳ учрежденийӗ. Ун пек тӗллевпе эпир час-часах тухса ҫӳреме тӑрӑшатпӑр», — тенӗ вӗрентӳ заведенийӗнче ӗҫлекен Людмила Петухова.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республикӑри саккӑрмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернисен хайлавӗсен пуххипе паллаштарӗҫ.
Кӗнекене кӑҫал «СВ-Пресс» издательствӑра 80 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта конкурса хутшӑннӑ 44 автор ӗҫӗсене пухса пичетленӗ. Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.
Кӑларӑмра чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ: сӑвӑсемпе басньӑсем, калавсемпе очерксем, эссесемпе пьесӑсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |