«Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ хореографи конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Людмила Нянина тата Владимир Милютин ячӗпе ирттереҫҫӗ.
Людмила Нянина — ташӑ ӳнерӗнче пуян опыт пухнӑ ӑста, культура колледжӗнче хореографи дисциплинисене вӗрентет. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа та чысланӑ.
Владимир Милютин — балетмейстер, этнохореограф, педагог.
«Ташӑ эрешӗсем» конкурс юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче иртӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен заявкӑна конкурсчен икӗ кун маларах парса ӗлкӗрмелле.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Чатукассинче Раҫҫей халӑх артисчӗн Филипп Лукинӑн музейне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитнӗ.
«Чӑваш Ен» телерадиокомпани ҫавна май сюжет хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «тем тӗрлӗ материалпа пуян пулсан та, чаплӑ музейӗн професси тӗлӗшӗнчен экспозицийӗ лайӑх пулмалла. Композиторӑн ӗҫ вырӑнӗсӗр пуҫне унта тӗрлӗ кӗнекепе сӑнӳкерчӗк, артист костюмӗ сахал мар. Тата куракансем видео материалсемпе, юрӑсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Музей ӗҫне мӗн пуҫарнӑранпах пӗр укҫасӑр йӗркелесе пыраҫҫӗ. Ӗҫӗ сахал мар, паллах, ҫуртне те, пӳлӗмне те тивӗҫлӗ таран тытса тӑмалла».
Чӳк уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче Пысӑк этнографи диктанчӗ пулӗ. Ӑна онлайн-форматпа ҫырма май пур.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. 16 ҫултан кӗҫӗнреххисем валли 20 ыйту пулӗ. Аслӑраххисем валли – 30 ыйту. Вӗсенчен 20-шӗ – пӗтӗмӗшле ыйтусем, тепӗр 10-шӗ кашни регион валли уйрӑм. Заданисене пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Йӑлтах тӗрӗс хуравласан 100 балл пухма пулать.
Сӑмах май, акци пӗрремӗш хутчен 2016 ҫулта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ. Ун чухне унта Раҫҫейри 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта хӗрарӑмсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Мероприятие унтисем «Хитре кӗр» ят панӑ. Ӑна социаллӑ учрежденире пурнӑҫа кӗрекен «Илем шкулӗ» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.
Кӗркунне йывӑҫсем хӑйсен сарӑ-хӗрлӗ тата ытти тӗслӗ ҫулҫисемлӗ тумӗсемпе куҫа илӗртеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче сӑн ӳкерӗнме питех те аван. Хитре чӑваш тумӗ ытти чух те килӗшӳллӗ те, кӗркунне вӑл тата илемлӗрех курӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑн ӳкерӗннӗ херарӑмсем.
Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсемпе ачасемпе ҫамрӑксене паллаштармалли турсем ирттерме пуҫлассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Иртнӗ канмалли кунсенче 5-9-мӗш классенче вӗренекен 90 ача Куславкка районӗнче пулнӑ. «Туризм тата хӑнасене йышӑнас индустри» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче ачасем Куславккара вырнаҫнӑ Николай Лобачевский математикӑн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ, тӗвӗсемпе тата понипе сӑн ӳкерӗннӗ, страуссене апатлантарнӑ.
Кайран вӗсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисен историйӗпе, тӗнчипе паллӑ Николай Бичурин пурнӑҫӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑш ҫӗнӗ ӑрури библиотека уҫма ӗмӗтленет. Ҫав тӗллевпе ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ, федераци хыснинчен культура учрежденине килес ҫул 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса парӗҫ.
Комсомольскинчи вулавӑш этнобиблиотекӑна ҫаврӑнӗ. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ наци ҫыннисен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан вырӑн пулса тӑрӗ. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисем валли вулавӑшра тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Унчченхи йӑлана кӗнӗ вулавӑш вырӑнне библиотека нумай функциллӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта йӑлана кӗнӗ пичет кӑларӑмӗсемпе тата кӗнекесемпе кӑна мар, электрон- тата аудиокӗнекесемпе паллашма май килӗ, Брайль шрифчӗпе кӑларнӑ кӑларӑмсем те пулӗҫ.
Питӗрти чӑвашсен ансамбльне хуткупӑсҫӑ кирлӗ. Ку хыпара Питӗрте пурӑнакан чӑваш хастарӗ Татьяна Шмелёва тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче хыпарланӑ. Пӗлтерӗве вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Питӗрти чӑвашсен «Телей» ансамбльне хуткупӑсҫӑ (музыкант) кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, юрлама тата ташлама юратакан ҫын. Вӑл чӑваш культурипе кӑсӑкланни те кирлӗ.
Репетицие Новочеркасск метровӗнчен инҫех мар вырӑнта кашни шӑматкунсерен 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен тата тунтикунсерен 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехетчен пухӑнаҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-911-72-82-027.
Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» ятлӑ палӑка Чӑваш наци музейӗн харпӑрлӑхне панӑ. Малашне унта экскурсисем тӑтӑшах иртмелле. Палӑкпа паллашма килсен республика Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑнни пирки пӗлме пулать.
Наци музейӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче палӑка кунсерен 600 ҫын таранах курма килнӗ. Авӑн уйӑхӗнчи ҫумӑрлӑ кунсенче те унта 200 ҫынран кая мар пырса каять. Ҫынсем 23 сехетре тин, алӑксем хупӑнсан, килме пӑрахаҫҫӗ.
Музей директорӗ Ирина Меньшикова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ саккас панипе «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» анлӑ экскурси хатӗрленине палӑртнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗр билетпа спектакль пӑхма тата музея кайса курма сӗнет.
«ТЮЗ+музей» культура программи ҫапларах пулӗ:
— «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль тата Василий Чапаев музейӗ;
— «Сеспель» поэзи перфомансӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ;
— «Куккук куҫҫулӗ» драма фантазийӗ тата Ҫар мухтавӗн музейӗ.
Кусем — культура учрежденийӗсем хальлӗхе сӗнекен вариантсенчен пӗрисем.
Билет хакӗ — 500 тенкӗ.
«ТЮЗ+музей» культура программипе усӑ курма 50 ҫын таран ушкӑнсене сӗнеҫҫӗ. Малтан ҫырӑнмалла. Театртан музея автобуспа илсе кайӗҫ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +7-987-127-28-92.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |